Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145385 хут пӑхнӑ

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 2113.3.8420
2015.06.12 11:30
Victor
Юлашкинчи Ф, малтанхипе танлаштарсан, чăнах та янравлă илтĕнет. Вăт çавнашкал аллофон.
100%
Agabazar // 3456.2.8834
2015.06.12 11:53
Agabazar
Кунта ак çакнашкл мыскара: вырăс чĕлхинче янравлă Ф çук. Фонема шучĕпе те, аллофон шучĕпе те.
Михаил Волков // 4238.08.3495
2015.06.12 20:56
Ан култарăр-ха. Хушаматсем вĕçĕнче В вырăнне Ф каланине мантăр-им? Ку вĕтĕр-шакăртан такăнса тĕп проблемăран пăрса ан ярăр тавлашăва. Фонема теорийĕ вырăссене тымарморф вĕçĕнче янравсăр сасса янравлă пĕлтерĕшлĕ литерăпа çырма чармасть: ГЛАЗ, РАД, ФЛАГ... Икĕ уçă сасă хушшинче е ĕнерекенни умĕнче вара тин янравлă пĕлтерĕшлине куратпăр: ГЛАЗА, ГЛАЗНОЙ, РАДА, ФЛАГМАН... Эпир мĕнрен уйрăм вара!
Михаил Волков // 9688.3.2840
2015.06.12 21:26
Х фонемăпа ан айкашăр: Кавказ халăхĕсен чĕлхисенчи пек янравлă пĕлтерĕшлĕ хÿреллĕ саспалли хушар мар алфавита, асăрхаттарупах çырлахар ун хыççăн парса. Паллах, "Хуб туртарать" тесе çырни малтан куçа тирет ĕнтĕ. Хулăн хубă... Иккĕлентереççĕ ХУБРАН, ХУБИ (ХУПРАН, ХУПИ вырăнне). Тен, морфема аломорфпа улшăннине шута илсе фонетика принципне тĕпе хурар: ХУП, ХУБĂН, ХУПРАН, ХУППИ...
Agabazar // 3732.79.0199
2015.06.13 00:16
Agabazar
Хушаматсем вĕçĕнчи [ф] янраканни мар. Янраман [ф].
Анчах та вăл аффикс хушăнсан янрама пултарать: Иванофăн. Кунашкал ф вара вырăс чĕлхинче çук. Чăваш чĕлхинче, ав, пур.
Agabazar // 1112.6.1519
2015.06.13 12:03
Agabazar
Туртăм (камăнлăх) падежĕнче:

Иван Ивановăн (Иванофăн вуланать! [ф] янравлă!)
Нина Ивановăн (Кунта вара Иванован вуланать!)

Орфографи иккĕшне те пĕр пек çыртарни кăмăллах мар.

Хăшпĕри [в] сасса [ф] сассăн янравлă мăшăрĕ тесе шутлать. Анчах та ку апла мар.
Михаил Волков // 4829.5.2174
2015.06.13 22:48
Каллех проблемăна вак-тĕвек ыйтупа хуплатăр. Янравлă Ф пирки калаçни вырăнсăррине пĕлетăркачах айкинеле пăратăр тавлашăва.
Янравлăхпа янравсăрлăх - сĕм авалхи чĕлхерен папкаланса уйрăлнă чĕлхесене аталанма çул уçнă оппозици (сасăсене уйăракан хире-хирĕçлĕх). Чĕлхемĕрте çак хире-хирĕçлĕх пуррине йышăнмалли пирки калаçатпăр.
Михаил Волков // 4829.5.2174
2015.06.13 23:11
Латинсем, грексем, готсем хăйсен чĕлхисене ностратла чĕлхерен уйăрнă чух чылай авалхи тымар сăмахри сасăсене хушнă, ылмаштарнă. КАЛА глаголăн тымарне грексем ЛОГ тунă (кутăнла çавăрнă, Ана Опа ылмаштарнă). Ку тымарморфран ЛОГИКА, ФИЛОЛОГИЯ, темĕн чухлĕ ЛОГИЯ (вĕрентни, вĕрентÿ, ăслăх=пĕлÿлĕх) вырăс чĕлхинче. (Каланине авал вĕрентни тенĕ.)
Agabazar // 3304.26.5666
2015.06.13 23:56
Agabazar
Ырă Çыннăмăр Михаил Волков, Эсĕр Фоменко академикпе пуçаналлă мар-и? :-)
Agabazar // 3304.26.5666
2015.06.13 23:56
Agabazar
Ырă Çыннăмăр Михаил Волков, Эсĕр Фоменко академикпе пуçаналлă мар-и? :-)

Страницӑсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем