Паян иртенпе республикӑра юрпа ҫумӑр ҫунӑран, ҫил ҫеккунтра 12-15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗрен хӑш-пӗр округи ялсем электричествӑсӑр юлнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел, Тӑвай тата Канаш округӗсенчи хӑш-пӗр ялта ҫутӑ сӳннӗ. Халӗ унта электриксем ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 8 бригада, 76 ҫын тата 8 техника, ӗҫлет.
«Погода 21» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес сехетсенче ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил татах вӑйланӗ, ҫеккунтра 19-20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.
Унччен Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче пурӑнакансене фельдшер колхоз правленийӗ пулнӑ ҫуртра йышӑннӑ. Ҫак кунсенче унта ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ.
Ҫӗнӗ медпунктра газ, ӑшӑ шыв, кирлӗ медицина хатӗр-хӗтӗрӗ пур. ФАП ку тӑрӑхра пурӑнакан 1200 ытла ҫынна йышӑнӗ.
Ҫав кунах Кармал ялӗнче те ҫӗнӗ ФАП уҫӑлнӑ. Унччен унта кун кунлакан 300 ытла ҫын фельдшер патне ялти клуба ҫӳренӗ.
Тӑвай округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пурӑнакансем ялти клуб тӑррине витес тесе пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ. Ҫынсем 99 пин тенкӗ ытла пухнӑ, ытти, 1 миллион та 599 пин те 540 тенки – республика хыснинчен.
Клуб тӑррине витме пӗтӗмпе 1 миллион та 990 пин тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Паянхи кун клуб тӑррине сӳтнӗ, унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Палӑртмалла: клуба 1988 ҫулта хута янӑ. Унтанпа ӑна тӗпрен юсаман. Тӑрри кивелнӗ, хӑмисем ҫӗрнӗ.
Клуба ҫӗнетни 110 ытла ҫын пурӑнакан ялшӑн питӗ пысӑк та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулӗ.
Вӑрмар округӗн арҫыннине йывӑҫ каснӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче вӑл Тӑвай округӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта 10 юман тата 4 вӗрене каснӑ. Пӗрисем йӗркеллисемех пулнӑ, теприсем - хӑрнисем. Анчах унӑн йывӑҫ касма паракан докумен пулман.
Унтан арҫын йывӑҫсене вакланӑ, пӗр пайне хӑйӗн машинипе тиесе кайнӑ, теприсене кайран килсе килме шутланӑ. Анчах вӑрман инспекторӗсем ӑна тытса чарнӑ.
Арҫын вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака, 67 пин тенке, саплашарнӑ. Ҫапах унӑн судра явап тытма тивӗ.
Вӑрмарсем паттӑр ентешне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Сергеева асӑнса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пати ялӗн маттур ывӑлӗ – йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, аслӑ лейтенант.
«Вӑл такӑрлатса ӑсталӑхне туптанӑ йӗлтӗр йӗрне хӗл каҫипех Чупай шкулӗнче вӗренекенсем якатаҫҫӗ.
Пухӑннисем малтанах паттӑр ентешне халалланӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ», – пӗлтернӗ хыпарта.
Старта Вӑрмар округӗнчи йӗлтӗрҫӗсемпе пӗрлех Шупашкар, Канаш хулисенчен, Кӳкеҫ поселокӗнчен, Ҫӗрпӳ, Тӑвай тӑрӑхӗнчен килнӗ спортсменсем те тухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче пӗр кил хуҫалӑхӗнче пушар пулнӑ. 51 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче хуралтӑ таврашӗ ҫуннӑ.
Пушар кирпӗчрен купаланӑ вите урайне сиенлетнӗ. Инкекре чӑхсем ҫунса вилнӗ. Кил хуҫи 30 чӑхсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫав кунах Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнчи шкулта пушар пулнӑ. Унта хуралҫӑ пӳлӗмӗнчи матрас ҫуннӑ. Никам та шар курман.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри 8 шкула грант парасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Хахалантарӑва чи лайӑххисен йышне кӗнӗ, ӑнӑҫусем ҫӗнсе илнӗ шкулсем тивӗҫеҫҫӗ.
Шупашкарти 3-мӗш лицея тата 59-мӗш шкула, Улатӑрти 6-мӗш гимназие, Трак шкулне, Елчӗкри шкула 500 пин тенкӗ грант панӑ.
Ҫавӑн пекех чӑваш чӗлхине вӗрентессипе чи лайӑх практикӑна пурнӑҫлакан шкулсене 500 пин тенкӗ панӑ. Вӗсен йышӗнче - Шупашкарти 40-мӗш шкул, Елчӗк округӗнчи Аслӑ Елчӗк шкулӗ, Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑш шкулӗ.
ЧР Цифра министерстви халӗ те «Хыпар» хаҫат валли редактор шырать. Тепӗр 7 районти хаҫатӑн та редакторсем ҫук.
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетмелле пулнӑ. Анчах ӑна кӑрлач уйӑхӗччен тӑснӑ. Цифра министерстви документсене кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йышӑнӗ.
Палӑртмалла: Пӑрачкав, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Тӑвай тата Йӗпреҫ муниципалитет округӗсенчи хаҫатсем валли редактор шыраҫҫӗ.
Тӑвай муниципаллӑ округӗнчи Тӗмер ялӗнче 10 уйӑхри пӑру вилнӗ. Унӑн организмӗнче урнӑ чир вирусне тупнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ҫак ялта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе карантин пулнине палӑртнӑ.
Пӑру Вӑрман урамӗнчи 4-мӗш ҫурт хуҫалӑхӗнче вилнӗ. Унран 2 ҫухрӑм радиусра карантин вӑйра пулӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть урнӑ чире пула Канаш тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт членсе карантин пулнӑ. Унта та мӑйракаллӑ шултра выльӑх урнӑ чирпе аптӑраса вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |