Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Наци конгресӗ иртнӗ хыҫҫӑнхи шухӑшсем

Аçтахар Плотников28.10.2013 10:4274759 хут пӑхнӑ

Ҫапла, 8-мӗш Аслӑ Пуху иртсе кайрӗ. Тӳре-шара хӑйӗн тивӗҫне турӗ теме пулать — Чӑваш наци конгресне хӑйӗн аллинчен ямарӗ.

Юрӗ, Николай Фёдорович, япӑх ҫын мар тейӗпӗр. Анчах та ку суйлава епле ирттерни мана пӗрре те килӗшмерӗ. Уйрӑмах мана Николай Угаслова суйлассине халӑха мар, тӗрлӗ тӳре-шарана шантарни питӗ кӑмӑла хуҫрӗ. Енчен те Николай Фёдорович чӑн та тивӗҫлӗ ҫын пулсассӑн — ара суйлаттар халӑха! Чӑн-чӑн тивӗҫлӗ кандидат пек хӑйне кӑтарттӑр! Ҫук-ҫке, шанмаҫҫӗ, яланхи пекех чееленсе хӑтланаҫҫӗ.

Кама суйларӗҫ-ха? Чӑн та чылайӑшне Николай Угаслова суйласан кам ӗҫлесси пирӗ кӑсӑклантарчӗ. «Манӑн команда пур», — тесе шантарчӗ Николай Фёдорович. Вара хайхи халӑх вырӑсла каласан «кота в мешке» суйларӗ пулать. Кам ун командинче тӑрать? Мӗнле ҫынсем вӗсем? Халӑх (суйлакансем теес килмест), паллах, Николай Угаслов ЯТА суйларӗ. «ТУС» компанине лайӑх ертсе пынӑран, тӑван тавралӑхне те яланах пулӑшса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ кандидат терӗҫ пулас. Сӳтсе явнӑ чухне те «Угаслов командине» мар (ара, вӑл хӑй каларӗ-ҫке, эп хам мар, ман команда ӗҫлӗ тесе), хӑйне тишкерчӗҫ.

Малаллахи вара Николай Фёдоровичӑн «команди» еплерех пулни курӑнчӗ — вӑл, иккен, хальхи ЧНК ушкӑнех. Вице-президенчӗсем ҫавсемех юлчӗҫ, президиумра та малтанхисемех юлчӗҫ тесен те йӑнӑш мар. Программине вӗсем тӑратрӗҫ-ха, анчах чӑн та, Олег Цыпленков ыйтӑвӗ те ҫивӗчех тӑрать — енчен те ку программа вӗсен пулнӑ пулсан, мӗншӗн вӗсем ӑна малтанхи 4 ҫул хушшинче пурнӑҫламан? Хальхи команда та ҫав ҫынсенченех тӑрать пулсан ӑна пурнӑҫа кӗртессипе те чӑн та иккеленӳллӗ.

Элтепӗр пирки. Эп унччен 2007 ҫулхи Аслӑ пухӑва хутшӑнсаччӗ. Сӑмах май, ун чухне, пуҫлӑхра Николай Фёдоров ларатчӗ пулин те, Аслӑ пухӑва лекме нимӗнле йывӑрлӑх та ҫукччӗ. Николай Фёдоров чӑвашлӑх аталанӑвӗшӗн сиенне самай тунине (ман шухӑшпа) шута илсен те Аслӑ Пухӑва вӑл хисеплени ун чухне лайӑхрах туйӑнатчӗ. Тепӗр тесен пуху хушшинчех тухса кайнине астумастӑп. Ку хутӗнче Михаил Васильевич вара шӑпӑрт кӑна ҫухалчӗ. Юрӗ, пухӑва вӑл варринче мар, пуҫламӑшӗнчех килчӗ тейӗпӗр — ҫапла май халӑхпа та кӑшттих курнӑҫса илчӗ — анчах ман шутпа каяс умӗн (тен ӗҫӗсем те ҫук мар-тӑр) тӑхтав вӑхӑтӗччен чӑтмаллаччех ӗнтӗ.

Наци конгресӗн ҫӗнӗ Президенчӗ мӗн илсе килет? Вӑхӑт кӑтартӗ. Чӑн та ӗҫлесе кайӗ пулсан — аван пулмалла. Анчах та мана илес пулсан — эп вӗсене шанман, хам ӗҫе вӗсемсӗрех туса пынӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимӗр // 1782.65.8048
2013.11.05 12:29
Никама та хурав паман.Хамăр халăхăн авалхи йăлине манманни кашни чăвашăн тивĕçĕ.Кăçал такине шÿрпе валли мана илсе пама ыйтрĕç.Шанатăп:çитес çул та тупăнĕ ырă йăлакана тăсаканĕ.Тен,конгресс та хутшăнĕ.
Agabazar // 8402.7.7579
2013.11.05 12:53
Agabazar
Хурав паман тени вăл — çав "вырăс маршĕсемпе" килĕшсе ларни пулать. Ку вара çав тери начар!!! Мĕншĕн тесен эсир курайманлăхпа, ксенофобипе килĕшсе ларнине пĕлтерет.
Agabazar // 8402.7.7579
2013.11.05 12:59
Agabazar
Тепĕр тесен, ХУРАВНЕ ЭСИР ÇАПАХ ТА ПАНĂ. Тен, хăвăр сисмесĕрех. Пулать вăл ун пекки: Тепĕр чухне пирĕн ĕçсем хамăртан та ăслăрах!
Якур // 5388.3.1489
2013.11.05 22:53
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: тепĕр канашлуçăна кӳрентерни
Якур // 5388.3.1489
2013.11.05 22:58
"Тивĕçлисене" Акасапар пытарса усрать тĕрлĕ Фондсенче, Архивсенче тата Вулав керменĕсенче. Кирлĕ вăхăтра вĕсем тухаççĕ под знамена Акасапара.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.18 14:46
Акасапар:"Хурав паман тени вăл — çав "вырăс маршĕсемпе" килĕшсе ларни пулать. Ку вара çав тери начар!!! Мĕншĕн тесен эсир курайманлăхпа, ксенофобипе килĕшсе ларнине пĕлтерет."- ку çырни Акасапара хăйне ĕнсинчен пырса çапать,мĕншĕн тесен Эс,Акасапар,çав юхăмра çăрăлан нумай çул.Анчах çăрăлнă пек анчах тăван пулмалла.Унсăрăн мĕнле те пулин пулăм пулатчĕ. Йĕркеле эппин Чăваш маршĕ,анчах малтанах пĕлсе тăрап-ним те йĕркелимастăн!Чĕлхепе анчах маттур.
Атнер // 3913.58.4645
2013.11.18 16:30
Кам чарать пире 1 Май уявĕнче колоннăра чăваш ятпа утма.Чăвашла юрласа-ташласа утма.Анчах-та конгресс та тăваймарĕ çакна.Ирĕк ыйтса та çÿремелле мар.Тух кăна халăхпа пĕрле.Акапасар,мĕнле шутлан?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.18 18:39
Пирĕн Админ турккăсем патне тухса кайнă пулмалла,Атнер çырăвне пăхса тухма вăхăт тухимаç.Часрах мĕн çырнине вуласа хурав парас килеть.Унсăрăн Акасапарпа bor кăна алхасаççĕ кунта.Юрать темех мар,кĕтсе илĕпĕр.
Agabazar // 3902.42.0012
2013.11.18 19:45
Agabazar
Турккăсем патĕнчен те модерацилесе тăма пулать.
Agabazar // 4016.99.0682
2013.11.18 23:45
Agabazar
<<Атнер // 3913.58.46452013-11-18 16:30Кам чарать пире 1 Май уявĕнче колоннăра чăваш ятпа утма.Чăвашла юрласа-ташласа утма.Анчах-та конгресс та тăваймарĕ çакна.Ирĕк ыйтса та çÿремелле мар.Тух кăна халăхпа пĕрле.Акапасар,мĕнле шутлан?>> Атнер хăта, "Первомай" пирки калан-ха... Анчах та вĕт Республика кунĕнче те пирĕн таçтан аякран килнĕ чăваш мар "хăнасем" ытларах юрласа-ташласа çÿреççĕ... Калăн, ку вăл чăвашăн мар, лешсен уявĕ!

Страницӑсем: 1, ... 15, 16, 17, 18, 19, [20], 21, 22, 23, 24, 25, ... 27

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем