Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -21.7 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ача пахчи ячӗсем. Ытти хуласенче пур-и?

  30.03.2016 23:35 | 6301 хут пӑхнӑ

Эпир маларах сирӗнпе Шупашкарти ача пахчисен ячӗсене пӑхса тухнӑччӗ. Вӗсен хушшинче 2 чӑвашла ятлине тупнӑччӗ. Малалла Чӑвашри ытти хуласенчи ача пахчи ячӗсене шӗкӗлчес шухӑшлӑ. Паллашма сӗнетпӗр.

Улатӑр хули

Ку хулара чӑвашсен йышӗ ытла та пӗчӗк пулнипе ятӗнче чӑваш чӗлхипе усӑ курассине шанма йывӑр ӗнтӗ. Ҫавах та пӗр-пӗр ача пахчине чӑвашла ят панӑ пулсан вырӑссем те чӑвашсене хисепленине кӑтартма май пулӗччӗ. Ара пирӗн чӑвашсем вырӑсла ят пама вӑтанмаҫҫӗ-ҫке, вырӑссен мӗн-ма вӑтанас?

Малалла...

 

Шаккалкассинчи Гуманитари Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ

  20.11.2015 19:38 | 5596 хут пӑхнӑ

Тораизмӑн кукӑр-макӑр сукмакӗсемпе пӑтрашса ларнӑ чухне, Конмин тепӗр цитати мана култарса вӗлерсе пӑрахрӗ.

Кашни чӑваш хӑй патша тени паян модӑра. (Agabazar кӑшт тӗпчени пекки тунӑччӗ-ха ҫак каларӑша - http://en.chuvash.org/blogs/comments/2014/2.html). Паллах, кашни ҫыннӑн хӑйне хӑй тытма пӗлмелле, анчах тӗрӗслӗхе хирӗҫ тӗрӗслехӗ пӗлнӗ пек катӑккӑн ҫырни сӳнтерейми пушар пек алхасма пуҫларӗ чӑвашра. Цивилизацийӗ, Месопотамийӗ ҫинчен, Санскритне пӗлмесӗр Сансксрит ҫинчен ҫырни, Египет чӗлхипе культтурине хисеплемесӗр, Лапракассинчи навус кучӗ хыҫӗнчен кусен чӗлхи чӑвашӑнах-иҫ, йӑлт пирӗнтен илнӗ тесе ухмаха пени - хммм.

Малалла...

 

Илемпи, Пинерпи, Пинеслу, Алман та ҫуралать

  01.11.2015 21:37 | 6497 хут пӑхнӑ

Чӑваш Енре демографи лару-тарӑвӗ япӑх темелле мар. Ку енӗпе пӗлтӗр республикӑра хӑйне евӗр ҫитӗнӳ те пулнӑ: ҫуралнисен йышӗ вилнисенчен нумайрах пулнӑ. Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли ят шырать. Халӗ паллӑ ӗнтӗ мӗнлерех ятсем анлӑ сарӑлни: Анастасия, Мария, София, Елизавета, Виктория… Арҫын ачасене ытларахӑшӗ Максим, Кирилл, Роман, Егор ят хурать. Республикӑра ачасене тӗне кӗмен чӑвашсен ятне паракансем те пур. Ку хутран-ситрен ҫеҫ тӗл пулать. Ҫапах ку та темӗн пекех…

Чӑваш Енре 2013 ҫул уйрӑмах интереслӗ пулнӑ темелле.

Малалла...

 

Художник — гражданин мира

  09.09.2015 12:10 | 6061 хут пӑхнӑ

4 сентября 2015 года в Чебоксарах, в Чувашском государственном художественном музее, открылась Персональная выставка «Боги и люди» президента Академии художеств мира «Новая эра», народного художника Чувашской Республики АНАТОЛИЯ СИЛОВА.

Выставка на родине мастера планировалась давно, к его 75-летию, но постоянные разъезды и зарубежные выставки не давали такой возможности. И вот, наконец, «окно» в плотном рабочем графике Силова, позволило организовать творческий показ и в столице родной республики.

Малалла...

 

Тĕрмере те çапăçаççĕ

  22.03.2015 21:02 | 3876 хут пӑхнӑ

Анчах пĕр-пĕрин хушшинчи пирки мар-ха сăмахăм… Юрĕ, ун пирки каярах. Малтанласа вара – урăххи пирки.

Раççейри хăш-пĕр тĕрмере лару-тăрăва йĕркесĕрлентерсе ярас тесе пăлхав пекки çĕклекелени пулкалани пирки илтнĕччĕ-ха. Анчах пирĕн тăрăхри тĕрмесенче йĕркене пăсакансем тупăнаççĕ.

Пĕлтĕрхи çу 3-мĕш номерлĕ юсанмалли колонирен, вăл Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнче вырнаçнă, çын тарнăччĕ. Вăл мĕнпур хурал сооруженине парăнтарма пултарса Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи ялсенчен пĕр еннелле тарнă тесе пĕлтернĕччĕ.

Ăна темиçе кун шырарĕç. Пĕр арçын тарнă çав çынна Шупашкар районĕнчен машинăпа лартса килни пирки те республикăри хаçатсенчен пĕринче çырса пĕлтернĕччĕ.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, 2, [3]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -19 - -21 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, тупӑшлӑ контракт алӑ пусатӑр, коммерци операцине вӗҫлетӗр. Ку эсир юлашки вӑхӑтра тӗллев патне талпӑннин кӑтартӑвӗ пулӗ. Эгоцентризм патнелле туртӑннине пула ҫемьере е ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 23

1907
119
Еллиев Ефрем Васильевич, чӑваш ҫыравҫи çуралнă.
1931
95
Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ вилнӗ.
1938
88
Зайцев Александр Данилович, журналист, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1943
83
Чӑваш Республикин театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвне йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...