Атила // 3913.58.4645
2015.04.16 11:30 | |
Пасар-Акапасар.Садикра мар,хӑвӑн килӳнте мӗнле чӗлхе хисепре пулнине каламасӑрах ӑнлантӑмӑр.Эс "папа-мама".Ачусене чӑвашла вӗрентме шутламан.Халь ҫынсен ачисене вӗрентессишӗн ҫунатӑн иккен.Кулӑшла мар-и?. | |
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.16 11:56 | |
Атила, эсĕ манпа пĕрле урамра çаруран чупса ÿсмен. Чĕлхÿне çырт та туллашма чарăн. Аван мар. Кашни çырăвунтах - вĕчĕлĕх, тарăху, мăн кăмăллăх. Кăштах хисепле калаçташусене. | |
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 12:43 | |
Ку Agabazar палан Пасарпа кулса вилмелле.Атилӑ калашле,кама угодно вӗрентме хатӗр,тульккӑ хӑйсен ачисене мар.Леш Патшалӑх Канашӗнчи депутатсем пекех - ачисем Корея-Канадӑсенче пурнаҫҫӗ, вӗсем чӑвашлӑха аталантарасса шанса пурнаканни Agabazar. | |
Agabazar // 2547.79.6585
2015.04.16 17:56 | |
Сахалтарах кулса вилме сунатăп.Вăн, илтрĕре, Пасар "калаçташ" терĕ. Тĕрĕсрех калаçуташ теес пулать. Вара мĕн, çынсен ачисем Канадăра, Кăнтăр Корейăра пурăннишĕн ăмсанатăр-им пит. Ăмсаннипе вилсе ан кайăр тата! | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.16 22:24 | |
Ют ҫын штлеместь пуль-те.Чӑваш депутачӗн ачи Канадӑ-Кореяра пурӑнать-и?.Ма Каҫалта е Шупашкарта мар?.Патриотла_и вара ку?.А эпир Акташа вӑрҫатпӑр. | |
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 22:55 | |
Agabazar тете,ӑмсанмастпӑр пӗр грамм та. Ӑмсанас туйӑм пирӗн ҫуралман ха. Эсӗ Патшалӑх Канашӗн пайтаҫӗсем ҫине шаннине пӗлтертӗн. Анчах та вӗсен ачисем тахҫанах урӑх ҫӗршывра. Пирӗн Лукиянов пурччӗ пулмалла ЧНК ра,вӑл тахҫанах Эмерӗкре. Сысса хунӑ вӑл сан конгресс ҫине. | |
Конми // 2464.74.7619
2015.04.16 23:24 | |
Голланди профессорĕсем пирĕн делегацие çапла ăнлантарнă: чăваш чĕлхинче сĕм авалхи ностратла чĕлхен тымарсăмахĕсем нумай сыхланса юлнă.Иртнĕ форумра С.Крамерăн "История начинается в Шумере" кĕнекинче Урукагина саккунĕсем (4000 çул авалрах), В.В.Николаевăн "Иллюстрированная история чувашей. Кн.1."Свод Аккадских текстов" сыпăкри 2 текст чăвашла вуланаççĕ (пирĕн эрăчченхи 6-мĕш ĕмĕр) тенĕччĕ. Вуласа пăхăр. Ан ÿркенĕр. | |
Конми // 2464.74.7619
2015.04.17 00:03 | |
Пасар сăмахри ностратла тымар ПОС ПАС ПУС "шагни", "ступи" тĕп пĕлтерĕшлĕ. Вăл ПАССАЖИР, АВТОБУС ("хăй çÿрекен"), ПАСТУХ тата нумай сăмахра тĕрлĕ чĕлхере тĕл пулать. "Яма", "колодец" пĕлтерĕшĕсемпе испан тата чăваш чĕлхинче илтĕнет: ПОСĂ, POZO (колодец), ПОСĂ, FOSO(яма). П - Ф ылмашу. | |
Зина // 1481.5.3496
2015.04.17 07:28 | |
сирĕн мухтавлă аçăр-аннĕре питлеме тытăнасран хăрамастăр-и?...
Ман аттепе-аннене питлеме кирлĕ мар, çавăн пекех Сирĕннине те...Мĕншĕн тесен эпир чăваш пулса çуралнă,чăвашлах вилеппĕр,чăвашлăхшăн чăвашăн тăрăшмалла,чăвашлăха упраса малалла аталантармалла тесе вĕрентетпĕр.Хальхи çамрăк асатте-асаннесемпе, кукаçисемпе кукамайсемшĕн,вĕсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн пăшăрханмалла.Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем вĕсен хушшинче халĕ уроксенче,тĕрлĕ тĕлпулусенче тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн мĕн чухлĕ ĕçлеççĕ.Анчах вĕсен ĕçĕ çеç çителĕксĕр, ушкăнпа тавлашмасăр,хирĕçмесĕр, лăпкăн ĕçлемелле.Чăваш халăхĕ нихăçан та усал пулман, ĕçе лăпкă , тирпейлĕ пурнăçлама тăрăшнă.Пирĕн те хамăр чăвашлăхшăн пÿçăннă ĕçе килĕшÿпе йĕркелесе пымалла... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.17 09:35 | |
Просто "тавлашуллӑ" статья хаҫатра тухни - ку вӑл ытларах Пиар шутӗнче ӗнтӗ.Вӑт тарӑн шухӑшлӑ, аналитикӑллӑ статьясем хаҫатра ҫукки чӑнах тарӑн шухӑша ярать.Те халӑх талантлӑ журналистсемпе хӗсӗрленсе пырать, те хаҫат пуҫлӑхӗсем талантлисене ҫул памаҫҫӗ.Пирӗн ҫӑмӑлттай,ҫиелтен шӑйӑрттарнӑ статьясемпе ҫырлахмалли юлать.Как следствие,тираж ҫук-веҫех хӑмпӑ. |