Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.2 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Л. Богатеева: «Илем тӗнчи тата шкул»

Л. Богатеева14.07.2026 12:1887 хут пӑхнӑ

Ҫапла ятпа пичетленсе тухнӑ Анатолий Кибечӗн ҫӗнӗ кӗнеки. Вӑл виҫӗ пайран тӑрать.

Пӗрремӗш — «Илем пурнӑҫ сӗткенӗ». Унта автор илем ҫынна мӗншӗн кӑсӑклантарнине, тавлаштарнине, хавхалантарнине тата ачасене илеме вӗрентесси мӗн авалтан пыракан йӑла пулнине кӑтартса парать; вулакана ҫак енӗпе Пифагор, Демокрит, Сократ, Платон, Аристотель, Эпикур мӗн каланипе паллаштарать. Вӗсен кашнин хӑй шкулӗ пулнӑ иккен.

Иккӗмӗш — «Яковлевӑн эстатика шкулӗ». Кунта вара: ҫамрӑк Яковлев мӗнле эстетикӑлла аталану илни, каярах пулас учительсене ӳнерпе, халӑх культурипе, ҫутҫанталӑк пахалӑхӗпе анлӑ усӑ курса вӗрентни, ҫамрӑк талантсене мӗнле пулӑшса пыни, автор «Нарспи» ҫине «юрату куҫлӑхӗ» витӗр ҫеҫ пӑхнипе килӗшменни…

Виҫҫӗмӗш — «Ҫӗнӗ шкулти ҫӗнӗлӗхсем». Ку кӗнекен чи пысӑк пайӗ. Тӗп вырӑнта 1917-мӗш ҫул хыҫҫӑн шкул ачисене эстетикӑлла воспитани парас ӗҫ мӗнле йӗркеленсе пынине архиври документсемпе ҫирӗплетсе кӑтартни. Пурне те вӗрентес тӗллевлӗ ҫӗнӗ шкул алӑкӗ тӑван чӗлхепе культурӑшӑн яриех уҫӑлать, тӗлӗнмелле хавхалануллӑ тапхӑр пуҫланать. Малти ретре Яковлев шкулӗнче вӗреннӗ учительсемпе ӳнер ҫыннисем пулнӑ. Сӑмахран, Ф. Павлов тӑрӑшнипе 1920-мӗшӗнчи июнӗн 11-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи ӳнер ӗҫченӗсен 1-мӗш съезчӗ ӗҫлеме пуҫлать, вӗрентекенсене те чӗнеҫҫӗ. Ҫимелӗх ҫӑкӑр-тӑварӗ те пулман темелле, вӗсем ултӑ кун хушши эстетикӑлла воспитанипе ънер ыйтӑвӗсене сӳтсе яваҫҫӗ. Съезда йӗркелекенсем уесӑн апат-ҫимӗҫ комиссине утмӑл ҫын валли купӑста, май килсен, ҫӗрулми пама ыйтса ҫыраҫҫӗ. Хуравӗ вара «купӑста та, ҫӗрулми те ҫук» тени пулнӑ. Халӑха чун ҫимӗҫӗ парассишӗн тӑрӑшнӑ ӗнтӗ вӗсем.

Кӗнекере тӗлӗнсе вуламалли сыпӑксем те чылай. Тӗслӗхрен, ачасене кино кӑтартасси 1918 ҫултан пуҫланса кайнӑ иккен. Куславккара, Карачра, Тӗрлемесре 1918-мӗш ҫулхи февральпе март уйӑхӗнче кӑна вунпӗр фильм кӑтартнӑ. Шкул ачисене тӳлевсӗрех кӗртнӗ. Кунта Хусан ҫывӑх пулни ҫӑмӑллӑх панӑ ӗнтӗ. Ишекри шкулта вара 1922-мӗш ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче В. Роппопортӑн «Иванов Павел» кулӑшла оперине лартса тӗлӗнтернӗ.

Автор 20-мӗш ҫулсенчи шкулта тӗрлӗ йышши ӳнерпе мӗнле усӑ курнине уйрӑмшаррӑн пӑхса тухать, вӑхӑтне вара чӑваш чӗлхипе культуришӗн питӗ ӑнӑҫлӑ тапхӑр тесе хак парать.

Анатолий Ильич кӗнекине вӗренъ пособийӗ мелӗпе ҫырнӑ. Пӗлмелли, усӑ курмалли унта студентсемшӗн те, вӗрентекенсемшӗн ҫителӗклех. Пирӗн паллӑ ӑсчахӑн, ҫыравҫӑн калемӗ пӗртте мӑкалман иккен. Малашне те ҫаплах пултӑр.

Сӑмах май, вулакана пӗлме А. Кибечӗн «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче» роман-хроники 3-мӗш хут пичетленсе тухнине те палӑртса хӑварар.

 

Л. Богатеева

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем