Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ?

Аçтахар Плотников18.04.2019 00:0810742 хут пӑхнӑ

Телекурав ӗмӗрӗ вӑй илнӗ хыҫҫӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫак тӗсӗнче чӑвашли ниепле те вӑй илеймест. Унччен малтан чӑваш телекуравӗ «Россия» телеканалӗн кнопки ҫинче тухатчӗ, анчах пасар самани ҫитсен самай аталанма ӗлкӗрнӗ чӑвашла телекурава ҫул памарӗҫ. Пӗтерсе хучӗҫ тесен те йӑнӑш пулмӗ. ГТРК «Чӑваш Ен» халь те пур-ха, пач ҫухалман, анчах малтанхипе танлаштарсан вӑл унчченхин пӗр пӗчӗк пайӗ ҫеҫ. Анчах халӑх чӑваш телекуравӗ вӑйлӑн ӗҫлесе каясса питӗ кӗтетчӗ — кӳршӗри тутарсен ку ӗҫ вӗресе тӑрать пулсан, эпир те вӗсенчен кая мар пулмалла пекччӗ. Юрать-ха ҫӳлтисем ҫакна ӑнланчӗҫ, 2011 ҫулта «Национальное телевидение Чувашии — Чӑваш Ен» телеканал уҫрӗҫ. Тахҫантанпах унашкал телеканал ӗҫлесе каясса кӗтнӗ халӑх савӑнса та илчӗ.

Анчах, шел те савӑнӑҫӗ нумая пымарӗ. Чӑвашла телекурав кӗтнӗ халӑх патне ытларах енӗпе вырӑсла кӑларӑмсем тухма пуҫларӗҫ. Куна вӑл вӑхӑтра чӑвашла контент сахал пулнипе ӑнлантарма хӑтланчӗҫ. Йӑлт арканнӑ чӑваш телекуравне, паллах, пӗр самантра чӗртсе тӑратаймӑн — халӑх ӑнланчӗ, кӗтме тытӑнчӗ. 2011 ҫултанпа ҫичӗ ҫул ҫурӑ (юпа уйӑхӗнче эфира тухнӑччӗ) иртрӗ ӗнтӗ, анчах «Чӑваш Ен наци телекуравӗ» ниепле те чӑвашланса ҫитеймерӗ.

Йӗркесӗрлӗх сӑлтавӗ мӗнре-ши?

Наци телекуравӗнчи ӗҫ-пуҫ йӗркеллех марри ун валли йӗркеллӗ пуҫлӑх тупайманни те питӗ лайӑх кӑтартса парать. Ҫак ҫичӗ ҫул хушшинче миҫе кӑна пуҫлӑх улшӑнмарӗ-ши? Чи малтан Маргарита Гартфельдера шанса панӑччӗ. Кайран ку тивӗҫе Александр Магарин (2014), Алексей Белов (2016), Оксана Ачкасова (2018) пурнӑҫларӗҫ. 2019 ҫулта вара пуҫлӑх пуканӗ каллех пушанчӗ. Астӑватӑр пулӗ, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗсем умлӑ-хыҫлӑ пӗр вӑхӑт чылай улшӑнчӗҫ — анчах ҫавах та кайран пурне те тивӗҫтерекен Татьяна Вашуркинӑна тупрӗҫ те вӑл халь темиҫе ҫул хушши ҫак коллектива ертсе пырать. Наци телекуравӗнче ҫеҫ ҫак пуҫлӑхсен ылмашӑвӗ ниепле те вӗҫне-хӗрне ҫитеймест.

Халь каллех ҫӗнӗ пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Ку вырӑна ытларахӑшӗ шӑнӑрлӑ чӑваш килессе кӗтет, анчах хӑюллисем сахалрах ҫaв пирӗн хушӑра (хальхи вӑxӑтра директор тивӗҫне Гальперина Елена Александровна пурнӑҫласа пырать). Маргарита Гартфельдера Магарин ылмаштарнӑ чухне те наци телекуравӗ чӑвашланасси шанчӑк питӗ пысӑкччӗ, анчах шел те Александр Николаевич чӑваш халӑхӗн шанӑҫне пурнӑҫлаймарӗ. Сӑмах май, сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑлтавӗ, имӗш, Гартфельдерпа Гальперина, Ачкасова йышши ҫынсенче пулнӑ. Вӗсен витӗмне чӑтаймасӑр, имӗш, Александр Николаевич хӑйне пуҫлӑхран кӑларма ыйтнӑ (паянхи кун вӑл директор ҫумӗ пулса ӗҫлет).

Паянхи лару-тӑру

Наци телекуравӗн ӗҫӗнче, чӑвашла кӑларӑмсене хатӗрлессинче, ҫитменлӗхсем паянхи кун сахал мар. Сӑмахран, кадр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Чӑвашла пӗлекен журналистсем сахал мар. Анчах вӗсем темшӗн наци телекуравӗнче тымар яраймаҫҫӗ. 2014 ҫултах, ав, миҫе талантлӑ журналист унти ӗҫе пӑрахса кайрӗ? Игорь Поручиков, Зоя Яковлева, Татьяна Ильина… Паянхи кунта унта тӑрмашакансене тӳсӗмлӗ теме кӑна пулать — пултарулӑх енчен вӗсем пӗрре те катӑк мар. Ҫакна эпир вӗсен ӗҫӗнче куратпӑр.

Кадр ыйтӑвне тивӗҫлӗ ертсе пыманни, калӑпӑр, хыпарсенче йӑнӑшсем чылай кайнинче курма пулать. Ахӑртнех, корректор ҫук пулас. Факт йӑнӑшӗпе тухнӑ материал сахал мар тупма пулать. Чи кӑсӑкли — тухнӑ хыҫҫӑн вӗсене тӳрлетме никам та шутламасть пулас. Акӑ, калӑпӑр, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче тухнӑ хыпар: «Хӑтлӑх кӗртессипе конкурса хутшӑннӑ». Мӗн илтетпӗр-ха? Хысна шучӗпе тухакан телекурав пире проектсем тӑратнӑ чухне уҫҫӑнах 330 сӗтев пани ҫинчен пӗлтерет. Право хуралҫисен ку информацие хӑлхана чиксе сӗтевҫӗсене тытма чупмалла пек те, анчах кунта ӗҫӗ-пуҫӗ урӑхларах иккен. Наци телекуравӗн журналисчӗ сӑмахпа тӗрӗс мар усӑ курни ҫеҫ кунта. Сӗтев (выр. взятка) сӑмаха вӑл «заявка» тесе усӑ курасшӑн пулнӑ. «Пая кӗрсе улталанакансем тек пулмӗҫ» сюжетра та ҫав йӑнӑшах.

Ку пӗр тӗслӗх ҫеҫ, унашкалли вӗсен хыпарӗсенче туллиех. Ку вӑл пӗтӗмпех, паллах — йӑлт корректор ҫуккине пула. Паллах, йӑнӑшсем пирӗн те, Чӑваш халӑх сайчӗн те, пур. Опечаткӑсем ҫеҫ мар, факт йӑнӑшӗсем те хӑш-пӗр чухне каяҫҫӗ. Пирӗн те сӑлтавӗ ҫавах — ятарлӑ корректор тытма укҫа ҫукки. Шел те, хысна шучӗпе ӗҫлекен наци телекуравӗн те ку тӗлӗшпе пулӑшма пултаракана тупаймасть. Те директорсем умлӑ-хыҫлӑ ылмашӑннипе ӗнтӗ ҫакӑ ҫыхӑннӑ, те чӑвашла кӑларӑмсене ытлашшиех тимлӗх уйӑрас килменнипе.

Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал лару-тӑру Гартфельдерпа Гальперина йӑпӑлтисене, айваннисене ним шутламасӑрах картлашка тӑрӑx xӑпартнипе, пултаруллисене ҫyл паманнипе ҫыхӑннӑ. Юлашкисен, имӗш, ирӗксӗрех ӗҫрен кайма тивет.

Улшӑнусем пуласса шанӑҫ пур-и?

Наци телекуравӗ — халӑх тахҫанах кӗтекен массӑллӑ информаци хатӗрӗ. Пуррине ҫеҫ мар халӑх кӗтет, вӑл чӑнласах та чӑвашланасса, чӑваш халӑхӗ енне ҫаврӑнасса. Тивӗҫлӗ телекурав ҫуккине пулах, калӑпӑр, чӑвашсем хӑйсен ачи-пӑчисене тӑван культурӑран пистереҫҫӗ.

Паян эпир «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр. Аван япала пек — шкул ҫулне те ҫитмен ачасем чӑвашла сӑвӑ калаҫҫӗ! Савӑнмалла пек. Анчах ачисенчен «Эсӗ миҫере?» тесе чӑвашла ыйтатӑн та — лешсем куҫӗсене мӑч-мӑч кӑна тӑваҫҫӗ. Самантрах ашшӗ-амӑшӗ пулӑшма васкать — «Тебе сколько лет?» тесе куҫарса парать. Ачи вара ун хыҫҫӑн тин «Пять» («Пиллӗк» те мар-ҫке!) тесе хурав парать. Е калӑпӑр, акцентсӑр чӑвашла юмах каласа паракан шкул ачи. Лайӑх, хитре каласа пачӗ. Чӑвашла ҫитӗнекен ачасем пурришӗн сӑвӑнмалла пек — анчах шел те, кӑна лайӑх сӑнарӑм, вӑл ача хӑй тантӑшӗсемпе ҫавах вырӑсла пуплешет. Ҫак тӗслӗхсен пӗтӗм сӑлтавӗ — чӑвашла тивӗҫлӗ телекӑларӑмсем ҫуккинче. Шел те, наци телекуравӗ ку кӑлтӑка пӗтерме темшӗн васкамасть — ачасем валли кӑларӑмсем хатӗрлесен те вырӑслисене кӑларать. Вырӑслисене мускаврисем темӗн чухлӗ хатӗрлеҫҫӗ, кӑсене вара ку та ҫителӗксӗр пек туйӑнать… Пӗчӗк шӑпӑрлансене хамӑр чӑваш культуринчен ҫухатнине ҫав териех туймаҫҫӗ-ши?

Эсир мӗнле шутлатӑр? Наци телекуравӗн аталанӑвӗнче пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и? Вӑл сире тивӗҫтерет-и?

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2019.04.19 19:44
Некоторые думают, что существуют, или могут существовать, некие "национальные элиты", которые искренне заботятся о своих народах. - На самом деле, все элиты глобальны, солидарны и антинародны. В действительности, любая элита, даже самая "национальная", особенно, сформированная в рамках буржуазной парадигмы, быстро осознаёт общность своих интересов с глобальной элитарной тусовкой и становится её частью. Элиты всегда более едины между собой, чем со своими народами.

По этой причине у нас и телевидение и чнк не могут оправдать наших надежд. Элита как говорят в народе "скурвилась" и живет только своими интересами.
Вулакан // 3849.20.8818
2019.05.03 11:55
Элитные лошади есть, знаю. О "национальных элитах" не знал, не видел. Кто же они?
Влад Маскай // 3957.56.0551
2019.05.12 20:41
Аван-и, инçетри тăван йăхташсем? Эсир Тăван халăхшăн çунни çакă сайтра, кăвайтсăр вучах пек туйăннăн, ăшши, уçă сывлăшра ытлашши кÿ-ÿ-ÿ пеменрен, сÿрĕкрех çунать тесшĕн эпĕ. Тĕтĕмĕ пур пек. Халь тин, миçе хут пыман-ши Шупашкарăмăра?, ăнлантăм тĕп хула урамĕсенче чăвашла калаçу илтейменнин сăлтавне! "Элита" пур тетĕр пулсан, мĕншĕн-ха вĕсене кирлĕ чухлĕ сумламастăр, паллашмасăр иртсе кайнăн, ăслă сĕнÿ ыйтмастăр.?! Сементере, Кипече, Куракова - пĕрле пухса ТВ-пата, Радиопа та калаçтармастăр?" Мĕншĕн вĕсемпе "интервью" жанрĕпе калаçмастăр, çамрăксен - студентсен хастарĕсемпе пĕрле?! Мĕншĕ-ха çак ыйтупах, "чăваш чĕлхине çăлса хăварасси" темапа съезд е Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен конгресне ирттерес мар?! Çапаттар тăк - хытăрах янратса çапăр чанăра!!!
атика // 2223.37.0132
2019.05.16 13:16
пирĕн эртÿçĕсем пире катăк пĕр пуспах сутĕç,ăш вырăнта анчах ларса юласси пултăр ,мускав ыйтмасть тв пулмасть ,ыйтать пĕтĕм каналĕ чăвашла пулать,халлĕхе роççей каналпа та чăвашла калаçма пăрахрĕç.каллех чăваш халăхĕ айăплă,пур,пулнăран.ахăр самана пирĕн халăхшĕн,тура анчах ан пăрахтăр пире.
Машук // 2517.95.6414
2019.07.02 16:34
Хальхи "цифра" телевиденине куçнăранпа Наци телевиденийĕн каналĕ те "леш тĕнчене" куçрĕ курăнать. Çулталăклăх тÿленĕ пулин те "Триколор" текенни ку канала чиперех кăтартма пăрахрĕ. Çĕнĕ приемник вара Китайра тунăскер пачах чăвашла пĕлмест)))
Варык // 1726.84.3785
2019.07.03 15:56
влад маскай эсӗ асӑннӑ юлташсем ятлӑ сумлӑ чӑвашсем.анчах та вӗсем тӑван чӗлхешӗн ҫуннине мӗнле тӗслӗхпе кӑтартса пама пултарӗҫ ши.ӗҫре ура хунӑ и вӗсене чӑваша сутманшӑн е тата кӑларсах янӑ и.е вӗсен ывӑл-хӗрӗ паянхи кун тӑван чӗлхене малалла тӑсать ашшӗ вӗрентнӗ евӗр.ҫавра сӗтеле вара курас килет кам илсе килме пултарать ывӑлне тата мӑнукне пире кӑтартса патӑр мӗнле майпа тӑван чӗлхене упраса хӑварма пултарнӑ хулара пурӑнсах.уйлатӑп кун пеккисем пурах сахал мар.пӗлместпӗр кӑна.
2019.07.05 07:38
Машук, приёмник мĕнле чĕлхепе калаçасси пĕтĕмпе усă кураканран килет. Паянхи кун ноутбуксемте телефонсем те, пурте Китай таварĕ, анчах чăвашла çыратпăр-çке, кĕнеке калăплатпăр. Ку сăмах та мар. Наци телекуравне халăх ЧНК çине тăмалла. Хальлĕхе вара однодневка юрăсемпе тулли чăваш радио, вырăс теле- радиопрограммăсем евĕрех. Чăваш культурине те ятарласа пум-пум культура патне илсе пыраççĕ, чылай çĕнĕ юрра ан ил, пысăк параппан кĕмсĕртетет. Туземцăсем пĕр сăмахпа
2019.07.05 18:31
Машук чăваш юрăçисен те ачисем чăвашла пĕлмеççĕ чылайăшĕн. Пур çĕрте те укçа хуçаланать.
Вот и // 1764.88.2486
2019.07.15 22:27
интересно очень... Почему по телевидению не звучат в хоровом исполнении "Слакабашские песни" в обработке Ф.Васильева. Вообще забыли что-ли основателя чувашской оперы. Хотим чувашский язык изучать, так привлекайте молодежь чувашской классикой... Нужно организовать лекции-концерты именно из произведений Ф.Васильева. Но, думается, в Чувашии уже и нет хора способного исполнять "Слакбашские песни" в обработке Ф.Васильева. Чудный человек, чудный был... Прекрасный, строгий, требовательный, честный. ПРОФЕССИОНАЛ! Таких композиторов сейчас в Чувашии нет.
Вот и // 1013.79.9480
2019.07.16 08:46
кстати. в Чебоксарах хотят назвать одну из улиц именем В.Димитриева. Замечательно, все это похвально. А почему бы не назвать еще и именем Ф.Васильева? Всё же он - основатель чувашской оперы.
Вообще в названи улиц билингвистика играет положительную роль, также объявление остановок на общественном транспорте. Нужно это шире и постоянно использовать. Мне, к примеру очень нравится... Идешь и читаешь на чувашском и русском языках, едешь и слышишь название следующей остановки на русском и чувашском. Всё это похвально и эти моменты чувашское телевидение должно не только информировать, но и пропагандировать.

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем