bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.25 16:06 | |
Асар хăта,Бор господин мар-ха,ан шиклен.Чĕлхе ыйтăвĕпе кунта пирĕн хушăра(ним те ăнланманнисем хушшинче)калаçни нимĕн чухлĕ те уссине паримаç пулĕ.Чĕлхе пирки тарăн калаçма Чĕлхе комиççийĕ,Чĕлхе институчĕ,Вĕрентÿ институчĕ,тĕрлĕрен фондсемпе союсем пур.Кунта пакăлтатнин нимле Вăй та çук.Вăхăт ирттерес тесен юрать сăмах ваклама. | |
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:34 | |
Асар, эсир хăвăр тата сирĕн çывăх çынсем хайхи "тĕрĕс" сăмахсемпе усă куратăр-и? Кулленлĕхре? Арăмăра:"Сивĕтешрен яшка илсе пар-ха!"—тетĕр-и? Кÿрше каçсан:"Кăрлачра така пусасшăн-ха",— тесе калатăр-и?
Е сире вырăссем "чĕлхĕр начар!" текелесе ывăнтарса çитернĕ те, эсир вара аптранипе путишлĕх çулĕ çине тăрасшăн? Такам умĕнче ху тĕве мар иккенне ĕнентерме тăрашни вăл — чи начар çул! | |
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:39 | |
Тĕрĕссипе мана сивĕтĕш сăмах килĕшет, анчах ăна кулленлĕхе кĕртесси ай-вай тертлĕ ĕç! Кăрлач тени те килешет. Ака, Çу тенисем вара самаях сехĕрлентереççĕ. Мĕншĕн иккенне çÿлерех ăнлантарнăччĕ пулас. Январь тени те чăвашшăн пит юрăхлă сăмах. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 17:50 | |
Хамăн шухăша каланă: мĕн пур сăмаха чăвашлатма тăрăшмалла! Тертлĕ пуль çĕнĕ сăмаха хăнăхма, анчах чакмалла мар. Çырулăхра та пулин усă курар. | |
Михаил Волков // 2468.72.8302
2014.12.26 00:24 | |
Чăвашла терминсем чĕлхере çирĕпленччĕр тесен шкулпа алла-аллăн радио, телевидени, хаçат-журнал, театрсем тăрăшмалла. Чăваш тетелĕнче терминсен конкурсне уçсан аван пулĕччĕ. Ăнăçлăрах тунă термина астуса юлма, хамăрăн пуплеве кĕртме çăмăлрах. Куллен уçса татмалли чăвашла Куллентăран темиçе йышши хатĕрлесе кăларма, ку ĕçпе юп курма пулать. Ăна туристсем хаваспах шырĕç, халăхра та вăл кăвакарса выртмĕ. Ку ĕçе эпĕ 90-мĕш çулсенче тытăнма хăтлантăм, самана йăтăнни путлантрчĕ. Халĕ халсăр пулнăран хама кирлĕ пулайман ырă сĕнÿсем çеç парайăп. | |
Agabazar // 4012.79.2596
2014.12.26 01:46 | |
Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 17:50 <<Хамăн шухăша каланă: мĕн пур сăмаха чăвашлатма тăрăшмалла! Тертлĕ пуль çĕнĕ сăмаха хăнăхма, анчах чакмалла мар. Çырулăхра та пулин усă курар.>>
Нимĕнле "шухăш" та мар ку. Кÿрентерес тесе мар калатăп, ку вăл айванлăх çеç. Январь сăмахĕ хăйĕн чăвашлахĕ тĕлĕшпе кăрлачран пĕртте кая мар. Июнь вара Утă Уйăхĕ тенинчен чăвашлăхĕпе пин хут ирттерет. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.26 09:19 | |
Акапасар, июнь мĕнпе ирттерет Утă уйăхĕнчен? Çак уйăх ятне пирĕн несĕлсем пайăрлатнă. Çапла çухататпăр та чĕлхе еткерне. Э-эх,Акапасар, эс Тимĕр-тăмăр- кирпĕч çапан мар-çке, Бор та мар. Вĕсен - сÿпĕлтетесси... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.26 09:29 | |
Çывăх вăхăтра сивĕтеш-холодильник-refrigerator текенсем пĕрне пĕри ăнланма пуçлĕç ытлашши орфографисĕрех. Акасапар пуçларĕ те: уншăн january-январь-кăрлач пĕр сăмах пекех. | |
Атила // 3913.58.4645
2014.12.26 09:48 | |
Килĕшщмелле.Сотовый телефон мар-Кĕсье телефонĕ.Е тата:Инçе сас. | |
Якур // 1201.37.5665
2014.12.26 13:06 | |
Асар-сем те пурнăç тума пуçласан пĕтесси кăна юлать.Куртăмăр эрхип-сем мĕнле пурнăç йĕркеленине. |