Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

Аçтахар Плотников03.09.2013 21:0539050 хут пӑхнӑ

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

 

 

 

Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 3913.58.4645
2013.09.06 08:42
Хусанкай пирки никам та хирĕç пулмĕ,ман шутпа.Мĕн тума пултарнине тата хăйĕнчен мĕн килнине вăл вăхăтра турĕ чăвашлăхшăн.
Agabazar // 2421.94.7823
2013.09.06 13:26
Agabazar
Мĕскер, халь мĕн пултарнине тума пăрахнă-им вара Атнер П. Хусанкай?
Тимер // 3913.58.4645
2013.09.07 09:58
Атнер та çынах.Вăл та ывăнать.Чи йывăрри халăх ăнланманни тата хăйне хăй упраса хăварасшăн марри."Миллион çурă-нумайăн эпир"-терĕ Атнер пĕррехинче."Вăт юлăпăр 80 пин-вара,тен,шухăша кайăпăр".
Ахванас пичче // 4186.57.1361
2013.09.07 18:09
Халахан шученче мар, пахинче. Чикансем сахал, алфавиче те сук весен, савах челхине упрана, Мускавра хайсен театаре те пур. Ват теслех!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 10:25
Эп ăнлансах каймастăп Ку Проекта,енчен вăл пуçламăш шкула каякан шăпăрлансем валли кирлĕ. В.П.Никитин(Станьял) пирки калас пулсан вăл ку ыйтупа вăй хурса ĕçлет Кулач çиессишĕн мар, чун ыйтнипе. Эсир нумайăшĕ ăна пĕлмен чухнех эп ăна пĕлнĕ. Çавăнпа калама кунашкал пултаратăп.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 10:31
Малалла: Икĕ Суйлав кампанисенче эп хам УАЗпа уншăн Шупашкар тата Муркаш районĕсенче вăй хутăм( Унăн хастарлăхне питĕ хакланипе, Çĕрле 2 е 3-ре киле çитеттĕм, артистсене леçсе хăварсан. Станьял вара ялсем тăрăх машинпа мар, çуран йĕп-йĕпе пуличчен çÿретчĕ. Вĕрен, Акасапар!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.09 10:36
Каçарăр, тĕрĕс мар çыртăм. Вăй хутăм мар, мана чыс пулчĕ- кăштах вăй хума тÿр килчĕ.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.09 18:27
Улăп тенĕрен. Юхма пирки мĕн шутлатăр?
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.11 10:11
Хĕветĕр Мадурова улăп теççĕ нумайăшĕ.Хамăр тĕне ун пек хÿтĕлекенни никам та пулмарĕ.Ман шутпа чăннипех паттăр.
Agabazar // 3037.20.0628
2013.09.11 13:25
Agabazar
Тавайăр-ха туссем УЛĂП сăмаха йÿнетсе ярар мар. Улăп та улăп тетпĕр татти-сыпписĕр хамăра килĕшекен çынсене. АНЧАХ ТА МĔНШĔН-ХА ЭПИР ПУРĂНАКАН ПУРНĂÇ УЛĂПЛА МАР.

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем