Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем. Проект

Аçтахар Плотников03.09.2013 21:0538414 хут пӑхнӑ

«Самант» журналпа «Сувар» чӑваш наципе культурин аталану фончӗ пулӑшу ыйтаҫҫӗ:

«Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем» проекта пурнӑҫа кӗртме чӑваш яш-кӗрӗмне хутшӑнма чӗнет. Ӑс-хакӑл улӑпӗсен ятсарне сирӗн шухӑшӑрсене, сӗнӗвӗрсене шута илсе тытса пырасшӑн эпир. Ҫавӑнпа список пуҫласа паратпӑр та - ӑна малалла эсир тӑсасса кӗтетпӗр.

Ҫапла вара:

Николай Иванович Егоров,

Виталий Петрович Иванов,

Федор Иванович Мадуров...

Хастаррӑн хутшӑнасса шанатпӑр, ятсар тӑсӑмне кӗтетпӗр!

 

 

 

Ӑнлантарни: «Самант» журналта ҫӗнӗ проект кун ҫути курать — «Чӑваш халӑхӗн хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗсем». Унта эпир те хутшӑнатпӑр. Пирӗн пай — ҫак проект валли ҫынсене сӗнесси: кама ҫутатмалла унта, кам вӑл хальхи ӑс-хакӑл улӑпӗ (ҫак ята тивӗҫли). Пӗрремӗш кӑларӑмра Виталий Петрович Станьяла вырнаҫтарнӑ пулас (журналӑн страницисене аяларах курма пултаратӑр). Ыйтӑм пек ку ӗҫе тума май ҫук — сӑвӑнпа та сирӗнтен ятсем кӗтетпӗр. Комментарисенче ҫырса парасса шанатпӑр! /кайран вӑл сӑнсене, сӑмахран, касса кӑларса ҫыпӑҫтарса хума та пулать/.

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Якур // 1633.68.8158
2013.09.27 23:32
Эп те И.Иванов хăватлă шухăшĕсене вуласа ăс-тăн пухас шутпа порнап-ха та, ниепле май килмест. Акапасартан ыйтнăччĕ темиçе çын та: тен Хыпар хаçатра Çав хăватлă статьясем пулнă пуль тесе. Чĕнмест Акапасар, пире аталантарасшăн мар. Вообще Акапасар темле виртуаллăрах пек туйăнать.
Agabazar // 2244.34.3085
2013.09.28 12:13
Agabazar
Якур:"Вообще Акапасар темле виртуаллăрах пек туйăнать." Паллă ĕнтĕ, РОБОТ вăл! :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.28 12:28
Акасапар,ан кÿрен. Эп те санран ыйтнăччĕ ВИРЛĔ статьясем пирки. Якур та çавнах ыйтать. Илсе кăтарт пире форумра пĕр-ик статья, вара ĕçĕ те пĕтнĕ. Ыйту питĕ ансат, статьян адресне кăтарт. А то пĕрмаях темле адрессемпе яран пире, хамăр ыйтнине памастăн.
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.09.28 23:13
bor1959, юриех патратать agabazar. Унтала та кунталла. Политикан.
Атнер // 3913.58.4645
2013.09.29 11:44
БОР 1959 конкретнăй çын пулни курăнать.Акапасар пек "Чухăн интеллигент"мар пулмалла.Маттур.Вот çавăн пексене суйламалла конгреса.А ту бесплатный совет парса надоел ку Агабазар.
Agabazar // 2976.65.8680
2013.09.29 14:55
Agabazar
Ма тата конкретнăй пацан теместĕр? Сленг текенни çапла ыйтать-хушать вĕт. http://otvet.mail.ru/question/23787861
Тимӗр // 2980.22.1163
2013.09.29 19:05
Çын е пацан,мужик вăл БОР 1959 тÿрех курăнать:вĕсем çинче тытăнса тăрать чăвашлăх.Кабинетра ларакан интеллигенци пирки тем каланăччĕ тепĕр вăйлă чĕмпĕр чăвашĕ Ульянов.
Якур // 3346.0.8033
2013.09.29 22:58
Акасапара итлесе ларсан пĕтрĕмĕр пуль çĕр чăмăрĕ çинчен. Унтан уже 10 çын( пĕрне пĕри пĕлменнисем) ыйтаççĕ конкретно мĕн турăн? Рекомендаци çырма пăрах тесе! Вăл с удвоенной энергией пире пĕр пĕринпе вăрçтарасшăн. Засланный казачок, не более.
Agabazar // 1989.22.1828
2013.09.30 15:57
Agabazar
Ефим Н.2013-09-27 00:30 :"Илле Иванов менле хăватлă шухăш каланă тата?" Илле Иванов 15 çул ытла ĕнтĕ пичет хатĕрĕсенче, ытти СМИре "персона нон-грата" пулса тăрать чăннипе. Ун шухăшĕсемпе паллашас тесен çавăнчченхи хаçатсемпе паллашас пулать. Ÿркенмесен подшивкăсене пăхса тухăр. Шел, Интернетра вырнаçтарман вĕсене.
Якур // 2472.17.9968
2013.10.01 00:01
Акасапар, чăвашăм! Эпир И.Иванова хирĕç мар пĕр пăнчă та. Эпир вăл комсомолта тар кăларса, чăваш пичечĕнче вăй хурса ĕçленине эс каламасăрах пĕлеппĕр. Анчах Эс калакан "вăйлă" статьисене хăв та вуламан иккен, пирĕн пуçа минрететĕн. Пур архивран темтепĕр туртса кăларан, пире статья кăларса вулаттаримастăн. Вот ведь незадача.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем