Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре туса илекен сухан вӑрлӑхӗн 30 проценчӗ — асӑннӑ мунципалитет тӳпи. Ҫакӑн пирки вӑл юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев районта пулнӑ чухне каланӑ. Ҫав кун вӑл тӑрӑхри Валерий Кузнецов пахчаҫимӗҫ упрамалли ҫӗнӗ объект уҫнӑ. Сӑмах май, кӑҫал кӑна патӑрьелсем ултӑ усравлӑх хута янӑ.
Валерий Кузнецов фермерӑн акса ҫитӗнтермелли ҫӗр лаптӑкӗ 150 гектар йышӑнать. Ҫав шутран 10 гектар ҫинче фермер сухан вӑрлӑхӗ ӳстернӗ. Вӑрлӑха Амур, Свердловск, Ҫӗнӗ Ҫӗпӗр тата Челепи облаҫӗсене ӑсатать. «Пирӗн районта ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ ӗҫлеҫҫӗ», — тенӗ мал ӗмӗтлӗ те талпӑнуллӑ фермер.
Юлашки ҫулсенче Раҫҫей экономика аталанать, ҫавна май агропромышленность комплексне кивҫен укҫа-тенкӗ парасси ӳссе пырать. Кун пирки ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева Россельхозбанк ертӳҫи Дмитрий Патрушев пӗлтернӗ. Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне асӑннӑ банк кӑна АПК валли 1,1 триллион тенкӗ кивҫен укҫа уйӑрнӑ.
Иртнӗ ҫул пуҫламӑшӗнче халӑх тата ял хуҫалӑх предприятийӗсем кредит йышлах илмен, мӗншӗн тесен экономикӑра мӗн пулса иртесси хӑратнӑ. Патрушев шучӗпе лару-тӑру халӗ ырӑ енне ылмашса пырать. Кӑҫал кӑна ял хуҫалӑх ӗҫӗсене ирттерме кредит 183 миллиард тенкӗлӗх панӑ. Апла пулсан, фермерсемпе ял хуҫалӑх предприятийӗсем, хушма хуҫалӑх тытакансем ыран тавӑрса параймӑпӑр тесе шикленмеҫҫӗ, хӑйсен производствине аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Республикӑри 17 районта кӗрхи тыр-пула пухма тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи малтан вырмана кӑнтӑр енчи районсем тухаҫҫӗ. Кӑҫал вара Ҫӗрпӳ районӗ уй-хире чи малтан тухнӑ.
Андрей Хорошавин фермер хуҫалӑхӗнче акмалли лаптӑка ҫулсерен пысӑклатса пыраҫҫӗ. 3800 гектара ҫӗр ҫине тулӑпа ыраш ҫеҫ мар, рапс, йӗтӗн, горчица, хура тул, пӑрҫа, ясмӑк та акнӑ. Йӑлтах хӗвеланӑҫри ҫӗршывсене ӑсатаҫҫӗ вӗсем. Фермер Турципе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.
Хуҫалӑхра тулла республикӑри вӑтам кӑтартуран ытларах пухса илеҫҫӗ. 1 гектартан 30 центнертан кая мар выраҫҫӗ вӗсем. Комбайн пучахсене ҫеҫ вырать, туни хӗл каҫма юлать. Ҫапла ҫӗре тутлӑлантарасшӑн.
Ҫӗрпӳ районӗнчи 6 хуҫалӑх вырмана тухнӑ. Хальлӗхе 380 гектар ҫинчен пухса кӗртнӗ, 930 тонна тырӑ ҫапнӑ. Ҫанталӑк парсан вӗсем икӗ эрнере ӗҫе вӗҫлесшӗн.
Хальлӗхе республикӑра 2 пин ытла гектар ҫинчен тыр-пул пухса кӗртнӗ. Вӑтамран 1 гектартан 27 центнер туса илеҫҫӗ. Чи пысӑк кӑтарту хальлӗхе Патӑрьел районӗнче. Вӗсем 1 гектартан 44 центнер тырӑ туса илеҫҫӗ.
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ.
Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ.
Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл.
Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем.
Канаш районӗнчи Эдуард Шамуков фермер кӑркка ӗрчетсе Раҫҫей шайне тухасшӑн, Чӑваш Ене унӑн ашӗпе тивӗҫтересшӗн.
Раҫҫейри лавкка сентрисем ҫинче кӑркка какайӗ сахал — 3 процент ҫеҫ. Канаш районӗнчи фермер вара ҫак ӗҫе аталантарса ярасшӑн.
Эдуард Шамуков пӗлтӗр кӑркка ӗрчетме тытӑннӑ. Малтан вӑл 1 пин ытла гектар ҫинче тыр-пул ӳстернӗ. Анчах унпа кӑна тупӑш туса илме ҫук-мӗн. Ҫапла кӑркка ӗрчетес шухӑш ҫуралнӑ.
Вӗсене вӑл Ставрополь енӗнче туяннӑ. «Универсал» йӑх темиҫе йӑха пӗрлештернипе пулнӑ. Вӗсене пӑхма ҫӑмӑл, куштан мар-мӗн. Аҫи 17 эрнере 6,5 килограма ҫитме пултарать.
Кӑрккасене кунне икӗ хут тӑрантараҫҫӗ. Ятарлӑ хутӑш тӑваҫҫӗ, апата хӑйсем ӳстереҫҫӗ. Кӑркка пӑчкӑ кӗрпи е хӗвелҫаврӑнӑш вӑррин хуппи ҫинче выртса тӑрать. Фермер туянакансене тупнӑ ӗнтӗ. Ытларахӑшӗ Чӑваш Енренех. Анчах вӑл пурӑна-киле какая ытти ҫӗре те ӑсатма тытӑнасшӑн.
Шамуковӑн тӗллевӗсем пысӑк. Анчах вӑхӑт кирлӗ. Вӑл кӑрккасен сарайне ҫӗнетесшӗн, унта газ кӗртесшӗн.
Паян Канаш районӗнче фермер пулма вӗрентнӗ. «Ӗҫ пуҫлакан фермерсене пулӑшасси» тата «Ҫемье выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси» программӑсемпе йӗркеленӗ семинара ҫынсем район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Унта ӗҫ пуҫлакан фермерсене, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене тата агропромышленноҫ комплексӗ енӗпе тӑрӑшакан тӳре-шарана йыхравланӑ.
Пухӑннисем умӗнче тухса калаҫнӑ райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Анатолий Егоров хӑйсен ӗҫне пуҫаракан фермерсене тата выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарма патшалӑх укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнине пӗлтернӗ. 2012–2014 ҫулсенче 6 фермера тата 1 фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне выльӑх-чӗрлӗх фермисем ҫӗклеме пулӑшнӑ.
Муркаш районӗнчи фермер тырӑ акса ӳстернӗ хыҫҫан йӗтӗнпе горчица акма шухӑшланӑ.
Кӑҫал Рудольф Гармонистов йӗтӗне пӗрремӗш хут ҫулса илнӗ. Унччен вӑл тыр-пул кӑна акнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, йӗтӗнпе тата горчицӑпа ытларах укҫа туса илме пулать-мӗн. Йӗтӗн ҫӑвӗ Раҫҫейре те, ют ҫӗршывра та паха ҫимӗҫ шутланать. Каяшӗпе биотопливо тӑваҫҫӗ.
Анчах йӗтӗне ҫулса кӗртме йывӑр-мӗн. Анчах фермер ку ӗҫе тунӑ, вӑрлӑх та хунӑ. Йӗтӗн япӑх ҫулӑнать — пусма пекех. Фермер ӑна мӗнле ӳстермеллине Тверь облаҫӗнче вӗреннӗ. Унта йӗтӗн ӳстермешкӗн патшалӑх пулӑшу парать. Пирӗн республикӑра вара тыр-пул валли ҫеҫ субсиди пур.
Кӑҫал туса илнӗ йӗтӗнпе горчица ют ҫӗршыва ӑсаннӑ. Анчах фермер ҫитес ҫул ӑна Раҫҫейре туянакансем пуласса шанать.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене кӳрекен центрӑн Шорккари вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑмӗнчи ватӑсене пӗр фермер утӑ пырса панӑ. Мӗн тума тетӗр-и? Унти хушма хуҫалӑхра хӗлӗн-ҫӑвӗн выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Ку ӗҫре чи йывӑрри — выльӑх апачӗ хатӗрлесси тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ центр.
Выльӑх апатне хатӗрлеме социаллӑ ӗҫченсем кӑна мар, ватӑсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӑл тӑрӑхри Н.П. Прокопьев фермер вара вара пахча-ҫимӗҫ, ҫӗр улми, тыр-пул парса та пулӑшать. Кӑҫалхи кӗркунне Николай Прокопьевич 500 кг фуражпа 300 кг тырӑ уйӑрнӑ, нумаях пулмасть икӗ рулон утӑ пырса панӑ.
Сӑнсем (2)
Ҫапларах пӗтӗмлетӳ тунӑ «Интерейтинг» агентство. Фермерсен танлашӑмне (рейтингне) вӗсем федераллӑ округсем тӑрӑх ирттереҫҫӗ. Ку хутӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лару-тӑрӑва тӗпченӗ.
Пӗтӗмлетӳ тӑрӑх Чӑваш Ен юлашки йӗркене йышӑннӑ — пирӗн республикӑра 13 фермер кӑна юлнӑ пулать (5 ҫултан ытларах ӗҫлекеннисене кӑна шута илнӗ). Агенство пирӗн тӑрӑха унччен ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫын ертсе пынине те палӑртнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑх министрӗ те пирӗн тӑрӑхран-ха.
Пирӗнпе кӳршӗлле облаҫсемпе республикӑсене пӑхас пулсан фермерсен йышӗ Чулхула облаҫӗнче чи нумаййи: унта вӗсем 787 таранах. Вӗсем хыҫҫӑн Тутарстан пырать — кунта 281 фермер вӑй хурать. Ҫавӑн пекех Мӑкшӑ республикинче сахал мар — 216 фермер. Ыттисенче: Мари Элте пурӗ 51 фермер, Чӗмпӗр облаҫӗнче — 110.
Танлашӑмри вырӑнсене фермер хуҫалӑхӗсене ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе танлаштарса йӗркеленӗ. Чи ҫӳллӗ вырӑна йышӑнакан Ӗремпур облаҫӗ ку тӗлӗшпе 2,07 пухнӑ — фермер хуҫалӑхӗсем вӑл тӑрӑхра пысӑк ял хуҫалӑх предпритисен шутӗнчен икӗ хут кӑна сахалрах. Пирӗн тӑрӑхра вара 50 хут патнелле — 49,92. Ял хуҫалӑх предприятисен йышӗ пирӗн патра 649 иккен.
Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи кану базинче «Фермер кунӗ–2014» республика шайӗнчи уяв иртнӗ. Мероприятие фермерсен тата ял хуҫалӑх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ильдар Чемеров ертсе уҫнӑ, вӑлах пынӑ.
Фермерсем патшалӑх енчен хӑйсене епле пулӑшу лекнине сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ района илсен, юлашки виҫӗ ҫулта унти 7 фермера вӑл грант евӗр лекнӗ. Республикӑра туса илекен ӳсен-тӑран апат-ҫимӗҫӗнчен 27 проценчӗ – фермерсен тӳпи-мӗн.
Фермер кунне банкирсемпе ял хуҫалӑх техникине тата ыттине сутакан предприятире тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен продукцине ырланӑ-мухтанӑ: кам кивҫен укҫа, кам тавар сӗннӗ.
Фермерсем агротуризм аталантарасси пирки те калаҫнӑ, пахча ҫимӗҫпа улма-ҫырла туса илнин усси пур текенсем те тупӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Федор Шадриков фермер, ав, Финляндие кайса унти ӗҫтешӗсен пурнӑҫӗпе паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта агротуризмӑн ҫемье центрӗсене йӗркелеҫҫӗ иккен.Сӑнсем (24)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |