Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

«Чӑваш поэзийӗн сержанчӗ»

  06.03.2019 13:48 | 15987 хут пӑхнӑ

(Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнекине вуланӑ май асӑрханисенчен)

«Чӗресӗр ҫуралман никам та...»

Чӗрене упрама чӗнсе каланипе пуҫланать Валери Туркайӑн «Чӗрене юратма чараймӑн» хулӑн кӗнеки» (2013-2018 ҫҫ. ҫырнӑ сӑвӑсенчен, Ш., 2019. — 428 с.): «Чӗрене юратма ан чарсамӑр! Хӗмленме ан чарсамӑр ӑна!». Ку чӗнӳ Туркай сӑввисен тӗп шӑнӑрӗ, вӑл унӑн хӑйӗн тата лирикӑлла геройӗн сӑнарӗпе, ӗмӗчӗ-шухӑшӗпе, тыткаларӑшӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе тӳрӗ килет. Чӗрепе чун ҫинчен тӗнче литературинче — чӑваш сӑмахлӑхӗнче те — усӑ курман танлаштару кутемӗн хӑварман темелле.

Малалла...

 

Автор вӑйӗ — сӑвӑра

  08.01.2019 21:34 | 22638 хут пӑхнӑ

Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.

 

Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн!

Малалла...

 

«Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвӗ

  30.03.2018 10:40 | 8178 хут пӑхнӑ

Вулаканӑн кӗскен ҫырса пыни

 

 

«Сувар» хаҫатра 2018-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 11-мӗш номерӗнче Ренат Харис паллӑ тутар сӑвӑҫӑн «Мӗлке» публицистикӑллӑ поэмӑн чӑвашла куҫарӑвне чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пичетленӗ.

Ҫак илемлӗ литература произведенине тулли кӑмӑлпа вуласа тухрӑм. Поэмӑри содержани, пӗлтерӗшпе форма кирлӗ вырӑнтах. Литература илемлӗхӗ, гармони та чуна савӑнтарать.

Публицистика, актуаллӑх, ҫивӗчлӗх — паянхи куншӑн паха пулни — питӗ паха.

Малалла...

 

Груди девственниц на том свете кусать будут змеи злые...

  03.06.2017 16:25 | 14507 хут пӑхнӑ

(О чувашских поверьях и суевериях, сновидениях и приметах)

 

В рамках 50-томной серии «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» (Чувашское народное творчество), над которой уже несколько лет работают ученые Чувашского государственного института гуманитарных наук, изданы отдельные книги, посвященные мифам и легендам, героическому эпосу и историческим преданиям, пословицам и поговоркам, детскому фольклору, песням и сказкам чувашей.

Один из томов, составленный кандидатом филологических наук Еленой Федотовой, уроженкой Татарстана, представляет собой свод чувашских народных примет, поверий и толкований сновидений — «Сӑнавсемпе ӗненӳсем.

Малалла...

 

Орфографи пирки калаҫмалӑх ҫук...

  30.06.2016 06:46 | 33089 хут пӑхнӑ

"Орфографи, ай, калаҫтарать!" — терӗ Валерий Алексин.

Орфографи пирки калаҫма пулать вӗҫӗ-хӗррисӗр.

Пирӗн вара, чӑваш хутлӑхӗнчи лару-тӑрӑва тимлӗн пӑхса илсен , урӑххине те курмалла: калаҫмалӑх унта ним те ҫук!

Орфографи йӗркевӗсем пур-и? — Пур! Вӗсене пӑхӑнса пурӑнмалла-и? — Пӑхӑнмалла!

Тата мӗн кирлӗ?

Анчах та мыскари урӑххинче ҫав! Хальхи вӑйра тӑракан орфографие унӑн "ашшӗ-никӗслевҫисем" юриех сӑмахсене таткаласа пӗтерес тӗллевсемпе ӑсталаса пурнӑҫа кӗртнӗ те, паянхи апологечӗсен те ҫав йӗрпех пырас килет!

Малалла...

 

Антисалмин-2

  15.06.2016 11:26 | 11714 хут пӑхнӑ

Антон Кириллович Салминӑн "История чувашского народа" кӗнекине (2016) малалла тишкерме тивет. (Умӗнхи тишкерӗве ак ҫакӑнта пӑхӑр!).

Автор тӳрех Кавказран пуҫланине асӑрхарӑмӑр. Кӗнеке хуплашки ҫинче те Кавказа ӳкерсе хунӑ.

Паллах ҫапла ҫырма пулать, — енчен те сӑмах савирсем ҫинчен ҫеҫ пырать пулсан. Анчах та АКС кӗнеки, ав, урӑхларах ятлӑ: ЧӐВАШ ХАЛӐХӖН историйӗ пирки!

Акӑ мӗнпе сӑнарлӑн танлаштарар.

Малалла...

 

Надо ли опасаться (вариант: стесняться) детей леса?

  13.03.2016 14:02 | 7803 хут пӑхнӑ

Нелли Пальмова:

"Заметным событием в литературной жизни республики стало недавнее издание первого тома нового сборника «Чувашский рассказ» (Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2016; 512 с.; на рус. яз.). Составитель книги, известный писатель и драматург Борис Чиндыков, озаглавил её «Дети леса» — по одноимённому рассказу Михаила Сеспеля, написанному в 1918 году."

Впечатления рецензента таковы: <<Книга «Дети леса» (по крайней мере, та часть, которую я прочитала) не оставляет шанса гордиться и радоваться, что ты родился чувашем или дружишь с чувашами.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...