Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145383 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тăван // 1725.88.7073
2015.06.16 21:15
Орфографине тĕкĕнни паллах пăшăрхантарать. Чĕлхе ăслăхĕ тĕлĕшĕнчен ăна çĕр çул ытла вăхăт хушшинче якатса çитернĕ. Хĕвел çинче те хура пăнчăсем пур, чăваш орфографийĕнче тĕксĕм вырăнсем çук мар, пур. Анчах та вĕсене пĕтерес тесе каялла 60-мĕш çулсене йĕркеленнĕ орфографи патне таврăннине те йĕркеллĕ пулăм тесе шутламастăп. Вырăс чĕлхи витĕмĕнчен 90-мĕш çулсенчи ирĕк вăхăтра тухма пултарни чăваш чĕлхин историйĕнче малашлăхпа ирĕклĕхе кăларнă пысăк утăм пулчĕ пулсан, паянхи "чĕлхеçĕсем" орфографине каялла тавăрма хăтланни чăваш халăхне сутнипе пĕрех пулать.
Паллах, сайт хуçи, эсир ман шухăшпа килĕшместĕр. Çавăнпа ăна сайта кĕртмесен те пултаратăр. Кăна эп сире пурнăçăрта тĕрĕс çул суйласа илмешкĕн пулăшма кăна çыратăп. Тавах.
Тăван // 1725.88.7073
2015.06.16 21:21
Чăваш орфографи пирки калаçма пăрахса кирлĕ, паян, ним тăхтамасăр татса памалли ыйтусем пирки калаçмалла. Калăпăр, ача пахчинче ăс пухакансем валли чăвашла уяв кĕнеки кăлармалла. Кам çак ĕçе пуçăнма пултарать?
Е эсир тата мĕн те пулин кунти пек пуш параппан çапмалли мар ĕç тума пĕлетĕр, чăваша усăлли?
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.17 00:15
Agabazar
"Чăваш орфографи пирки калаçма пăрахса кирлĕ,"

Калаçма пăрахăр, кам чарать сире? Кам чарать сире калаçма пăрахма?



"ним тăхтамасăр татса памалли ыйтусем пирки калаçмалла."

Калаçăр, кам чарать сире? Кам чарать сире калаçма?



" Калăпăр, ача пахчинче ăс пухакансем валли чăвашла уяв кĕнеки кăлармалла. Кам çак ĕçе пуçăнма пултарать?"

Пĕлĕвĕр, хăнăхăвăр çителĕклĕ пулсан, эсир хăвăр пуçăнма пултаратăр. Е — сирĕн .... мăшăрăр. Анчах та чăвашла ача сачĕсем пур-и-ха? Кам валли кăларатăр кĕнекĕре, унашкал ача сачĕсем çук пулсан?



"Е эсир тата мĕн те пулин кунти пек пуш параппан çапмалли мар ĕç тума пĕлетĕр, чăваша усăлли?"

Эсир кам? Патша-и? Турă-и? Чăваша мĕн усăллă, мĕн усăллă мар, çавна йăлтах пĕлсе тăраканскер-и? Çав таранах ăслă та хăватлă-и? Тен, тĕнчере сиртен хăватлăрах-ăслăраххисем те пур?

Victor // 1802.0.4754
2015.06.17 15:01
Victor
Пĕри чăваш халăхне психотерапи кирлĕ терĕччĕ. (Вăл та пулин вĕчĕхтерекен кÿрентерекен сăмахпа техĕмлерĕ каланине).
Психотерапи - Чун сиплевĕ

Çак "проекци" тенине хăçан та пулин ăнлăнмалла пулĕ.
Хам туманнишĕн çынна айăплам. Ара никам калаçман чухне орфокăраффи пирки палкать-иç, эппин ача сатĕнче чăвашла кĕнеке çуккине те ун намăссăрлăхĕ тесе калам, ман мар...

Çак усаллăх хыçĕнче чăннипе вара -
чăвашлăхшăн чунĕ ыратни. Вăхăчĕ çапла - хамăн вăйсăрлăхăмах пула хамăн ирĕкĕмпех шăппăн хуйхăратăп.

;)
Михаил Волков // 3049.95.0648
2015.06.17 15:05
Эпир пурнăç хăй еккипе кайĕ те хăех пур проблемăна татса парĕ тесе шутлатпăр мар-и вара? Дофигсенчен питех уйрăлсах тăмастпăр. Пуçлăхсем те, кирек-хăш яваплă ĕçтешсем те. Чăваш ача сачĕсем пурри-çуккине те пĕлме шутламастпăр, ĕлĕкрех ку статистика пурччĕ. Хамăр ларнă турата пăчкăпа сĕрсе çĕре лачлатасран та шикленме пĕлместпĕр. Кашниех ку ыйтусене кам та пулин татса парасса кĕтет.
Agabazar // 1910.33.5202
2015.06.17 15:48
Agabazar
"Чăваш ача сачĕсем пурри-çуккине те пĕлме шутламастпăр, ĕлĕкрех ку статистика пурччĕ."

Мĕн статистики ĕнтĕ...
Ача сачĕсем Вĕрентÿ министерствин тытăмĕнче тăраççĕ. Министерствăран мĕнле инструкцисем, циркулярсем параççĕ, çав майсемпе ĕçлеççĕ ача сачĕсем. Вăл системăра та шутсăр хăватлă вертикаль. Çарти пекех.

Ав, тĕрлĕрен ăслă "Тăвансем" палăртнине ĕненсен, уяв кĕнеки çуккишĕн те орфографи пирки калаçма хăякан çын айăплă пулса тухать... Пушкин айăплă мар-и тата?

Вопшĕм, пушара аçа çапнă....
Тăван // 1568.41.8458
2015.06.17 22:21
Орфографи çинчен калаçса хаклă вăхăта сая яриччен усăллă ĕç тăвасчĕ тесе каласшăн эп, Акапасар. Унтан ытла ним те мар. Çĕр çул хушшинче никам татса паман ыйтăва эсир татса парас çукки куçкĕретех. Каçарăр хытă каланăшăн, чăнлăхĕ çапла. Атту эсир хăвăрăн орфографи проектне, пĕтĕм чăваша тивĕçтерекеннине, тахçанах кунта кăларса хунă пулăттăр.
Agabazar // 1432.90.4514
2015.06.18 00:03
Agabazar

Акапасарăн хаклă вăхăчĕ пирки мар, хăвăрăн хаклă вăхăт пирки ытларах шутлăр. Эпир

вара сирĕн асăннă "пулăшăвăрсăрах" ĕмĕре мĕнле те пулсан пурăнса ирттерĕпĕр.



Вырăсла кăна çапла калаççĕ: "Не учите меня жить, лучше помогите материально!" http://www.youtube.com/watch?v=LV-YNK4MQ7A
Agabazar // 1432.90.4514
2015.06.18 00:43
Agabazar
"...усăллă ĕç тăвасчĕ..."

Каллех каппайланатăр. Тĕнчере мĕн усăллипе мĕн усăллă маррине сиртен лайăхрах чухлакансем те пур.



"...Çĕр çул хушшинче никам татса паман ыйтăва..."

Мĕн чухлатăр-ши çĕр çул хушшинче мĕскер пулса иртнисене!



"...Каçарăр хытă каланăшăн,...."

Мĕн хытти-çемçи? Шутсăр айванла, çавă çеç!



"...Атту эсир хăвăрăн орфографи проектне,..."

Мĕн чухлатăр-ши Акапасар "проекчĕсем" пирки? Чухламастăр пулсан шăпăрт тăраççĕ ăна!!!



Тĕп текста вуласа тухнă-и-ха?
Ак мĕн çырнă унта: <<...халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар!>>
Вăт çапла! Эсир вара, ăнманскер, темĕнле "Акапасар проекчĕсем" пирки сăвăл вĕçтерме пуçланă....
Михаил Волков // 3661.95.2865
2015.06.18 21:35
Эсир ялти ачасем те чăвашла калаçасшăн мар тетĕр. Чăвашла кĕнеке, хаçат-журнал вулама кăмăллаççĕ-и? Ку тĕлĕшпе вара тата та япăхрах пыраççĕ мар-и ĕçсем? Хăвăр тата чылай вулатăр-и чăвашла! Ку орфографипе графикăна та пырса тивет. Партă, картă тенисем куçа тиреççĕ ытти чĕлхесемпе нумай вулакана, хыпарлăх кăсăкки чуна хуçать.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем