«СОУР» тулли мар яваплӑ обществӑн тӗп директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫланӑ. Следстви шухӑшӗпе, Владимир Ермолаев 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи раштавччен ҫынсен тупӑшӗн налукне куҫарса паман. Пӗтӗмпе — 139 миллион тенкӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх налука вӑхӑтра тӳлемен. Куншӑн 200–500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 5 ҫул ӗҫлеттерме (кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр должноҫе 3 ҫул йышӑнма юрамӗ) е ирӗкрен 6 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Дворкович вице-пермьер Дмирий Медведева ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Платон» виҫине 1,53-рен 2,06 тенке хӑпартма сӗннӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнчен вара 3,06 тенкӗ тӳлеттерме каланӑ. Ку — федераци ҫулӗпе ҫӳренӗ пӗр ҫухрӑмшӑн.
Аса илтерер: «Платон» ҫулталӑка яхӑн ӗҫлет. 12 тоннӑран ытларах таякан машинӑсен водителӗсем федераци ҫулӗпе ҫӳренӗшӗн налук тӳлеҫҫӗ. Чи малтанах кашни ҫухрӑмшӑн 3,73 тенкӗ илме сӗннӗ. Анчах водительсем протеста тухсан ку виҫене 1,53 тенке хӑварнӑ. Ҫуркунне ӑна ӳстерме палӑртнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. РФ Экономика аталанӑвӗн министерстви ку виҫене 3 ҫуллӑха хӑварма сӗннӗ. Ку таранччен водительсенчен 16,1 миллиард тенкӗ пуҫтарнӑ.
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче РФ транспорт министрӗ Максим Соколов ҫӑмӑллӑхлӑ тапхӑр вӗҫленнине пӗлтернӗ. Анчах дальнобойщиксем виҫене хӑпартассине хирӗҫ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем малтан налук тӳлеҫҫӗ, кайран ӑна каялла пуҫтарса илеҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи республикӑсемпе, облаҫсемпе, крайсемпе танлаштарсан ку енӗпе пирӗн регион ыттисенчен малта пынине республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина пӗлтернӗ.
Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ пуҫлӑха, ҫав шутра массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те, чӗннӗ. Ларура республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тишкернӗ.
Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налука пуҫтарнин калӑпӑшӗ пысӑках марри пирки чарӑнса тӑнӑ май республикӑн тӗп финансисчӗ пурлӑх тата социаллӑ налук вычечӗсене илекенсен шучӗ ӳссе пынине палӑртнӑ.
Чӑн та, юлашки ҫулсенче налука тавӑракансен шучӗ 1,7 хут нумайланнӑ. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫынсене 970 миллион тенкӗ налук тавӑрса панӑ.
Федерацин налук службин сайтӗнчи «Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ» фукнципе усӑ куракансем налукпа ҫыхӑннӑ хутсене пуштӑ урлӑ илме пӑрахӗҫ.
Ун пек документсем хут ҫинче питех кирлӗ пулсан кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен ҫавӑн пирки налукҫӑсене хӑйсен Федерацин налук службин сайтӗнчи «Уйрӑм пӳлӗмсем» урлӑ пӗлтермелле.
Капла ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ федераци шайӗнчи саккунпа ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ официаллӑ хут Налук кодексне пырса тивет. Тепӗр майлӑ каласан, ҫав саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗнине пӗлтерет.
Уйрӑм ҫынсене пурлӑх налукӗ: ҫӗршӗн, транспортшӑн тата пурлӑхшӑн илекенни — ытларах кӑсӑклантарать. Вӗсене кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле.
Уйрӑм усламҫӑсен, нотариуссен тата ытти хӑш-пӗр категорин «Уйрӑм пӳлӗмпе» малашне те усӑ курма юрамӗ.
Федерацин налук службин республикӑри управленийӗ экономика ӑмӑртӑвӗн кӑтартӑвне палӑртма инспекцисем хушшинче кашни кварталта пӗрре ӑмӑрту ирттерессине йӑлана кӗртсе янӑ. Хальхинче управлени пӗрремӗш квартала пӗтӗмлетнӗ.
Ку хутӗнче Чӑваш Енри инспекцисенчен куславккасене ҫитекенни пулман. Унти 7-мӗш номерлӗ инспекци пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Маттур налукҫӑсене Федерацин налук службин республикӑри управленийӗн коллегийӗн нумаях пулмасть иртнӗ анлӑ ларӑвӗнче дипломпа чысланӑ.
Сӑмах май каласан, налукҫӑсен ӗҫне управлени налук пухассин шайра пулса пынине, тӗрӗслев ӗҫӗн пахалӑхне, парӑма чакарнине, налук тӳлекенсемпе ӗҫленине, ӗҫ дисциплинине тата ытти хӑш-пӗр критерие кура хаклать.
Налук инспекцине пачах каймасӑр пурӑнаймӑн-ха. Анчах нумай ыйтӑва Федерацин налук службин Пӗрлехи контакт-центрне шӑнкӑравласа уҫӑмлатма май килӗ. 8-800-222-22-22 номерпе стационарти телефонтан та, карас телефонӗпе те тӳлевсӗр шӑнкӑравлама пулать.
Специалистсем налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене: пурлӑх налукне хӑш вӑхӑтчен тӳлемеллине, патшалӑх регистрацине епле тухмаллине, пурлӑх тата социаллӑ вычетсемпе епле усӑ курмаллине, асӑннӑ службӑн электрон сервисӗсемпе епле усӑ ӗҫлемеллине, инспекцисен ӗҫ графикне — пӗлме май туса панӑ.
Пӗрлехи контакт-центрта ӗҫ кунӗсенче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра операторсем шӑнкӑравсене йышӑнӗҫ, ытти чухне автоинформатор хуравлӗ.
Кирлӗ информацие пӗлес тесен оператора ИНН, КПП тата эсир епле организацире пулнине (ку вӑл юридици сӑпачӗллисене пырса тивет), уйрӑм ҫынсен ИННа тата ятпа, ашшӗ ятне, хушамата каламалла.
Пӳртшӗн е хваттершӗн ӳлемрен кадастр хакне кура налук тӳлеме тытӑнӑпӑр.
Теприсем асӑрханӑ тӑрӑх кадастр хакӗ ытла та пысӑк, ҫавна кура налукшӑн кӗсьене самай ҫӳхетме тивӗ. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ кадастр хакӗпе тата налукпа ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатма акци ирттерессине пӗлтерет. Хак тивӗҫтермесен ӑна епле улӑштармаллине те ӑнлантарса парӗҫ.
Специалистсем ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫынсене РФ Президенчӗн Чӑваш Енри йышӑну пӳлӗмӗнче 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен кӗтӗҫ. Йышӑну пӳлӗмӗ — Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри (унта нумай ӗҫ тӑвакан центр вырнаҫнӑ) 2-мӗш хутра. Хӑвӑрпа пӗрле куҫман пурлӑх пирки калакан хутсене илме сӗнеҫҫӗ. Йышӑнӑва 62-22-33 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ. Унӑнне кӑна мар, унӑн кил йышӗнчисенне те. Кӑна вӑл налук декларацийӗ тӑрӑх палӑрнӑ.
Михаил Игнатьевӑн тӗп вырӑнти тупӑш 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне Элтепер урӑх тупӑша 342 пин тенкӗ курнӑ. Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна 481 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсен ҫул ҫитмен ывӑлӗн тупӑшӗ 4 пин тенкӗрен кӑшт кӑна иртнӗ.
Игнатьевсен харпӑрлӑхӗнче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Ку пурлӑх пурӗ 58 пин ытларах тӑваткал метр йышӑнать. Кунсӑр пуҫне икӗ ҫурт тата 129,5 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттер пур. 282,6 тӑваткал метр йышӑнакан пурӑнмалли тепӗр лаптӑка та шута илнӗ. Михаил Игнатьев мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ, хваттер тата гараж боксӗ пур. Тата вӑл «Mercedes-Benz B 170» урапаллӑ.
Шупашкар хулинчи тӳре-шара хваттер тара паракансене шырать. Анчах тара илсе пурӑнас шухӑшпа мар. Хваттер тара парса пурӑнакансене тупса палӑртса вӗсене налук тӳлеттерес шутпа.
Нарӑс тата пуш уйӑхӗсенче кӑна сумлӑ комисси пуҫтарсах хваттерсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Ун вӑхӑтӗнче Социализм, Энтузиастсен, Афанасьев, Красин, К. Иванов, Кошевой, Кривов, Гузовский, Элкер, С. Михайлов урамӗсенчи тата М. Горький проспектӗнчи ҫуртсене ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра специалистсем хваттере тара ярса пурӑнакан 76 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Халӗ ҫав хваттерсен хуҫисен налук историне налук инспекторӗсем тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Сумлӑ комисси терӗм те, йыша Шупашкарти Мускав район администрацийӗнчи тӳре-шара, Федерацин налук службин инспекцийӗнче тата РФ Пенси фончӗн республикӑри управленийӗнче, республикӑн Ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакансемпе полицин участкори уполномоченнӑйӗсем кӗнӗ.
Саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе тӗрӗсех калаҫҫӗ. Ку вӑл пурнӑҫӑн кирек хӑш енне те пырса тивет. Налук тӳлессипе те ҫавах. Пӗр-пӗр пысӑк пуянлӑх (урапа-и е кивӗ ҫурт-и - пӗрех) налук инспекцине пӗлтермелле, деклараци вӑхӑтра тӑратмалла. Саккунта каланӑ тапхӑрта ӗлкӗреймесен штрафлаҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 15-16-мӗшсенче Федерацин налук службин республикӑри Управленийӗн мӗнпур инспекцийӗнче Уҫӑ алӑксен кунне йӗркелеҫҫӗ. Налукҫӑсем налук саккунӗ пирки каласа кӑтартнипе пӗрех уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук валли деклараци епле шӑрҫаламаллине те вӗрентме шантараҫҫӗ. Ҫынсене службӑн онлайн-сервисӗпе паллашма май паракан компьютерсемпе усӑ курма та ирӗк памалла.
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче декларацисене 9 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен, 16-мӗшенче 9-тан 15-ччен йышӑнмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |