Чӑваш Енре онкологи чирӗпе аптӑракансен тата вӗсен тӑванӗсен форумӗ иртӗ.
Мероприятие ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
«Ради жизни» (чӑв. Пурнӑҫшӑн) ят панӑскере АНО «Близкие люди» (чӑв. Ҫывӑх ҫынсем) коммерцилле мар автономи организаци (председателӗ — Е.Н. Хрусцелевская) тата Республикӑн клиника онкологи диспансерӗ ирттереҫҫӗ.
Форум тӗллевӗ — врачсене, экспертсене и общество организацийӗсен хастарӗсене онкологи чирӗпе чирлисене тата вӗсен тӑванӗсене информаци тата психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшасси, онкочирсем ҫинчен ҫынсене каласа кӑтартасси.
Чӑваш Енри шкулсенче ӗҫлекен тӑван чӗлхе учителӗсене форума пухӗҫ. «Пӗрлӗхре — вӑй» ят панӑ форум ака уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ.
Унта Тутарстан, Пушкӑрт, Мордва, Мари Эл республикисенчен, Чӗмпӗр, Самар облаҫӗсенчен, Мускавран та педагогсем килсе ҫитеҫ. Пурӗ 500-е яхӑн вӗрентекен.
Паян, пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш краевечӗсен регионсем хушшинчи форумӗ иртӗ. Ӑна Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Мероприятие Чӑваш Енри краведсен союзӗпе Наци вулавӑшӗ йӗркелӗҫ.
Пуш уйӑхӗн юлашки шӑматкунӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑнас ырӑ йӑлана таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах пуҫарса янӑ.
Форумра чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварас, краеведенипе туризм ыйтӑвӗсене сӳтсе явӗҫ. Таврапӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ, пӗлтӗр кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене тата чи маттур тӑван тавралӑх тӗпчевҫисене чыслӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче Мускавра «Языковая политика в Российской Федерации» (чӑв. Раҫҫей Федерацийӗнчи чӗлхе политики) VI форум иртнӗ. Унта пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑхсен чӗлхине упраса хӑварас, аталантарас, халӑхра сарас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Форума наци чӗлхисемпе ҫыракан блогерсем, чӗлхене аталантарассипе ӗҫлекен хастарсем, ученӑй-лингвистсем, инженер-лингвистсем, программистсем, IT-проектсене хатӗрлекенсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, чӗлхе специалисчӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче, ҫавӑн пекех общество организацийӗсенче тӑрӑшакансем пухӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ҫав мероприятие филологи енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Олег Студенцов хутшӑннӑ. Вӑл унта «Чӑваш Ен» телерадиокомпанийӗн чӑвашла информаци программисен онлайн-версийӗсене тишкернӗ.
Пирӗн республикӑра иртнӗ "Чӑваш Ен туризмӗ" форумра РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Сергей Казанков тухса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн патра чи пысӑк сӑра фонтанӗ тума сӗннӗ.
Мӗн тӗллевпе? Депутат каланӑ тӑрӑх, ку Чӑваш Ен символне, хӑмлана, анлӑ сарӑлма пулӑшӗ.
"Чӑваш Ен хӑмла туса илессипе пӗрремӗш вырӑн йышӑнать пулсан, анчах ҫакна ҫынсене ӑнлантарма йывӑр тӑк, тен, кунта чи пысӑк сӑра фонтанӗ тумалла? Мӗншӗн вӑл пирӗн патра мар, Европӑра вырнаҫнӑ? Вара вау-эффект пулать, пӗтӗм тӗнчери ҫынсене хӑнана чӗнсе тӗлӗнтерме пулать", - тенӗ депутат.
Чӑваш Енре, пӗтӗм Раҫҫейри пекех, туризм тытӑмӗнче кадрсем ҫитмеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче "Чӑваш Ен туризмӗ" форумпа килӗшӳллӗн "Туризм валли - кадрсем" стратеги сессийӗ иртнӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 4 вӗренӳ учрежденийӗ хӑна кӗтсе илмелли индустри валли кадрсем хатӗрлет. Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗ ҫӗнӗ икӗ енпе кадрсем вӗрентме хатӗр: туризм тата музеологи.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗччен пирӗн республикӑра отрасльсем хушшинчи «Чувашия туристическая» (чӑв. Туризм Чӑваш Енӗ) пӗрремӗш форум иртӗ.
Унта вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хӑйсен маршручӗсемпе 9 лапамра паллаштарӗҫ: «Чӑваш Ен – реабилитаци центрӗ», «Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен», «Промышленность туризмӗ», «Чӑваш Ен ачасен куҫӗпе», «Туризм валли кадрсем», «Аслӑ Атӑл», «Хуласен туризм вӑй-халӗ», «Агротуризм» — «Ял туризмӗ» тата «Регионсенчи туризма аталантарма турист картти».
Чӳк уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «ТОЧКА РОСТА» (чӑв. Ӳсӗм пуҫламӑшӗ) ятпа Шупашкарти театрпа вӗрентӳ форумӗ иртӗ.
Форума театр ӳнерӗн паллӑ специалисчӗсем пухӑнса лекцисем, семинар-практикумсем, ӑсталӑх сехечӗсем, киномаркетингпа, ӳнер гримӗпе, пластикӑпа тата драматургипе тренингсем ирттерӗҫ.
Киномаркетинг вӑрттӑнлӑхне, сӑмахран, Хусанти «МТД медиа» компани-интегратор специалисчӗсем уҫса парӗҫ. Вӑл интегратор Раҫҫейри чи пысӑк букинг компанийӗсенчен пӗри шутланать. Унӑн сетӗнче — ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи 100 ытла кинотеатр.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чувашские национально-культурные объединения: вчера, сегодня, завтра» (чӑв. Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна республикӑра иртекен Ентешсен «Знай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӗл) форумне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсен федераци шайӗнчи культура автономине йӗркеленӗренпе 22 ҫул ҫитнӗ. Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, республикӑра асӑннӑ культура автономийӗн тата Чӑваш наци конгресӗн майӗсемпе усӑ курса наци культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упраса хӑварас тӗллевпе ӗҫлемелле. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи национальноҫсен канашӗн йышне кӗресшӗн.
Туристсем Чӑваш Ене те килме юратаҫҫӗ. Ют ҫӗрте ҫеҫ мар, хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрта илемлӗ вырӑнсем пайтах, ҫав шутра Чӑваш Ен те ҫул ҫӳреме юратакансемшӗн кӑсӑклӑ.
Пирӗн тӑрӑхпа паллашакансем хушшинче круизм туризмне суйланисем ҫеҫ мар, хӑйсем тӗллӗн килекенсем те йышлӑ-мӗн. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура каланӑ тӑрӑх, ҫулҫӳреве тухнисем пирӗн патӑмӑрта вӑтамран 2 кунтан пуҫласа 3 кун таран тытӑнса тӑраҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Чӑваш Енре 154 хӑна ҫурчӗ пур.
Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра шалти туризма аталантарас ыйтупа форум иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |