Эп те килес // 4117.51.7078
2014.12.18 19:06 | |
Эпкилес хăта, вилнĕ ашакĕ - мĕн е кам? Туркайне ан ятлăр. Хальлĕхе. Ĕçлесе пăхтăр. | |
Agabazar // 2131.3.3904
2014.12.18 21:57 | |
Цитата:<< Белоруссемпе украинсем хăйсен ячĕсемпе усă курма хал çитереççĕ,>>
Паянхи Белоруссире вырăнти белорус чĕлхин шăршийĕ пачах та сисĕнмест тесен те йăнăш мар. Лукашенко "патька-патша" ăна 20 çул хушши ĕнтĕ мĕнпур курăнмалла çĕртен тĕллевлĕн кăкласа пырать. Вăл "трон çинче" паянчченех çирĕп ларнин сăлтавĕ шăпах çакăнта. Кун пек лару-тăрура "уйăх ячĕсем" пирки калаçам пекки тунин те пĕлтерĕшĕ çукрах. Хал енĕпе те çавах. Акăлчансем хал çукран "Эйприл" теççĕ-ши? | |
Михаил Волков // 2507.75.0205
2014.12.19 00:47 | |
Каллех мăшкăласа ман çырăва вăрăм тесе йышăнмарăр. Эпĕ ăна лиvита пăхсах наборларăм, лимита çитермерĕм. Админ, мĕн тăватăр кун пек пуш параппан çаптарса?!! Мĕн выляса ларатăр, мĕншĕн хамăн ятпа та форума хутшăнма памастăр? Сире эпĕ хамăн телефона патăм. Хурав кĕтетĕп. | |
Аçтахар Плотников // 3145.96.8380
2014.12.19 00:57 | |
Кунти шутлавçăпа серверти скрипт расна шутлаççĕ. Сирĕнтен никам та мăшкăлламасть. Кĕскерех çырмалла кăна. 1200 мар, 600 символ çырăр (ку utf-8 кодировкăпа çыхăннă — унта латин мар саспаллисем 2-4 символ йышăнаççĕ :( ). Ман пата нимĕнле сирĕн телефон та çитмен.
Эп ятарласа сирĕн çырăвăрсене хуратмастăп. Скрипт кăна йышăнмасть (хăй майлă шутланă май). Ку кăлтăка хăçан та пулин тӳрететĕпех пуль, анчах халь — çавнашкал. | |
Михаил Волков // 4758.2.5375
2014.12.21 00:18 | |
Уйăх ячĕсем пирки тавлашар мар. Латинларан илнисем те паха теме çук. Вĕсем çĕнĕ çул мартран (çурхи кунпа çĕр танлашнă вăхăтран) пуçланнă чух йĕркеленнĕ. Унчухне сентябрь - декабрь 7-10мĕш уйăхсем пулнă. Халĕ вĕсем 9-10мĕш. Латинсен йĕрке хисепĕсемлĕ принциппа тата тĕрлĕ ятсем парас принциппа тунă календарĕсем арпашăнса кайнă. Авал пăлхарсем те уйăхсене йĕрке хисепĕсемпе тата ятсем парса календаре кĕртнĕ. | |
Михаил Волков // 3352.16.8366
2014.12.22 00:08 | |
Март-Мардук-Мартикандем латинсен Нартукан (Нартăвакан) улăп ятĕнчен тунăсакерсем. Урăхла каласан, пăлхар календарĕ римсеннинчен авалрах пулнă тени йăнăш пулмĕ. Пуш уйăхне хамăр "куллен тăрана" кĕртни йăнăш. Вăл кашни çул пулман 13-мĕш уйăх, вăл кĕске, тулли мар, çавăнпа ăна "пушă" тенĕ. Халĕ ун пек "пуш" уйăх çук, ун вырăнне кашни тăваттăмĕш çул февраль 1 кун вăрăмланать. Паллах, ÇУ тата ПУШ ятсем пирки шутламалла. РАШТАВ та иккелентерет. | |
Михаил Волков // 1807.04.6131
2014.12.24 23:48 | |
Вăхăтра çĕнĕ япаласемпе пулăмсене чăвашла ят паманни чĕлхене çавтери çÿпĕленине халĕ тин туйса илтĕмĕр мар-и. Звонитьту, приказ пар, сварккă, электрочайник,холодильник, морозильник,.. тем тепĕр вĕçĕ хĕррисĕр...
- Чăвашла ят пани вырăсла вĕренме чăрмантарать! -Çапла сивĕтетчĕç вĕри вĕтелекенсене. Паллă маттур чĕлхеçĕ УДАРЕНИ вырăнне ПУСĂМ кĕртнине сивлесе: "ПУСĂМ не покрывает значение термина УДАРЕНИЕ" тенĕччĕ. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 09:22 | |
Волков уйăх ячĕсем пирки каланипе килĕшместĕп. Хыпар çирĕм ытла çул хушшинче чăвашла калама-çырма вĕрентрĕ. Учебниксенче те чăвашла ятсем. Вырăсла тепĕр хут çырма тытăнни - Хыпар каялла чакниех. Хыпарта холодильник вырăнне сивĕтмĕш, морозильник вырăнне шăнтмăш тесе çырма пуçланăччĕ. Тишкермелле: Туркай вĕсене пăрахăçламан-ши? Çак сăмахсене чĕлхе комиссийĕ те вăя кĕртменччĕ-ши... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.25 09:32 | |
Акасапар:"Чăваша курайман çынсемпе тата вăл ыйтупа тавлашам пекки туса тăрăпăр-и?"-Акасапар хăта каллех хăйĕн репертуарĕнче.Ятран кала-ха кам чăваша кураймасть(только не банальное-Бор е Евд.Вас,а аргументируй,пож-та!)?Енчен те чăвашсен хăйсене тÿнтер енчен тыткалани обществăра тунă Килĕшÿпе çыхланмасть(не согласовывается)пулсан,куншăн Акасапара тав тумалла.Тем тесен те социумра Килĕшÿ туса пурăнмалла. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 10:47 | |
Бор(юлташ-и эс господин-и -пĕлейместĕп-ха), эпир кунта чĕлхе ыйтăвĕсемпе калаçатпăр, эсĕ вара Акапасарпа кăна тавлашатăн. |