Agabazar // 3190.51.2554
2014.12.17 16:19 | |
Çĕнĕ терминсене конструкцилесси (1), вĕсемпе усă курасси (2), халахра сарасси (3) пĕрре те çăмăл япаласем мар. Чи йывăрри, паллах, виççĕмĕш пункт. Анчах иккĕмĕшпе перремĕшĕ те çамăллăн пулаканнисем мар. | |
Пакур // 4117.51.7078
2014.12.17 17:01 | |
Тахçан пĕр министр Хыпар ята питĕ хирĕç пулнă тенине илтнĕччĕ. Ара, вырăсла вăл глотать пулать-çке. Туркай çав министр пек шухăшлать пулсан - хупăнчĕ чăваш чĕлхи малалла аталанас çул-йĕр. Хыпар хаçатра çĕнĕ редактора никам та вăл йăнăш çулпа пынине ăнлантарса параймасть-ха хальлĕхе. Хăратпăр-ши? Максимовĕ Леонтьева хирĕçлеме хăятчĕ. Халь вара Хыпар ят-сумĕ кайнăшăн савăнать кăна, ара, хăй пуçлăх пулаймарĕ те... Туркайĕ вара никама та итлемест. | |
Иван // 4117.51.7078
2014.12.17 17:09 | |
Акапасар тĕп-тĕрĕс калать. Чĕрĕк ĕмĕр çырнă сăмахсенчен пистерни - айванлăх. Нумай-нумай çĕнĕ сăмах кĕртнĕ Станьял Туркая редактора лартсан асар-писер мухтаманччĕ-и-ха ăна? Ватăсене хирĕçтерсе çÿриччен хăйĕн маттур вĕренекенне тÿрĕ çул çине тăратасчĕ. | |
Agabazar // 4286.60.6508
2014.12.17 20:52 | |
Уйăх ячĕсем пирки
Январь, февраль,..., декабрь тенисем чылай чухне чăваш фонетикипе орфографине хирĕçлеççĕ. Анчах та "чăн чăвашла" текен ятсен те çитменлĕхĕсем пайтах. Сăмахран, хăйсем тĕллĕн, "уйăхĕ" текен хушма сăмахсăр, усă курма майсем çукраххи. "Çу" тени самаях лÿпперрĕн илтенет, ирĕксĕрех "çу уйăхĕ" теме тивет. Тата ытти те. Январь, февраль, март, апрель, май, июнь, июль, август — ку орфограммăсем чăвашшăн ютах мар темелле. Сентябрь, октябрь, ноябрь, декабрь — чăвашлăхпа çыхăнайман орфограммăсем. |