Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4273699 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2013.10.28 20:26
Аçтахар Плотников
«Станьяла ун чух сăмах паманнине астумастăр-им?»
2007 çулхи пухура Станьяла сăмах парсаччĕ / вăл вăхăтри сăнӳкерчĕк пур, ĕненмесен...
2013.10.28 20:26
Аксар Чунтупай
Agabazar политологи ятлă наукăна начар шĕкĕлченĕ курăнать...
2013.10.28 20:30
Аксар Чунтупай
Атнер, уçса пăх-ха официаллă сайтсене - унта Лукианов çинчен пĕр сăмах та... Шăпăрт... Паллах, телевиденисĕр пуçне. Турра шĕкĕр, Марина Карягина маттур... Наци телевиденине пăхаймарăм-ха...
2013.10.28 20:35
Аксар Чунтупай
Чăваш наци телевиденийĕ те - шăпăрт... Çук унта пĕр хыпар та ку пулăм çинчен...
2013.10.28 20:41
Аксар Чунтупай
"Сăмах май, ун чухне, пуçлăхра Николай Фёдоров ларатчĕ пулин те, Аслă пухăва лекме нимĕнле йывăрлăх та çукчĕ."

Аслă Пухăва чăваш чăвашах кĕме чарни вара, чăн та, никама та чыс тумасть. Анчах та ăна пĕр кăлтăксăр, хирĕçÿ-тавлашусăр ирттерсе ярас тĕллевпе туни куçкĕрет вĕт-ха. Апла пулсан, ăна видеотрансляци тумалла пулнă. Вара пурне те килĕшÿллĕ пулатчĕ.
2013.10.28 20:45
Аксар Чунтупай
Сăмах май, мĕншĕн-ха тин кăна уçнă ЧНК сайтĕнче нимĕнле хыпар та çук? Должноçсене пит вăйлă çунă курăнать... "Çур литрне" кам лартнă-ши? Е каллех ĕçлемен сайт пулĕ-ши?
Agabazar // 9767.2.8258
2013.10.28 20:54
Agabazar
Кибеч вăл çыравçă, музыкант. Нимĕнле "...радикал" та мар вăл. Çавăн пекех Угаслвпа Ивантаев та нимĕнле "...венниксем" мар. Пĕри усламçă, тепри — влаç обойминчи "кадр". Çавă çеç.
ял ачи // 4277.62.6492
2013.10.28 21:35
Аксар Чунтупай: "Чăван наци телевиденийĕ те - шăпăрт. Çук унта пĕр хыпар та ку пулăм çинчен..." Лайăхрах шырамалла. Конгресс умĕнхи "Çапла пултăр!" ток-шоура Хусанкай та, Лукианов та пулнă.http://www.youtube.com/watch?v=2I2N6rfwUWk
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:06
Админ, Аксар тата Акапасар( в первую очередь)-эсир питĕ интереслĕ чăвашсем. Тытăр та уççăмăн тĕрек парăр Лукианова. Пĕрле сÿтсе-явăр ыйтусене, урама тухăр. Пухăва мандат илме тăрăшăр, кайран трибуна çине тухса по существу Лукианова тĕрек парăр. Мĕн кунта пĕр-пĕринчен ыйтса ларатăр? Может сире Еврейсен килсе пулăшмалла( Лукианов пĕр вăхăтра вĕсен укçи çине ставка турĕ те).
Якур // 2073.68.7975
2013.10.28 22:14
Аксар: "Чăван наци телевиденийĕ те - шăпăрт . .. " Эсир ачасем тĕпсакайĕнче ларнипе политика тăвасшăн пулас. Наци телевиденине Тĕреклĕ те Тăнлă чăваша тупса лартма слабо. Тавай пĕрле сÿтсе-явмалла. Тимĕр чупрĕ Пухуччен, Çавра сĕтелсем йĕркелерĕ. А эсир кама кĕтсе ларатăр, кирлĕ мар пулсан ан та çырăр "политики".

Страницӑсем: 1, ... 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем