Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Картана хупӑнасран вут пек ача хӑтарчӗ

■  21.06.2018 20:41 | 15491 хут пӑхнӑ

Таврапӗлӳҫӗ типтерӗнчен.

2018, ҫӗртме, 20.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫӗртмен 15-мӗшӗнче чӑваш чӗлхине шкулта мӗнле вӗрентесси пирки Олег Николаев депутат «ҫавра сӗтел» ирттернӗ иккен те, ҫавна эпӗ, тӑван ялта пулнӑ пирки, сисмесӗрех юлнӑ. Шупашкара килсен тин ҫав «суйласа илнисен» вӑрттӑн канашӗ ҫинчен кӑштах вуларӑм. Тӗплӗрех пӗлесшӗн пулса, чӗлхене хӳтӗлесе сӑмах хускатнӑ вӑртахӑмсенчен — чӑваш халӑх ҫыравҫисенчен Валери Туркай, Анатолий Кипеч, Денис Гордеев тата Ваттисен тӗп канашӗн ҫыруҫинчен Алексей Бойковран ыйтса пӑхрӑм.

Малалла...

 

Шупашкар картисем: мӗнле пулмалла, хӑшӗ хитререх?

■  09.08.2017 12:51 | 8868 хут пӑхнӑ

Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 25

1914
112
Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...