Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Анӑҫпа Тухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗсем

Аçтахар Плотников17.12.2016 12:136269 хут пӑхнӑ

Тавлашу кӗтесӗ

Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.

 

— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?

— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем. Ку ыйтӑва ӑнланас тесен, тӗслӗхрен Библипе паллашмалла. «Кивӗ Халалта» мӗнле ҫырнӑ? Яхве Турӑ пӗрремӗш ҫынсене Тухӑҫра пурӑнма вырнаҫтарнӑ. Анӑҫ ӑнлав ҫук унта, Тухӑҫ пирки ҫеҫ сӑмах. Ҫакна та палӑртса хӑварас пулать: пур аслӑ моно-тӗнсем те Тухӑҫра ҫуралнӑ (анчах та ку урӑх ыйту, ун пирки каярах сӑмах хушӑпӑр). Пӗрремӗш ҫынсене Ҫӑтмаха пурӑнма вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Яхве вӗсене каланӑ: «Пурӑнӑр, Анчах та Ырӑпа Усал Пӗлӗвне упракан йывӑҫ патне ан пырӑр. Ӑна тутанмасан эсир ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр». (Тӳрех палӑртатӑп, ӑнланмалларах пултӑр тесе эп хам сӑмахсемпе каласа паратӑп.) Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ, пӗрре хайхи Ева ҫав йывӑҫ патне пынӑ. Шуйттанӗ вара хӑйне кӗттермен, Евӑна Пӗлӳ ҫимӗҫне тутанса пӑхма сӗннӗ. Яхве Турӑ сире улталать тенӗ вӑл, эсир ҫавах ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑр тенӗ. Ева тутаннӑ, кайран Адама та сӗннӗ. Турӑ кӑна пӗлсен, вӗсене ҫӑтмахран хӑваласа янӑ. Ҫавах та Шуйттанӗ улталаман, Адампа Ева чӑн та ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпе пурӑнма пултарнӑ. Хӑйсем мар пулин те, хӑйсен тӑхӑмӗсем. Ҫавах та кунта тепӗр ыйту. Енчен те Турӑ вӗсене Тухӑҫра пурӑнма вырнаҫтарнӑ пулсан, апла пулсан ҫӑтмахран вӗсене Анӑҫалла хӑваласа янӑ (Тухӑҫӑн хирӗҫ енӗ — Анӑҫ).

Турӑ вӗсене хӑваласа янӑ пулин те, вӗсене пӑрахман. Мӗншӗн тесен вӗсем ҫавах хӑй ӑсталанӑ ҫынсем-ҫке. Малалла вара Адампа Ева «Пӗлӳпе» пурӑнма пуҫланӑ. Вӗсем темтепӗрпе кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та «Пӗлӗве» архетип шайӗнче Шуйттанран теҫҫӗ. Пӗлӗве нихӑҫан та шанма май ҫук, унран темен те кӗтме пулать. Ав, тӗслӗхрен, атом бомбине шутласа кӑларнӑ. Пӗлӗве хирӗҫле пулӑм — Йӗрке. Вӑл вара Тухӑҫ палли, Турӑ палли.

Ушкӑна мала лартни (коллективизм пӗлтерӗшӗ) — Тухӑҫ палли. Анӑҫра вара мала уйрӑм ҫынна тӑратаҫҫӗ (индивидуализм тенине пӗлтерет). Тепӗр Тухӑҫ палли — Арҫынпа ҫыхӑннӑ. Анӑҫ палли вара — Хӗрарӑмпа ҫыхӑннӑ тавракурӑм. Хӑвах пӗлетӗн ӗнтӗ, эпӗ вара кӑна хам куҫпа курса — Анӑҫра феминизм вӑйлӑ аталаннӑ. Тепӗр май каласан, хӗрарӑм хӑйне арҫынран катӑкрах курӑнасшӑн мар. Тӗслӗхрен, Америкӑра ют хӗрарӑма пулӑшас кӑмӑл тупӑнсан (сӑмахран, чӑматанне йӑтса) вӑл сана вӑрҫса тӑкма пултарать, сан ҫине тискеррӗн пӑхӗ. Кунта палӑртмалла: «Арҫын» тата «Хӗрарӑм» тенисенче эпӗ архетип пӗлтерӗшӗпе усӑ куратӑп, хӑйне евӗр символ пӗлтерӗшӗпе.

Хӗрарӑм Шуйттан пайӗ пулнине туйсах пулӗ Тухӑҫри арҫынсем вӗсене хытӑ тытаҫҫӗ: «Хӗрарӑма Шуйттан вӑйӗ шала кӗрсе юлнӑ, ҫавӑнпа ӑна вырӑна лартмалла», тесе калаҫҫӗ.

— Сӑмах май, хамӑр халӑха илес пулсан. Пирӗн вӗт-ха хӗрарӑмсем пӗчӗк вырӑн йышӑнмаҫҫӗ. Каласса тем те калаҫҫӗ-ха та — хӗрарӑм ӗлӗк сӑмах чӗнме пултарайман теҫҫӗ, анчах мӗн каласси пур, пурнӑҫра ҫавах урӑхларах-ҫке.

— Ку чӑн та питӗ интереслӗ, анчах кун пирки каярах калаҫӑпӑр. Кунта амазонкӑсене те аса илме пулӗ, ыттине те. Ку уйрӑм калаҫу. Ак, тӗслӗхрен «Пурнӑҫ йывӑҫҫи» текен ӑнлавах пӑхар. Вырӑссен вӑл арҫын паллиллӗ («Древо мировое»). Пирӗн халӑх вара ӑна «Ама йывӑҫҫи» тет.

Юрӗ, темӑна малалла тӑсар. Тухӑҫ вӑл арҫын вӑй-халӗ, потенциалӗ терӗмӗр, Анӑҫ — хӗрарӑм потенциалӗ. Ку, паллах, пӑнчӑ лартнине пӗлтермест.

Малалла. Тухӑҫ палли — йӗрке. Улшӑнман, урӑхланман, куҫман йӗрке. Анӑҫ вара йӗркене юратмасть. Пӗлӗве аталантарас тесен вӗт-ха йӗрке пулмалла мар, ӑна сивлес пулать. «Эсир тӗрӗс мар калатӑр, эпӗ урӑхла шухӑшлатӑп», — тесен кӑна пӗлӳ аталанӑвӗ пур. Анчах маларах каларӑм ӗнтӗ, пӗлӳ шыраса темле кӗтменлӗх патне те тухма пулать. Пӗлӳ шыраса Анӑҫ яланах темтепӗрпе кӑсӑкланать. Кӑсӑкланасси вара вӑл — хӗрарӑм палли. Арҫынпа танлаштарас пулсан ӑна тем те кӑсӑклантарать. Хӗрарӑм, кулӑшла каласан, таҫта та хӑйӗн «сӑмсине» чикме хатӗр.

— Ку калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май вара Анӑҫпа Тухӑҫа ҫапла пайлама пулать ӗнтӗ: Анӑҫ — пӗлӳ, йӗркене сивлени, уйрӑм ҫынна хаклани, хӗрарӑм; Тухӑҫ — йӗрке, ушкӑна хаклани, арҫын. Ҫапла-и?

— Пӗр енчен тӗрӗс. Тепӗр енчен — тӗрӗсех те мар. Тепӗр калаҫура ку шухӑша хама хам сивлесе тепӗр пӗтӗмлетӳ патне тухӑпӑр.

— Тавах калаҫушӑн.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем