Когда юношеским быстрым шагом проходит около нашего дома народный артист России Николай Григорьев или встречаю его супругу, тоже народную артистку Нину Ильиничну, непременно вспоминаю всю их труппу выпускников ГИТИС 1961 года и незабываемо триумфальные спектакли тех лет. Какие талантливые, одухотворенные, несказанно красивые были они, молодые наши Ромео и Джульетты, Тудимеры, Айдары, Нарспи и Сетнеры! Время неумолимо летит, молодость уходит, только светлые, окрылявшие душу образы минувшего надолго остаются в памяти.
Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ.
Вӗренӳ институчӗн ректорӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Юрий Исаев нумаях пулмасть хӑйӗн пултарулӑхӗн тата тепӗр енӗпе палӑрчӗ – 50 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «Картсем: калавсем» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларчӗ.
Чӑн та, кӗнеки те хулӑнах мар, хайлавӗсене калав тесе палӑртни те тӗрӗсех мар, вӗсем пурте тенӗ пекех – аса илӳсем. Хӑшӗ-пӗри хӑй жанрӗпе тӗрленчӗке е эссене ҫывӑх, теприсене литература очеркӗ теме пулать. Ҫакӑ вӗсен ятӗнченех сисӗнет: калӑпӑр, «Вӑрманхӗрри Шӑхаль.
Предлагаю вниманию читателей отрывок одного рассказа-воспоминания из подаренной мне книги на чувашском языке «Зарубки». Автор — известный в республике деятель, крупный чиновник, был когда-то в Чувашском университете членом литературного объединения «Сильзюнат», да и сейчас его рассказы литературно обработали писатели-сильзюнатцы.
Рад, что сильзюнатцы творческого пера не теряют, но на этот раз представленный ими рассказ в таком виде меня не обрадовал. Я тоже был маленьким, причем в жестокое военное время, и мы тоже играли в «белых и красных», в «полицаев и партизан», возились с кошками-собаками, но ни у кого из нас в голове никогда не возникало мысли вешать четвероногих как предателей.
Тутарстанра пурӑнакан паллӑ журналист Николай Сорокин нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман пичетлесе кӑларчӗ. Хаҫат-журнал ҫийӗнчех асӑрхарӗ ҫакна, кӗнекери ӗҫ-пуҫ епле тӗвӗленсе аталанни, унти геройсен шӑпи пирки вырӑнлӑ сӑмах хускатрӗ.
«Тылра юлнӑ хӗрарӑмсем йывӑр ӗҫпе асапланни – литературӑра ҫӗнӗ тема мар. Ешӗл Йӑмраллӑ чӑваш ялӗнче те пӗтӗм пурнӑҫ вӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫапах та «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман авторӗ вӗсенче ӗҫ лашисене мар, хӗрсемпе хӗрарӑмсенех курать, вӗсен черчен чунне уҫса пама тӑрӑшать.
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.
Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ.
(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен)
Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле.
Ҫывӑх вӑхӑтра Ридеро издательствӑра "Юратап сана" калавсен пуххине кӑларма хатӗрленетӗп. Паянхи кун хут ҫинче кӑларнӑ кӗнекесен чапӗ ҫук, хут ҫинче ҫеҫ мар, интернетра та ытлашши вулакан ҫук. Вырӑссемех виҫӗ саспаллирен тӑракан сӑмахра тӑватӑ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Тӗслӗх: ещё - исчо?
Телевизорпа, сак кун пурри ҫине пӑхмасӑр иртнӗ вӑрҫӑ пирки шӳтсем калӑплаҫҫӗ, ухмахла шӳтсем. Камеди клаб ҫинче Карбышевӑн паттӑрлӑхне пӑрахӑҫланӑ, пӗррӗмӗш канал ҫинче Малышева сӳтӗлет. Вӑрах та вӑхӑт иртмӗ, порнофильмсене те пӗрремӗш канал кӑтартма пуҫлать. Ҫавӑн патне пыратпӑр ӑссӑрлӑхпа.
«Нарспи» в вопросах и ответах
(Геннадий Дегтярева халаллатӑп)
Вопрос: В тюркских языках слово «нар» используется в значении плода гранатового дерева. Не значит ли это, что и в «Нарспи» «нар» не что иное, как гранат?
Попробуем разобраться. Автор «Этимологического словаря чувашского языка» Михаил Федотов отмечает, что слово «нар» в чувашский язык пришло из персидского языка и соответствует слову «гранат». Оно имеет широкое хождение в тюркских языках.
Паян пӗр киоска кӗтӗм те апат-ҫимӗҫ туянтӑм. Хам вара банк карточкипе тӳлерӗм. Ара майне туса панӑ та мӗншӗн усӑ курас мар? Тата карточкӑпа тӳлеме самай ҫӑмӑлрах — енчӗкре карточка сахал вырӑн йышӑнать, ваккине шутласа тӑма вӑхӑт кирлӗ мар. Тепӗр ансатлӑхӗ те пур — карточкине тӗксе илмелле ҫеҫ, нимӗнле код та кӗртмелле мар. Сутӑҫ ӗҫне вара карточкӑсем, паллах, йывӑрлатаҫҫӗ. Пӗрре кассӑна тата кӗсьене укҫа капла лекмест, тепре банк ҫак тӳлеврен хӑйӗн процентне хӑйпӑтса юлать.
Вӑт хайхи, карточкӑпа тӳлерӗм те сутӑҫ мӑрлатса илчӗ — вакки ҫук-им тет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |