Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ачасем ҫуллахи канӑва усӑллӑ ирттереҫҫӗ. Аслисен тӳпи те пур кунта. Аслӑ Елчӗкре ачасен «Пӗчӗк принцесса» илем конкурсӗ иртнӗ.
Сцена ҫине чӑннипех те пӗчӗк принцессӑсем тухнӑ. Хӗрачасем илемлӗ тумланнӑ. Конкурса ҫын та нумай пухӑннӑ. Пӗчӗкскерсем халӑха кӑна мар, жюрие те тыткӑнланӑ.
Ачасем хӑйсемпе паллаштарнӑ, пултарулӑх конкурсӗнче тупӑшнӑ, илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ. Вӗсем ташласа, юрласа, актер ӑсталӑхне кӑтартса тӗлӗнтернӗ.
Ксения Агеева, Юлиана тата Евгения Рубцовӑсем, район тата республика шайӗнчи конкурссен лауреачӗсем, куракансене юрӑсемпе тыткӑнланӑ.
Жюрие ҫӗнтерӳҫе суйлама ҫӑмӑл пулман. Диана Агафонова, Ксения Савукова, Ангелина Мешкова, Мария Адюкова тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ. Даша Афанасьева вара «Пӗчӗк принцесса» ята тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (8)
Хура тинӗс хӗрринче, Краснодар енчи Туапсе хулинче 45 километрта вырнаҫнӑ «Орленок» ача-пӑча центрӗнче 11–15 ҫулсенчи ачасем ҫулталӑкӗпех канаҫҫӗ. Унта шкул, спорт комплексӗ, культурӑпа спорт керменӗ, вулавӑш, инфраструктурӑн ытти объекчӗсем те пур.
Кӑҫалхи ҫул республикӑн Вӗренӳ министерстви шкулсенче вӗренекен хастар та пултаруллӑ ачасем валли 11 путӗвка уйӑрса панӑ. Ҫавсен хушшинче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен — Юлия Адюкова та пулнӑ. Унта вӑл ака уйӑхӗн тӑршшӗпех канма пултарчӗ. «Орленокра» каннӑ ачасем патне паллӑ ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, спортсменсем, артистсем тӗлпулӑва пырсах ҫӳренӗ.
Кунта кашни кунах тӗрлӗ конкурссем, вӑйӑсем иртнӗ. Маттур та сӑпай Юля яланах малтисен ретӗнче пулнӑ. Тӗрлӗ конкурссенче ӑмӑртса призлӑ вырӑнсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче те яланхи пекех малти вырӑнсенче пулса тав хучӗпе грамотосене тата кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Тӑрӑшуллӑ хӗрачан пӗрре те алӑ усса ларма вӑхӑт пулман. Уроксем хыҫҫӑн ҫӑмран йӑваласа тӗрлӗрен чӑваш эрешӗсем, чечексем тума вӗренсе сертификат илме пултарнӑ вӑл.
Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара хӗлле пулӑ тытма юратакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртуҫӑсем Яманчӳрелпе Пикшик ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ плотинӑна пухӑннӑ.
Кун пек фестивале вӗсем иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр «Елчӗк» команда ҫӗнтернӗ. Кӑҫал вӗсем ӑмӑртӑва алран алла куҫакан кубока йӑтса килнӗ. Вӑл вара кӑҫал «Лаш Таяпа» команда аллине куҫнӑ. Вӗсем пуринчен те нумайрах пулӑ тытнӑ.
Аслӑ Елчӗкри Виталий Иванович Орехов чи пӗчӗк пулла ҫаклатнӑ. Вӑлах пӑра пуринчен малтан катнӑ.
Патреккел ялӗнчи Смирновсем ҫемйипех килнӗ: ашшӗ, ывӑлӗ тата хӗрӗ. Мероприятие Александр Анатольевич Дмитриев фермер йӗркеленӗ. Вӑл пулӑ тытма, сунара ҫӳреме кӑмӑллать. Ҫакнашкал ӑмӑрту ирттернӗшӗн халӑх кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (60)
Нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Патреккелте шайбӑпа хоккей вылякансен район шайӗнчи уҫӑ первнестви иртнӗ. Ӑна асӑннӑ ялта хоккей выляссине пуҫарса янӑ Н.Ф. Рыбкина халалланӑ. Хӑй вӑл физкультура учителӗ пулнӑ.
Турнира район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый уҫнӑ. Спортсменсене Патреккелти тулли мар вӑтам шкул директорӗ Ольга Петрова та, ӑмӑртусен тӗп тӳри Борис Клементьев та ӑнӑҫу суннӑ.
Ӑмӑртура 5 ушкӑн тӗлпулнӑ, Патреккел, Лащ Таяпа, Аслӑ Елчӗк, Тӑрӑм тата Тӳскел ялӗнче ҫитнӗ спортсменсем. Матч виҫӗ тапхӑртан тӑнӑ, кашнийӗ 20-шар минута пынӑ. Тапхӑрпа тапхӑр хушшинче 15-шар минут канса илнӗ.
Пӗрремӗш курнӑҫу тӑрӑмсемпе тӳскелсем хушшинче иртнӗ. Кунта тӳскелсем 6:2 шутпа ҫӗнтернӗ. Иккӗӗмш хутӗнче аслӑ елчӗксем лащ таяпасене 6:1 шутпа хыҫа хӑварнӑ. Виҫҫӗмӗшӗнче патреккелсемпе тӳскелсем вылянӑ. Ку хутӗнче патреккелсем тӳскелсене 2 очко ҫитеймен. Ҫурма финала тухнисенчен патреккелсем аслӑ елчӗксенчен вӑйлӑрах выляса хапхана 3 хутчен шайба кӗртнӗ, аслӑ елчӗксен хӳтӗленесси кӑна юлнӑ. Тӳскелсемпе вылянӑ чух аслӑ елчӗксем пӗр шайба та кӗрттермен.
Паян Елчӗкри тӗп вулавӑшра Афганистан тата Ҫурҫӗр Кавказ ҫӗрӗсенче ҫапӑҫса паттӑрлӑх кӑтартнӑ ентешсем ҫинчен Николай Малышкин ҫырнӑ «Чыслӑх салтакӗсем» кӗнекен тишкерӗвӗ иртнӗ.
Тӗлпулӑва Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин, Афган вӑрҫин инваличӗсен районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи, «Раҫҫей ветеранӗсен союзӗн» Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи П.И. Анисимов, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсемпе инваличӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ В.П. Назаров, «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн членӗ В.А. Павлов, республикӑри «Доблесть» обществӑлла организаци ертӳҫи В.Н. Яковлев, «Раҫҫейри ветерансен союзӗ» организацин республикӑри уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.А. Тры тата ытти чӗннӗ хӑна пуҫтарӑннӑ.
Арҫынсен ушкӑнӗ юрланӑ патриотла юрӑсене, Н.А. Левая вуланӑ сӑвва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ пирки пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Тӗл пулӑва Афганистан ҫӗрӗнче пуҫ хунӑ ҫамрӑксене тата мирлӗ пурнӑҫра тӗрлӗ сӑлтава пула пиртен уйрӑлнисене асӑнса шӑплӑх минучӗпе уҫнӑ.
2015-мӗш ҫул ҫӗршывра Литература, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа, вулвӑша кашни ачанах явӑҫтарас тесе Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта кӑҫал пуҫласа шкула килнӗ ачасемпе эпир «Пулас вулавҫӑсем» пултарулӑх сехечӗ иртрӗ.
Уява ачасемпе пӗрле вӗсен ашшӗ-амӑше те хутшӑнчӗ. Капӑр чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем ыйтусем ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри тупӑшса хуравларӗҫ. Уява шӑпӑрлансем класс ертӳҫи Надежда Аркадьевна Хушкина тӑрӑшнипе хатерленӗ илемлӗ савӑ-юрӑпа, ташӑпа пуянлатрӗҫ. Адюкова Машӑпа Патшин Данил «Эп вӗрентӗм вулама» сценкӑна чӑн-чӑн артист евӗрех калӑпларӗҫ. Ачасем вулама пӗлнине шута илсе, вулавӑш ертӳҫи Адюкова Любовь Германовна вӗсене вулакансен ретне илнине пӗлтерчӗ те формулярсем уҫса пӗрремӗш кӗнеке илме сӗнчӗ.
Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗклерӗ.
2014 вӗҫленнӗ май «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ «Сӑвӑпа чӗрем юрлать, чун чӑвашлӑхшӑн ҫунать» конкурса пӗтӗмлетнӗ.
Хаҫатра ӗҫлекенсем республикӑри ачасем ҫулталӑк тӑршшӗпех хастар пулнине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем редакцие тупӑшнӑ евӗр ҫырусем вӗҫтернӗ. Кашниех сӑвӑсенче тӗрлӗ темӑна хускатма тӑрӑшнӑ. Чылайӑшӗн сӑвви хаҫатра пичетленме тивӗҫ пулнӑ. Ку — пысӑк хисеп.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ шкулта вӗренекен Юлия Адюкова тивӗҫнӗ. Вӑл 8-мӗш класра ӑс пухать.
Ытти ҫӗнтерӳҫе те палӑртмалла: Наташа Христофорова (Вӑрмар районӗ, Енккасси шкулӗ), Ольга Абросимова (Тутарстан, Аксу районӗ, Кивӗ Саврӑш), Аня Николаева (Куславкка районӗ, Кунер шкулӗ).
2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Аслӑ Елчӗкри Г.Н. Волков ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта педагогика патриархӗн, аслӑ учителӗн, ӑслӑ, талантлӑ ҫыннӑн, Г.Н. Волковӑн ҫуралнӑ кунне халалласа чӑваш халӑх юррисемпе йӑла-йӗркисен фестивалӗ иртнӗ.
Уява 1 класран пуҫласа 11 классем хутшӑннӑ. 1–4 классенче вӗренекенсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Пӗчӗк каччӑсемпе пикесем чӑваш тумне тӑхӑнса, сӑпка юрри юрлани пурне те тыткӑнланӑ. Чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе вара вӑтам тата аслӑ ӳсӗмрисем паллаштарнӑ: салтака ӑсатнӑ, вӑййа тухнӑ, уллах ларнӑ. 5 класра вӗренекен ачасем вара (хатӗрлекенӗ — Н.З. Хушкина) чӑваш халӑх еткерлӗхне, чӑваш чӗлхи пуянлӑхне хӑйсен пултарулӑхӗпе уҫӑмлӑн кӑтартса панӑ. Фестивале Г.Н. Волкова хисеплекенсем, унӑн ӗҫне малалла тӑсакансем, вӗрентекенсем тата унӑн мӑнукӗсем пуҫтарӑннӑ.
Сӑнсем (16)
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗнче тавралӑха тасатассипе уйӑхлӑх ирттерессине пӗлтернӗ. «Кӗркунне пуҫтарса хӑварсан ҫуркунне ҫӑмӑлтарах пулӗ», — теҫҫӗ вӑл тӑрӑхрисем.
Ӗнер аслӑ елчӗксем тавралӑха тирпейлеме тухнӑ. Унта вырӑнти ял тӑрӑхӗнче ӗҫлекенсем, культурӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫӑва территорине пуҫтарнӑ. Шалтине кӑна мар, тулаш енчен те. Йӗри-тавралли ҫӳп-ҫапа пухса вӗсем тиесе кайнӑ. Ляпун вӑрманне такамсем йӑлари хытӑ каяша пырса тӑкнине пуҫтарса тасатнӑ.
Сӑнсем (6)
Ҫак уйӑхӑн пуҫламӑшӗнче Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявлани пирки ҫырнӑччӗ. Халӗ тата Аслӑ Елчӗк ялӗ 455 ҫулхине пуҫтарӑннӑ. Уява вӗсем эрнекун ирттернӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи нумай ялти евӗрех вӑл енчисем уява чиркӳре пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Елчӗкре те ҫавӑн пек пулнӑ. Христос чӗрӗлнин чиркӗвӗнче уяв литургийӗ иртнӗ. Унта пынисене Максим пачӑшкӑ ял уявӗпе саламланӑ. 11 сехетре тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ пуҫланнӑ. Эстафетӑна шкул ачисем кӑна мар, урамсен командисем те старта тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти информаципе культура центрӗнче ал ӑстисен куравӗ ӗҫленӗ. Сӑмахран, унта Галина Тимофеева, Елена Антонова, Нина Григорьева тата Александра Игнатьева хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартнӑ.
Уяв ячӗпе кашни урам хӑйӗн сӗтелне хатӗрленӗ. Унта тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ лартса тухнӑ. Тябуков урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсем нацм тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Уявӑн официаллӑ пайне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин, Чӑваш Енӗн культура министрӗ Вадим Ефимов (вӑл Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ) пырса ҫитнӗ.
«Аслӑ Елчӗк ялӗн хисеплӗ ҫынни» ята «Спутник-1» ООО пуҫлӑхӗ Василий Чернов тивӗҫнӗ. Унсӑр пуҫне ялти хӑтлӑ вырӑнсен смотр-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Логинов Алексей Романович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Брусова Галина Фёдоровна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |