Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аскольд Де Герсо: "Юратап сана"

Аскольд Де Герсо24.02.2019 12:525667 хут пӑхнӑ

Ҫывӑх вӑхӑтра Ридеро издательствӑра "Юратап сана" калавсен пуххине кӑларма хатӗрленетӗп. Паянхи кун хут ҫинче кӑларнӑ кӗнекесен чапӗ ҫук, хут ҫинче ҫеҫ мар, интернетра та ытлашши вулакан ҫук. Вырӑссемех виҫӗ саспаллирен тӑракан сӑмахра тӑватӑ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Тӗслӗх: ещё - исчо?

Телевизорпа, сак кун пурри ҫине пӑхмасӑр иртнӗ вӑрҫӑ пирки шӳтсем калӑплаҫҫӗ, ухмахла шӳтсем. Камеди клаб ҫинче Карбышевӑн паттӑрлӑхне пӑрахӑҫланӑ, пӗррӗмӗш канал ҫинче Малышева сӳтӗлет. Вӑрах та вӑхӑт иртмӗ, порнофильмсене те пӗрремӗш канал кӑтартма пуҫлать. Ҫавӑн патне пыратпӑр ӑссӑрлӑхпа. Чӑваш чӗлхи кӑна мар, вырӑс чӗлхи те ҫӗтме хатӗр, соцсетьсенче пӗр йӑнӑшсӑр комментарий ҫӗрӗшӗнчен пӗри пулӗ. Ку мӗне пӗлтерет? Кашни клавиатура ҫине пусма пултаракан ҫыравҫӑ, каллех тӗслӗх: Бузова, Собчак тата ыттисем те.

Ҫитменне ахаль ҫыравҫӑ та мар, вӗсене пур енчен те тӗрек параҫҫӗ, ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ.

Ӑҫталла утатпӑр?????

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2019.04.26 08:25
https://ridero.ru/books/yuratap_ep_sana/ Ку адреспе кĕнекене туянма пулать
Алексин // 3754.32.9297
2019.04.27 18:28
Кӗнекӳн кӑлар, анчах Чӑваш кӗнеке издательствине те парса пӑма пултаран.
2019.05.05 19:12
Алексин, кĕнеке вăтăра ытла яхăн интернет-магазинра вырнаçнă. Хăть электироннăй майпа туян, хăть хут çинче - кашнийĕн хăйĕн ирĕк, анчах та пĕр чăваш та кĕрсе тухни çук сайт çине. Те вулама манăçнă, те тата мĕскер, çавах та сайт çинче чăваш чĕлхине çĕклемелле тесе çăвар карса ларакансем аванах. Хăш издательствăра кăларасси вара манăн хамăн ирĕк, кĕнекÿне хăвăн укçупа кăлар, сутас хушăра тупăш илен тесе налук хыраççĕ, мана вăл кирлĕ-и? Камăн укçи чылай тек кăларччĕр, мана интернет-издательство тата мулĕпех çитет. Çитменне, "Ридеро" издательствăра тăватă кĕнеке тухрĕ паянхи куна. Ку манăн шутпа аванах. Эпĕ суялла укçана парăннă çыравçăсен ушкăнĕнче те шутланмастăп.
2019.05.05 19:15
Алексин, сирĕн ыйтăвăр çине хуравларăм-и? Кунта чăваш сайчĕ çинче те теçетке çын комментарисем çырать, енчен те кĕнеке кăларсан хут çинче, манăн вĕсене Америкăна кайса сутмалла-и? Е тата эсир кĕртпех туянатăр-и?
Вот и // 2515.45.3048
2020.01.30 07:36
хут çине кăларсан общественный туалета çакан, унта вулаççĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем