Шупашкарта транспорт реформине пуҫарса янӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Паян, ав, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 37 тата 44-мӗш маршрутсемпе ҫӳренӗ. «Пассажирсене турттарассине лайӑхлатас енӗпе ӗҫлемелли пур. Ҫынсен сӗнӗвне шута илӗпӗр», — тесе ҫырнӑ хулан сити-менеждерӗ Инстаграмра.
Ҫав вӑхӑтрах пассажирсене турттаракансем хӑйсем те маршрута ылмаштарма ыйтни тӗл пулать. 20-мӗш пирки шӑпах ҫавна каламалла та. Маршрут схемине ылмаштарма ыйтупа Шупашкар хула администрацине ҫитнӗ. Ӗнертенпе автобуссем сӑнавлӑ мелпе Мир проспекчӗпе ҫӳреме тытӑннӑ. Халӗ ҫынсен шухӑшӗпе кӑсӑкланнине ӗнентереҫҫӗ. Маршрута епле йӗркелессине сӑнав хыҫҫӑн тата ҫынсен сӗнӗвне шута илсе каярах татса парӗҫ.
«Priority Pass» портал ҫул ҫӳрекенсене тӗпчеве хутшӑнтарнӑ. Тишкерӳ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫул ҫӳревӗн чи ывӑнтаракан саманчӗ — багаж кӗтсе тӑни. Тӗнче курса ҫӳреме юратакансем аэропортра кутамккасене кӗтсе тӑма юратмаҫҫӗ. Малтан чӑматансемпе сумкӑсене илсе тухакан контейнер ӗҫлесе каяссине кӗтмелле, унтан контейнер ҫаврӑннине пӑхса хӑвӑн багажу килессине сӑнаса тӑмалла.
Ыйтӑма 1 700 авиапассажир хутшӑннӑ. Вӗсенчен 49 проценчӗ аэропортра багаж кӗтсе тӑнӑ чух ывӑннине тата кӑмӑлсӑрланнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен 61 проценчӗ хӑйсен чӑматанӗ ҫухаласран хӑрать.
Хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗсленӗ чух хӑракансем те пур. Каплисен хисепӗ — пассажирсен 47 проценчӗ.
Теприсем аэропорта ҫитичченех канӑҫсӑрланма тытӑнаҫҫӗ. Авиапассажирсен 63 проценчӗ ҫул ҫинче «пӑкка» лекесрен тата рейс ҫине ӗлкӗреймесрен хӑрать.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсен пӗр пайӗ «Bla-bla-car» тытӑмпа анлӑ усӑ курма пуҫларӗ. Ун урлӑ пассажирсем ҫула май машина тупаҫҫӗ, водительсем — пассажир. Вӑл тытӑма темиҫе ҫул каялла ҫынсене ҫула май лартса кайма йӗркеленӗ. Тӳлевсӗр илсе ҫӳрекенсем те пулнӑ, е питӗ йӳнӗ хакпа. Халӗ ҫав пулӑшу услама ҫаврӑнчӗ. Асӑннӑ тытӑмра регистрациленсе укҫа тӑваҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви, ҫул-йӗр инспекторӗсем, налук службин специалисчӗсем рейд йӗркеленӗ. Вӗсем пассажирсене таксипе турттарас ӗҫе епле йӗркеленине Шупашкар районӗнче тӗрӗсленӗ.
15 транспорта чарнӑ. «Lada Largus» автомобиль водителӗ ҫул ҫӳрекенсене «Bla-bla-car» сервис урлӑ тупса Шупашкартан Мускава турттарнӑ.
Самолетпа ҫул ҫӳреме юратакансем валли ырӑ хыпар пӗлтерер. Шупашкартан Питӗр хулине авиарейссен шучӗ ҫывӑх вӑхӑтра хушӑнмалла. Савӑнӑҫлӑ хыпара А.Г. Николаев ячӗллӗ Шупашкарти аэропортра пӗлтереҫҫӗ.
Ҫурҫӗр енчи ҫав хулана хальхи вӑхӑтра самолетсем эрнере икӗ хутчен хутлаҫҫӗ. Ҫӗнӗ навигаци тапхӑрӗ пуҫлансан (вӑл юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен тытӑнӗ) самолетсем эрнере виҫӗ хут вӗҫӗҫ.
Шупашкарпа Питӗр хулине «Победа» авиакомпани ҫыхантарать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче самолетсем ытларикунсерен, кӗҫнерникунсерен тата шӑматкунсерен вӗҫӗҫ.
Шупашкартан самолет 15 сехет те 35 минутра хускалӗ, Питӗрти Пулково аэропортран Чӑваш Ен тӗп хулине — 12 сехет те 55 минутра. Авиапассажирсене «B-738» самолет турттарать. Шупашкартан Питӗр хулине вӑл 2 сехет те 10 минут вӗҫет.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн управленийӗ пӗлтернӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, 12, 19, 65-мӗш маршрутсем валли турттаракансене шыраҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене https://chebzmo.rts-tender.ru/ сайтра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма тытӑнӗҫ.
12-мӗш маршрут валли 9 единица пӗчӗк класлӑ техника (унсӑр пуҫне 1 саппасра пулмалла) шыраҫҫӗ; 19-мӗш маршрут валли — 1 единица (1 саппас), 65-мӗш маршурт валли — 7 единица (1 саппас).
Муниципалитет маршручӗсемпе ҫӳрекенсене шырани пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Алексей Кряжинов журналист Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура масарӗ ҫине кайса нушаланни ҫинчен Фейсбукра ҫырса кӑтартнӑ. Ҫула тухнӑ ытти пассажир та кӑмӑлсӑрланать иккен.
«Карачура ҫӑви ҫине кайса килесси паян тамӑкпа тан», — тенӗ журналист. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, «Чӑвашавтотранса» панкрута кӑлариччен тата транспорт реформиччен автобус кашни 30-45 минутра пӗрре ҫӳренӗ. Халӗ пӗр транспортпа теприн хушши 1 сехетпе танлашать иккен. Ҫитменнине, ГАЗельсем тата 19 вырӑнлӑ 30-мӗш маршрут хутлать-мӗн. Автобус ҫитиччен пӗр 20 минут маларах чарӑнӑва 25 ҫын таран пухӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — унчченхи рейса вырнаҫайманнисем. Юлашки чарӑнуранах тулса килнӗ салона халӑх вырнаҫса пӗтеймен. Хирӗне-хирӗне, пӗр-пӗринпе тулаша-тулаша кӗрсе ларайнисем хӗсӗнсе Шупашкара кайнӑ.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланӑ. ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑн. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, ку цифрӑсене «Правда ПФО» интернет-хаҫата республикӑн транспорт министрӗ Михаил Резников илсе кӑтартнӑ.
Кӑҫал «Чӑвашавтотрансран» «АвтоВАС» ҫӑмӑллӑхлӑ билтесен 20 процентне, укҫа ҫине куҫарсан ку 22 миллион тенкӗпе танлашнӑ, суд урлӑ шыраса илнӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑллӑхлӑ категорие турттарнишӗн унитарлӑ предприятие хыснаран пӗр пайне кӑна субсидилеҫҫӗ-мӗн.
Маршрутсене оптимизацилес шутлӑ «Чӑвашавтотранс» Шупашкарти Хулаҫум вокзалпа усӑ курма пӑрахасшӑн. Хӑйӗн транспортне вӑл Вокзал ҫумӗнчи автостанцирен (вӑл унитарлӑ предприятин структура подразделенийӗ шутланать) ҫӳретме тытӑнасшӑн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |