Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Ӗмӗтре — виҫӗ хутли...

  16.12.2022 12:22 | 4472 хут пӑхнӑ

Туризм

Хальлӗхе йывӑҫ ҫуртра та — ҫӑтмах!

Туризма аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн, ҫывӑх ҫулсенче Баскак паҫҫулккинче виҫӗ хутлӑ эко-гостиница тума палӑртнӑ.

Ҫук, ку пӗрре те шӳтлесе калани мар: пирӗн тӑрӑх туристсем валли ҫав тери илемлӗ пулнине Мускав та ӑнланса илнӗ. «Чӑваш вӑрманӗ» Наци паркӗ малашне Раҫҫейри чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри пулмалла.

Проектпа смета документацине хатӗрлес ӗҫ пуҫланнӑ та ӗнтӗ. Строительствӑри мӗнпур вӑрттӑнлӑха уҫса памӑпӑр — асаттесем тытман упа тирне сӳме хушманнине асра тытар.

Малалла...

 

Чаткас пупӗсем тата Иван Яковлев е пирӗн тӑрӑха Ленин чӑнах та ҫитнӗ-ши?

  07.10.2022 21:20 | 4257 хут пӑхнӑ

Район историне тӗпченӗ май, пирӗн тӑрӑхри халӑха вулама-ҫырма вӗрентнӗ тӗн ҫыннисене те манса хӑварас килмест. Вӗсенчен пӗри пӗри — Алексей Иванович Баратынский (1824-1895).

Алексей Иванович малтан Пӑрӑнтӑкри удельнӑй училищин заведующийӗ пулнӑ, Хусанти тӗн семинарине пӗтернӗ. 1848 ҫулта ӑна Анат Чаткас чиркӗвне священник пулма ҫирӗплетеҫҫӗ. Чаткасра вӑл 1862 ҫулчченех тӑрӑшнӑ. Сӑмах май, Баратынскийсен кӗҫӗн ывӑлӗ Петр Алексеевич каярахпа Хусан университетӗнчен вӗренсе тухать.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...