Улатӑрсем вырӑнти влаҫа хирӗҫ митинга тухасшӑн. Халӑх чуна ыраттаракан ыйтусене сӳтсе явмашкӑн пухӑнасшӑн.
Митинга ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулан кӑнтӑр пайӗнчи лапамра ирттерме палӑртнӑ. Мероприятие ирттересси пирки вырӑнти администрацие пӗлтернӗ. Заявленире 100 ҫын таран пухӑнассине палӑртнӑ.
Митинг йӗркелӳҫи Эдуард Мочалов кашниех мӗн пӑшӑрхантарни пирки калама пултарнине пӗлтернӗ. Унӑн шухӑшӗпе, татса паман ыйту нумай, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелле.
Митинг 12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Лапам Мускав тата Тельман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Паллах, полицейскисем йӗркене тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Раҫҫей хулисенче коррупцие хирӗҫле митингсем иртмелле. Ҫав шутра — Шупашкарта та. Митинг йӗркелӳҫисем ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӳрех ӑна ирттерме ирӗк ыйтса ҫырусем янӑ. Влаҫрисем нумай кӗттермен, хӑвӑр хуравланӑ. Йӗркелӳҫӗсем виҫӗ вырӑн суйланӑ пулнӑ — Чапаев ячӗллӗ сквер, Республика тӳремӗ тата Хӗрлӗ тӳрем. Тӳре-шара халӑх пухӑвне Чапаев ячӗллӗ скверта ирттерме ирӗк панӑ.
Аса илтерер, унчченхи митинга ирттерме влаҫрисемпе калаҫса татӑлма май килмен. Ҫавна май хастарсем Чапаев ячӗллӗ скверти экологи митингӗ ҫумне хутшӑннӑ. Пуху йӗркеллӗ иртнӗ пулин те унта хутшӑннӑ ҫынсене каярах тытса чарма пуҫланӑ, административлӑ майпа штрафланӑ. Уйрӑмах пысӑк шӑв-шав Елена Блиновӑна ӗҫрен кӑларса яни тата репетици вӑхӑтӗнчех Андрей Осипова тытса кайни ҫӗкленӗ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ.
Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ.
Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни.
Шупашкарти гайд-парка Мӑнкунта ҫӑмарта илсе пынӑ тата валеҫнӗ хӗрарӑма суд штрафланӑ. Ҫӑмарта тытса сӑн ӳкерӗннӗ арҫынсене вара айӑпламан.
Аса илтерер, ҫав ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ, кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑннӑ. (Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш). Йышра Елена (Алена) Блинова ятлӑ хӗрарӑм та пулнӑ. Митинга хутшӑннӑ тесе маларах ӑна ача пахчинчи ӗҫрен кӑларса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Мӑнкунта хӗрарӑм ҫӑмартана ҫынсене валеҫнӗ-мӗн. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд гайд-парка шӑпах Блинова ҫӑмарта илсе пынине, ун ҫине «Свободу Мальцеву» тесе вӑлах ҫырса хунине шута илнӗ-мӗн.
«Уҫӑ Раҫҫей» хастарне Юрий Сидорова экстремист тесе айӑпласшӑн. Вӑл унччен ача пахчинчен кӑларса янӑ воспитателе (вӑл коррупцие хирӗҫ йӗркеленӗ митинга хутшӑннӑ) судра хӳтӗленӗ.
Паян ун патне ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче участковӑй патне пымашкӑн повестка килнӗ. «Мана «Контактра» соцсетьри страницӑра нацистсен символикине вырнаҫтарнӑ тесе айӑпласшӑн», — тенӗ Юрий Сидоров. Хастар каланӑ тӑрӑх, йӗрке хуралҫисем 2000 ҫулта ӳкернӗ «Сильные силы» илемлӗ фильмран кадрсем скриншот тунӑ. 4 сехете тӑсӑлакан фильмра свастика ялавӗ курӑнать-мӗн. Ку экстремистла материалсене сарнӑшӑн административлӑ явап тыттармалли сӑлтав имӗш.
Сидоров хӑйне участковӑй патне чӗннине чӑваш оппозицийӗнче ӗҫленипе ҫыхӑнтарать. Е, унӑн шухӑшӗпе, ӑна митинг ирттерме чарассишӗн сыхлаҫҫӗ. Шӑпах ҫав кун вӑл ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта митинг ирттермешкӗн заявка панӑ.
Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Республика тӳремӗнче терроризма хирӗҫ акци иртнӗ. Унта 7 пин ҫын хутшӑннӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Питӗрте метро сирпӗннӗ. Унта 13 ҫын вилнӗ, 60 ытла суранланнӑ. Ҫавна май Раҫҫейре терроризма хирӗҫ акци ирттерме палӑртнӑ. Унта Шупашкар та хутшӑннӑ.
Митингра влаҫ ҫыннисем, политика партийӗсен, общество организацийӗсен элчисем сцена ҫине тухса калаҫнӑ. Унтан шӑплӑх минучӗ иртнӗ.
Митинга килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ терроризм пур халӑх инкекӗ пулнине палӑртнӑ. Нумай ҫын Питӗрпе ҫыхӑннӑ: пӗрисен тӑванӗсем унта пурӑнаҫҫӗ, теприсем унта ҫуралнӑ.
АКА | 09 |
Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн сайт ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (малтанхи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Альбина Юратуна министерство мӗнле хурав панине каласа патӑмӑр;
• Чӑваш Енри журналистсем хӑйсене ирӗклӗ е ирӗксӗр туйнине пӗлтертӗмӗр;
• Ачасене воспитани паракан хӗрарӑм митинга тухсан мӗн ҫухатма пултарни ҫинчен систертӗмӗр;
• «ЮТВ» телеканала «Роскомнадзор»-тан мӗншӗн сӑмах лекнине уҫса патӑмӑр;
• Дмитрий Медведев чӑваш тӑрахне мӑн валли укҫа уйӑрманни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Федераци театрӗсем пирӗн тӑрӑха мӗнле сӑлтава пула айккинчен иртсе кайнине пӗлме пултартӑр;
• Тӗмен облаҫӗнче мӗнле семинар чӑвашла иртни пирки пӗлейрӗр;
• Константин Яковлев министр мӗнле ҫӗнӗ картина туянни пирки хыпарларӑмӑр;
• «Раҫҫей мисӗ» конкурса миҫе чӑваш хӗрӗ каясси пирки каласа патӑмӑр;
Ку шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Республика тӳремӗнче террора хирӗҫлесе акци иртмелле. Анчах та ӑна саккуна пӑсса йӗркеленине шыраса тупнӑ. Йӗрке тӑрӑх халӑха пухакан мероприятисене ирттерес умӗн вунӑ кун маларах пӗлтермелле. Аса илтеретпӗр, ку митинга Питӗр хулинчи метрона сирпӗтнӗ хыҫҫӑн йӗркелеме йышӑннӑ, вӑл Раҫҫейӗпех иртӗ. «Шупашкарти мероприятие йӗркелекенни теракт пирки маларах пӗлнӗ-ши?» — Питӗр хулинчи пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кӑна пулнӑран Константин Ишутов блогер тӗлӗнсе ыйтать.
Аса илтерер, ҫак вӑхӑт тӗлне актуаллӑ информаци тӑрӑх Питӗрте пулса иртнӗ сирпӗнӳре 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, чылай ҫын суранланнӑ. Инкек хыҫҫӑн хулара виҫӗ кунлӑх траур пуласси пирки пӗлтернӗ.
«О собраниях, митингах, демонстрациях, шествиях и пикетированиях» (чӑв. Пухусем, митингсем, демонтрацисем, шествисем тата пикетлани ҫинчен) федераллӑ саккун тӑрӑх халӑха йышлӑ пухакан мероприяти пирки влаҫ органӗсене йӗркелӳҫӗ 10 кунран каярах мар, 15 кунран маларах мар пӗлтермелле. Ҫавах та влаҫрисем ку пухӑва акци мелӗпе ирттерни пирки калаҫҫӗ. Плакатсем пулманнишӗн, политикӑлла чӗнӳсем пулманран ку акци митингсем ирттермелли саккуна пӑхӑнмасть имӗш.
Питӗрти метрора ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче пулса иртнӗ сирпӗнӳ ӑслӑ-тӑнлӑ пур ҫынна та ҫӳҫентерчӗ. Пысӑк хуласенче пурӑнакан тата вӗренекен хӑш-пӗр ҫын каланӑ тӑрӑх, инкек пирки илтсенех вӗсене метрона анса хӑпарма та кӑмӑллах пулман.
Шӑматкун, ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра вун-вун хулара терроризма хирӗҫ акци иртмелле. Халӑх йышлӑ пуҫтарӑнасса шанакан ҫак мероприяти Шупашкарти Республика лапамӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта кирек кам та кайма пултарать. Акцие, малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, парламентри мӗн пур парти хутшӑнмалла.
Аса илтерер, метрори сирпӗнӗве пула 14 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, алла яхӑн ҫыннӑн тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Инкек хыҫҫӑн Питӗр хулинче виҫӗ кунлӑх траур тесе пӗлтернӗ.
Алена Блинова, ача пахчинче ӗҫленӗскер, халӑх тетелӗнчи страницинче: «Эпӗ «террорист», ҫавӑнпа мана ӗҫрен кӑларса ячӗҫ», — тесе ҫырнӑ. Воспитателе пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче иртнӗ антикоррупци митингне хутшӑннӑнӑн ӗҫрен кӑларнӑ-мӗн. Аслӑ шкулта вӗренекен студента та ҫакӑншӑн университетран кӑларса яма пултарӗҫ.
Алексей Глухов хӳтӗлевҫӗ вӗсен прависене судра хӳтӗлесси пирки Фейсбукри страницинче ҫырнӑ. Алена ҫырнӑ тӑрӑх, ача пахчине участковӑй килнӗ. Заведующи ӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каймашкӑн заявлени ҫырма хушнӑ. Анчах Алена хирӗҫленӗ. Унтан ӑна ачасене апатлантармашкӑн иртерех кайма ирӗк ыйтнине ӳкернӗ видеона кӑтартнӑ. Воспитателе Ӗҫ кодексӗн 81-мӗш статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларнӑ. Алена — ачине пӗччен ӳстерекен амӑшӗ, ӑна ӗҫрен кӑларассине саккун хӳтӗлет.
Халӑх тетелӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентне, «Ҫуркунне» юхӑм хастарне Павел Иванова та йӗрлени пирки хыпарлаҫҫӗ. Ӑна аслӑ шкултан кӑларса ямалли сӑлтав тупнӑ: вӗренӳре ӗлкӗрсе пымасть имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |