Пасар // 4117.51.7078
2015.04.17 09:39 | |
Акапасар, КАЛАÇТАШ темелле, ку сăмахпа усă куратпăр, ăна чĕлхе комиссийĕнче çирĕплетнĕ. Юрать, калькăласа куçарнă пултăр: собесед(а)ник-калаç(у)таш. Анчах - чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмах кĕнĕшĕн хĕпĕрте, тăванăм. | |
Зина // 2186.78.7042
2015.04.17 14:34 | |
Шел те ача пахчисенче те чăвашла сахалрах калаçатпăр çав...
"Тепĕр вунă çултан ялта чăвашла таса çыракан- калаçакан юлать-и?"-тенине хирĕç çапла калас килет: Эпир таса çырасси çине çеç мар, тĕрĕс çырасси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.Анчах чăвашла та, вырăсла, ытти чĕлхесемпе те тĕрĕс çыраканнисен шучĕсем çулсеренех чакса пыраççĕ. Эпир вара хамăр тăван чĕлхепе йăнăшпа çырсан та савăнма тивĕç. Çырма вĕренме тăрăшни те паха, йăнăшпа çырсан та хăнăхса пыччăр. Пурте çыравçăсемпе вĕрентекенсем пулаймĕç.Пирĕн тăван çĕршыва,атте-анне чĕлхине юратакансене,хисеплекенсене, ырă чунлă,хастар, ĕçчен çынсене çитĕнтермелле.Тĕрĕс çырайманнишĕн ятласа хамăрăн тăван чĕлхерен пистермелле мар. Çав шутрах тури, анат чĕлхисемпе те вĕсене пăтраштарма кирлĕ мар. Хамăрăн патшалăх чĕлхине туллинрех, илĕртÿллĕрех вĕрентессишĕн вăй хумалла. | |
Agabazar // 2038.93.6134
2015.04.17 23:10 | |
Пасар: <<Акапасар, КАЛАÇТАШ темелле, ку сăмахпа усă куратпăр, ăна чĕлхе комиссийĕнче çирĕплетнĕ. Юрать, калькăласа куçарнă пултăр: собесед(а)ник-калаç(у)таш. Анчах - чăваш чĕлхине çĕнĕ сăмах кĕнĕшĕн хĕпĕрте, тăванă>>
Сăмаха "куçарман", ăсталанă. -таш/-теш аффикс ЯПАЛА ЯЧĔСЕМ ÇУМНЕ çыпçăнать. "Калаç" глагол, япала ячĕ мар. Эппин вăл тĕлте "калаçу" тăмалла. Собеседниксем мĕн тавра кĕпĕрленеççĕ? Калаçу тавра. Вăт çапла. "Калаçташ" лÿпперрĕн илтĕнни тÿрех сисĕнет. http://termin.chv.su/term/1135.html | |
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.20 12:54 | |
Зина, тавах. Акапасар, чĕрре ан кĕр. | |
Agabazar // 2376.12.7640
2015.04.20 21:52 | |
Пасар, мĕншĕн Зинана кăна тав тăватăр вара?
Мĕншĕн Акапасара тав самахĕ лекмен Пасартан? :-) Мĕншĕн Акапасара пĕрреллĕ хисеппе чĕннĕ, çав вăхăтрах Зинана апла чĕнсе мăшкăлламан? (Зинашан эп, паллах, савăнатăп кăна!). Е ку Зина "вырăс" шутланать-и! | |
Ют Ҫын // 5413.1.0500
2015.04.20 22:16 | |
Вӑт ку сӑмахсем-"Çырма вĕренме тăрăшни те паха, йăнăшпа çырсан та хăнăхса пыччăр. Пурте çыравçăсемпе вĕрентекенсем пулаймĕç.Пирĕн тăван çĕршыва,атте-анне чĕлхине юратакансене,хисеплекенсене, ырă чунлă,хастар, ĕçчен çынсене çитĕнтермелле"-пит те тӗрӗс. Хам та ҫаплах калатӑп хура халӑх хушшинче.Agabazar текенни вара тем пӗтӗрӗнет, тем хыҫкаланат. Ӗмӗрне пӗреллӗ хисеппех вӑрҫса ирттерет. | |
Зина // 3752.98.4537
2015.04.20 22:20 | |
«Пĕр-пĕринпе сапăр пулăр, çукшăн-пуршăн чашкăрса çÿрессинчен, харкашасран аякра тăрăр»-,тесе халалласа хăварнă пире И.Я.Яковлев. Пире усал тума мар, ырă тума çуратнă. Эппин, пĕр-пĕрне кÿрентерер мар, ăмсанар мар.Ырă ĕçĕн çимĕçĕ те ырă, ырă ĕçĕн хакĕ те пысăк. Ваттисем çапла калаççĕ вĕт. Тата "Ырă çын çынна хурламасть, хурлама мар, хăй ырлать"-теççĕ.
| |
Псаки // 5413.1.0500
2015.04.21 06:47 | |
Agabazar -сан пит кӳренекенни.Тата хӑй наци лидерӗ пуласшӑн. Кун пек лидерсемпе укӑлча умӗнчен маларах кайма ҫук. Адер-Одер кирлӗ халӑха. | |
Agabazar // 3246.1.1387
2015.04.21 09:30 | |
Зина юлташ,
Кунта малтанхи хут лекекен ак çапла шутлама пултарать: темле çынсем çакăнта пырса переннĕ те, ĕçсĕр аптранипе тем çатăлтатаççĕ имĕш... Çапла шутлама хăтланни усăсăр. Патшалăх ухмах мар вăл унашкал япаласене хăйне тĕллĕн кустарма. Пурте кунта çав тери кирлĕ йĕрпе шуса пырать. Çав кирлĕ йĕре палăртаканасем эпир мар паллах. Вăт çавнашкал вăл, тавлашу тенин мыскари... | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.21 11:24 | |
Agabazar " Кунта темле çынсем çакăнта пырса переннĕ те, ĕçсĕр аптранипе тем çатăлтатаççĕ имĕш..." -пит те тӗрӗс сӑмахсем ҫаксем. Ӗҫсӗр аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет.
|