Валери ТУРКАЙ // 3200.11.1997 
  2025.10.20 06:36  | |
София Артуровна // 1908.21.2194 
  2025.10.23 00:00  | |
Тăван çĕршывшăн пуçне хунă  Поэтăн чапĕ ăмсантарать иккен хăшне-пĕрне. Кама-кама та, Петтокие пăсас çук çав чап, ытлашши те пулас çук. Ăна вăл тĕлĕнмелле пултарулăхĕпе, чыслă пурнăçĕпе тата паттăрла вилĕмĕпе тивĕçнĕ.
 Тепри вара - окопран çĕр-çĕр çухрăмра - кама мĕн чухлĕ мухтамаллине вĕрентсе ларать. Тупăнать вĕт ... специалист!  | |
Хамарьял // 6278.7.0999 
  2025.10.24 22:05  | |
  тӗрӗслӗх ку  сӑмахра АРТУРОВНА  енче!  | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966 
  2025.10.25 07:38  | |
Мана Петтоки чапĕ ăмсантарать?! Эп кĕçех кулса вилетĕп!..
 Эп хамăн чапа та ниçта та хураймастăп, София-тăванăм!.. Поэтăн чи чаплă палăкĕ - унăн сăввисемпе поэмисем!.. Ăçта Петтокин шедеврĕсем?! Ма паллаштармастăр эсир вĕсемпе халăха?! Паллаштарсамăр - чăн-чăн специалистсем! Вара чи малтан эпĕ сире пуçăма тайса тав тăвăп! Валери ТУРКАЙ. 25.10.25  | |
Agabazar // 2292.48.1004 
  2025.10.26 08:38  | |
Енчен те Валери Туркайăн чăнах та  ниçта хурайми чап пур пулсан, ку унăн хайлавĕсемпе пачах та çыхăнман. 
 Çавăн пекех Андрей Петтоки тĕлĕшпе те: енчен те унăн чапĕ çукрах пек туйăнсан, гипотезăлла нишлĕлĕхĕ шиклентерсен — ку каллех сăвасемпе поэмăсем, шедеврсем çуккипе мар пулса тухнă. Пулнă вĕт тахçан Вениамин Пехил поэт? Акă мĕн евĕрлĕрех çырнă вăл «чап» пирки, ăна «çап» сăмахпа рифмăласа (оригиналта кăшт урăхларах пулма пултарать. мĕншен тесен тĕп-тĕрĕс астăваймастăп): Çакна манар мар: Кирлĕ мар суя чап: Паракана — пар, Çапакана — çап.  | |
София Артуровна // 1908.21.2194 
  2025.10.26 14:18  | |
Андрей Петтоки  Тăван çĕршыва çăлассишĕн  хăй пурнăçне панă чухне 36-ра пулнă. Унтанпа кăçал 83 çул иртрĕ. Поэтăмăрăн пултарулăх шайне тата тăван литературăри вырăнне Истори хăй  палăртрĕ. Çапла вара, Пушкин калашле, "О чём шумите вы, народные витии?"  | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966 
  2025.10.27 10:01  | |
София! Тăванăм! Эп яланах окопра!
 Валери ТУРКАЙ. 27.10.25  | |
Валери ТУРКАЙ // 8773.4.6966 
  2025.10.30 06:09  | |
Петтокин пултарулăх шайĕ тата тăван литературăри вырăнĕ тенĕрен... "Чăваш литературин антологийĕ. Поэзи" кĕнекере (Ш., 2013) Андрей Трофимовичăн  "Çиçĕм", "Кĕрхи шухăш", "Хĕвелтухăç шуçăмланчĕ" сăввисем, "Хăмăш" "баллади" тата "Çирĕм иккĕ" "поэма сыпăкĕ" пичетленнĕ (166-168-мĕш стр.). Шел пулин те, вĕсене пĕрне те питĕ паха та чаплă хайлав теме çук! Шел пулин те!..
 Акă, паллашăр: "Хĕвел ăшшăн кулать маччаран", Ирĕк курăк вĕт эс хăвна ху", ("ХĂМĂШ"), "Тавай, тĕпрен çăвар Кивелнĕ ват çĕре! (ÇИÇĔМ"), "Çут тĕнче илемпе миме тулнă, Юр юрланă ялан çуркунне", "Шупка уйăх ире парăнать" ("ХĔВЕЛТУХĂÇ ШУÇĂМЛАНЧĔ")... ÇАКĂ-И Андрей Петтокин пултарулăх шайĕ, хисеплĕ София?.. Тен, Эсир Андрей Трофимовичăн ытти хайлавĕсене, эпир пĕлменнисене, вуласа киленетĕр?.. Апла пулсан, пире те паллаштарă-ха вĕсемпе!.. Ман шутпа, Турă Петтокине чăн-чăн поэт Чĕрипе чăн-чăн поэт Чунне панă пулнă, анчах, шел пулин те, çак пултаруллă каччăна ĂСТАЛĂХ тени çитмен. ...К.В.Иванов "Нарспи" поэмине миçе çулта чухне çырнă, София?.. Çеçпĕл Мишши миçе çул пурăннă?.. Хисеплесе, телей сунса, Валери ТУРКАЙ.30.10.2025  | |
Agabazar // 2342.20.4721 
  2025.10.30 13:59  | |
Андрей Петтоки çырнисене пухса кĕнеке кăларăр та çавна Чăваш республикинчи тата  тулашри чăваш ялĕсенчи мĕнпур библиотекăсене, нихăшне те сиктермесĕр, валеçсе парăр. 
 Ну а леш «вития» текен сăмаха Александр Блок «Вуниккĕ» поэминче йĕкĕлтесе тата виртлешсе асăнать... Петĕр Хусанкай çавна чăвашла ак çапла куçарнă: Ку кам тата? Çÿçĕ — лапаслăк, Хăй калаçать çурма саслăн: — Сутăнчăксем! — Раççее тĕп тăватăр! Çыравçă ку, тем — Араттăр... (Оригиналта — оратор мар, вития...)  | |
Хамарьял // 9749-4061 
  2025.11.01 13:58  | |
кам  атакара.кам окопра  иккен  | |

Манмалла мар, асран ямалла мар, тивĕçлипе мухтанмалла - тавлашмастăп!..
Çапах та...
"Сывă пултăр çителĕклĕх туйăмĕ!" тесе çырнăччĕ эпĕ тахçан Олег МУСТАВЕВА (вăл хăй ыйтнипе) халалланă хамăн пĕр сăввăмра...
Пурне те ырă сунса,
Валери ТУРКАЙ. 20.10.25