Муркаш окургӗнче Ахмане ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнчи сарайӗнче виле тупнӑ. Вӑл тырӑ ашӗнче выртнӑ. 62 ҫулти арҫынна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна тӳрех тупса палӑртнӑ. Вӑл – ывӑлӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ҫапӑҫса кайнӑ. Ывӑлӗ ашшӗне пуҫӗнчен гвоздодерпа ҫапса вӗлернӗ. Лешӗ йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ вилене ҫыхнӑ та сарайри тырӑ ӑшне пытарнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан Зина Саввова ал ӗҫӗпе питӗ аппаланма юратать. Унӑн килӗнче ҫыхнӑ япала нумай: минтерсем, чечексем, вырӑн ҫиттисем...
Вӑл - тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ. Малтан упӑшкипе колхозра вӑй хунӑ, кайран Туберкулезпа кӗрешекен диспансерта темиҫе ҫул санитарка пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Зина Саввова хӑйӗн юратнӑ алӑ ӗҫӗпе аппаланма тытӑннӑ. Ҫыхасси - унӑн чун киленӗҫе. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унӑн кӑмӑлне ҫӗклет.
Халӗ Зина Саввова ачисемпе, мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнать.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Зина Саввова ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Хӗрарӑм асӑннӑ тӑрӑхри Ивановка ялӗнче ҫуралнӑ. Геннадий Васильевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Мӑшӑр вырӑнти «Оринино» колхозра ӗҫленӗ. Кайран Зина Якимовна Республикӑри туберкулёзпа кӗрешекен диспансерта тӑрӑшнӑ. Паян кинемей 5 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Ватӑ ҫын ӗҫсӗр лармасть, ҫыхма юратать.
Паян «Ҫулталӑк йывӑҫӗ. Раҫҫей» сасӑлав пуҫланнӑ. Онлайн сасӑлав ирттерсе ҫӗршыври тӗп йывӑҫа суйлӗҫ.
Пӗлтӗр сасӑлавра Чӑваш Енри 372 ҫулти юман мала тухнӑ. Вӑл Муркаш тӑрӑхӗнчи Ильинка ялӗ ҫывӑхӗнче ӳсет. Кӑҫал спонсорсем пулӑшнипе ун таврашӗнчи территорие хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Кӑҫал вара сасӑлава Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Аслӑ Петӗр юманӗ хутшӑнӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле хулинчи культурӑпа кану паркӗнче 350 ҫул ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ - 32 метр, вуллин сарлакӑшӗ - 3,86 метр. Вӑл сасӑлава 37-мӗш номерпе хутшӑнать. Сасӑлама ҫак сайта кӗмелле: https://rosdrevo.ru/.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Хорнуй ялӗнчи 70 ҫулти арҫын ҫула кӗскетсе вӑрман урлӑ тухма хӑтланнӑ. Анчах ҫухалса кайнӑ.
Ку хыпар полицие ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре ҫитнӗ. Ватӑ арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл каҫхине Шупашкартан Ивановка таран автобуспа ҫитнӗ, киле вӑрман урлӑ кайма тухнӑ. Ҫухалса кайсан ҫумӑр айне лекнӗ, шӑнса кӳтнӗ.
Алексей Илларионов аслӑ инспектор ертсе пыракан экипаж вырӑна тухнӑ. Инспектор арҫын патне шӑнкӑравласа вӑл ӑҫта пулнине ӑнланма хӑтланнӑ, телевышка патне утма ыйтнӑ. Унтан полицейски машинӑн ҫутӑ тата сасӑ сигналӗсене ҫутнӑ. Арҫын ҫапла тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна киле леҫсе янӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пресс-службӑра ӗҫленӗ Сергей Паргеева ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, юлашки ҫула ӑсатнӑ. Вӑл ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Сергей Паргеев 45 ҫулта пулнӑ.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, шалти службӑн майорӗ 1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Муркаш муниципаллӑ тӑрӑхӗнчен. Сарӑтури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче, каярах И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
2007 ҫулхи раштав уйӑхӗнче шалти ӗҫсен органӗнче – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче информаципе общество ҫыхӑнӑвӗн пайӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Васильева тивӗҫлӗ канура чун киленӗҫӗ тупнӑ. Хӗрарӑм полипропилен хӑюран карҫинкка ҫыхать. Вӗсене вӑл питӗ илемлӗ тӑвать. Тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа ҫыхса капӑрлатать. Пысӑкрах карҫинккасем те пур унӑн, пӗчӗкреххисем те.
Муркаш районӗнчи Шомикра ҫуралнӑ хӗрарӑм Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти ал ӑстисемпе тӗрлӗ ӑсталӑха алла илет, хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать.
Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм ӗнер 70 ҫул тултарнӑ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑ тата Ильинка шкулӗсенче ӑс пухакансем «Вӑрмана сыхласа хӑварар» акцие хутшӑнса 7 пине яхӑн йывӑҫ лартнӑ.
«Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать», – теҫҫӗ халӑхра. Ҫут ҫанталӑк тусӗсем пӗр гектар ҫинче вӑй хунӑ.
Ырӑ ӗҫпе хавхаланнӑ ушкӑн тӑрӑшнипе часах пысӑк лаптӑка ҫамрӑк хунавсем йышӑннӑ. Шкул ачисем, вӗрентекенсем, вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ӗҫлесе пин-пин ҫӗпӗр лиственници лартнӑ», – хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, республикӑра икӗ вырӑнта типӗ курӑк ҫуннӑ: Шупашкар округӗнчи Шӑмӑш ялӗнче тата Элӗк округӗнчи Чартакра. Пӗтӗмпе 1,7 гектар лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫунса кайнӑ.
Ҫав кунах Муркаш округӗнчи Кармӑш ялӗнчи пӗр хуҫалӑхра ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне пушар тухнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗсене тӗп тунӑ.
Аса илтерер: ӗнертенпе Чӑваш Енре пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ уйсем ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл - Сергей Кабуркин.
Унччен Сергей Александрович Куславкка округӗн прокурорӗ пулнӑ. Унта вӑл 2020 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов унпа Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакансене паллаштарнӑ.
Сергей Кабуркин 1982 ҫулта Муркаш районӗнче ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетӗнчен вӗренсе тухсан Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.