Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ

■  26.02.2023 19:27 | 3977 хут пӑхнӑ

Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Малалла...

 

Тӗнчери ӑнланмалла мар вырӑнсем

■  19.05.2014 17:03 | 5829 хут пӑхнӑ

 

Тӗнчере тӗлӗнмелле вырӑнсем пур. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне ӑнланма та йывӑр.

 

Винчестерсен ҫурчӗ. Вӑл АПШри Калифорнире вырнаҫнӑ. Ку вилла пысӑк, унта 160 пӳлӗме яхӑн, картлашка нумай. Кунта тӗлӗнмелле тӑлӑх арӑм пурӑннӑ. Кунта мӗлкесем те пур текен сас-хура ҫӳрет.

Кил хуҫи Сара Винчестер упӑшкинчен тӑлаха юлнӑ, вӑл мӑшӑрне питӗ юратнӑ. Ҫемье пуян пулнӑ, ҫавна май Сара валли укҫа нумай юлнӑ. Пӗррехинче Сарӑна упашки мӗлки куҫа курӑннӑ-мӗн, лешӗ мула ултавлӑ майпа ӗҫлесе илнине пӗлтернӗ. Винчестерсен йӑхне тухатнӑ-мӗн, ҫавӑнпа улталаннӑ ҫынсен мӗлкисем укҫа хуҫине йӗрлӗҫ иккен.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

Сурӑх:

Юпа, 12

1911
115
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
108
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
82
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
70
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...