Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020599 хут пӑхнӑ

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 3741.77.8947
2015.04.14 06:17
Agabazar
Ах, Тур, Тур, çырса тултарнă та вара кунта! Пĕтĕм уй сип-симĕс те ем-ешĕл!
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.14 09:32
Çум курăк ĕнтĕ ку - ешĕлли. Админ аптăрать пулмалла тарăхакансен сăмахне пичетлеме. Итлемеççĕ вĕт ăслисене. Тепре калатăп: Лукиана вулăр. Лукиянов та начар ача мар, тăн параять.
2015.04.14 11:39
Аçтахар Плотников
«АТИ-АПИ-и? Абсурд. Куславккасем АМУ-АÇУ теççĕ. Вирьялсем мар пачах та. Туркай вĕсен чĕлхине ма хÿтĕлемест?»
Ара вирьял чӗлхине, куславккасен чӗлхине хӳтӗленинче мӗн япӑххи пур? Хӳтӗлес тесен хӳтӗлемеллех.
Ҫавах та ҫав хушӑра литература чӗлхипе диалектсем мӗнпе уйрӑлса тӑнине ҫеҫ манмалла мар. Диалектсене вара калаҫу чӗлхипе сыхласа пымалла. Ачасем чӑвашла калаҫма пӑрахнӑран кӑна диалектсем хӑрушлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Литература чӗлхи хӑҫат йӗркеленнӗ те эп хам ҫав-ҫавах вирьялла калаҫап — апи-атте мана ҫапла вӗрентнӗ. :) //апи — вирьяласем, атте — анат енчисем (тӗрӗссипе вӗсем мана «папа-мама» теме вӗрентнӗ; апи-аннесене вара хӑйсем сисмесӗр персе янинче анчах илтсе).

«Админ аптăрать пулмалла тарăхакансен сăмахне пичетлеме.»
Ара ман кӑшт канмалла та мар-им? :) Кунӗн-ҫӗрӗн эсир мӗн ҫырнине тӗрӗслесе ларас килмест :) Пахчара симӗс курӑк шӑтса тухнипе киленес килет :) //комментари ҫырмалли йӗркене кӑна ан пӑсӑр — пурин шухӑшне те вырнаҫтаратпӑр.
Agabazar // 3936.34.4559
2015.04.14 11:56
Agabazar
Конми: <<Диалектсем - тĕрĕс мар чĕлхесем тесе вĕрентрĕмĕр.>>

Нихçан та никама та ун пек вĕрентмен! "Чăваш чĕлхи Канаш таран" тесе вĕрентни вара пулнă!



"Нимĕçсен 47 диалект. "
Ну култаратăр та вара!!!! Нимĕçсен 47 диалект мар, 48 диалект. Паллах, ку шÿт. Тĕрĕссипе диалектсем чăх чĕппи мар, вĕсене кунашкал шутласа кăларма май çук. Диалектсем хушшинчи чикĕсем те уçăмсăр. Тĕрĕссипе каласан, унашкал чикĕсем пачах та çук.
Зина // 2923.33.5385
2015.04.14 19:46
Сайтра,хаçатра тавлашни пире мĕн уссине парĕ-ши?Ял хушшине, ашшĕ-амăшĕсемпе асаттте-асанне, кукаçипе кукамайсен хушшине ырă канашлупа çитмелле. Вĕсем тăван чĕлхене кил-йышра, çемьере хисеплеме вĕрентеймесен шкулти уроксемпе хаçат-журналсенче çеç чăвашлăха упрама, юратма çул уçаймастăн. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхи урокĕнче шкулта уçнă тăвăр сукмака киле таврăнсанах ашшĕ-амăшĕсемех хуплаççĕ,"чăваш чĕлхипе экзамен памалла мар вĕт" теççĕ...Эппин, пирĕн пурин те малтан хамăртанах çак ĕçĕ пуçламалла. Тен, лав тапранĕ кăштах.
Agabazar // 3584.75.3320
2015.04.14 22:18
Agabazar
Кунта часах Таймер персе çитет акă: Зина еплерех ылттăн сăмахсем калать теме пуçлĕ....

"... //апи — вирьяласем, атте — анат енчисем (тӗрӗссипе вӗсем мана «папа-мама» теме вӗрентнӗ; апи-аннесене вара хӑйсем сисмесӗр персе янинче анчах илтсе)..."

Таймер кунта персе çитсе сирĕн мухтавлă аçăр-аннĕре питлеме тытăнасран хăрамастăр-и? Тепĕр самант: Шупашкар таврашĕнчи ялсенче, вĕсене ытларах Вирьял зонине кĕртеççĕ пулсан та, АПИ-АТИ тееси питех йăлара пулман. Ытларах атте-анне тенĕ çапах та. Чăн-чăн вирьяллăх вăл Муркаш, Етĕрне, Чутай, Элĕк еннелле çеç. Унта та тĕрĕссипе тĕрлĕрен кĕнчеле....
Конми // 7140.2.8961
2015.04.14 23:28
Шăлйĕрме тесен эпир никам çĕнейми ăстасем. Ара, диалектсеме кĕрешер. Сăмах çапма тесен, ку ăсталăха ача сатĕнченех çивĕчлетсе ÿсетпĕр-çке. Кăштах шухăшларах калаçни, Акапасар шăллăм, сиен кÿмĕ никама та.
Татах та калам: диалектсемпе литература челхи пĕр-пĕрне хирĕçле, тăшманла пулăмсем мар. Тури диалектла калакан чăваш сăмахĕсем тĕрлĕ халăхсен истори палăкĕсенче пуррине асăрхама пулать.
Конми // 7140.2.8961
2015.04.14 23:46
Сăмахсарсенче тури диалект формисене туллинрех кăтартни чĕлхе тата истори тĕпчевçисемшĕн усăллине манар мар. Пирĕн чĕлхене тĕнчери университетсенче вĕрентни пирки иртнĕ форумра каланăччĕ. Ара, ĕненмелле мар: Голланди профессорĕсем чăваш чĕлхине вĕрентмелли кĕнекесем çыраççĕ! СШАн 7 университетĕнче пирĕн чĕлхене вĕрентни çинчен И.Андреев çырчĕ, анчах Голландие кайса курни çинчен çыраймарĕ пулĕ чунĕ кÿтсе килнипе пĕр 4 çул каялла.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.15 05:47
Agabazar пӳлсех,Таймертан маларах Ҫинкӑна тав сӑмахӗсем калассине пӗлтерес килет. Шкулта кӑна формӑшӑн чӑвашла уроксем тунипе ниҫеех кайма ҫук. Килте,ҫемьере,кружоксенче,тематикӑллӑ секцисенче пач чӑвашла кӑна калаҫсан тин ӳсӗм пулма пултарать.Паянхи 3-4 класс валли Чӑваш чӗлхи кӗнекинче пӗтӗмпех чӑмласа панӑ,хитре ӑсталанӑ. Пӗрех килте калаҫмасӑр ҫав вӗренӳ кӗнекисене тишкерекен ҫук ачасем хушшинче.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.15 09:16
Кун пек Каланипе "Admin: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр" килӗшме ҫук пек,ман шутпа.Кам хирӗҫет, никам та.Сайта кӗрсе калаҫаканни ровно 5 ҫын(50 та мар,тем более 500 те мар)."Из праздного любопытства" кӗрекеннисем шутра мар.Дежурный Акасапар пур,Таймер,Бор,Конми,Пасар-все,хаклӑ ҫыннӑмӑрсем. Аксар Чунтупай,Саймон,Патвар-ҫухалчӗҫ.Кунта шакӑлтатса вӑхӑт ирттересшӗн мар.Вара камӑн хирӗҫмелле?

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем