| Владимир // 4112.95.9038 2012.12.20 20:30 | |
| Agabazar // 2102.44.5637 2012.12.21 09:52 | |
|  | Ара, ку "худые болгары" тенĕ пекех илтĕнет мар-и? | 
| Игорь Сайман // 4416.5.3088 2012.12.21 12:26 | |
| Курăр-ха, 1927-мĕш çулта ял ятне улăштарнă та, ятпа пĕрле чутах хамăрăн историе кăларса тăкман. | |
| Игорь Сайман // 4416.5.3088 2012.12.21 12:33 | |
| Мĕне вĕрентет пире ку истори? Ятсемпе çав тери тимлĕ пулмалла! "Начар", "намăс сăмах пек илтĕнет" тесе е урăх сăлтав тупса кăларса çапма васкамалла мар.Ав Канадăри Квебекре Кап-Ша ятлă хула пур. Ниччава, пурăнаççĕ... | |
| Игорь Сайман // 2510.79.6859 2012.12.21 20:47 | |
| Сайман
 2012-12-20 13:54 "Мĕнле пĕр пĕчĕк пайĕ пирки калаçан..." Çак "Саймана",тархасшăн,"Игорь Сайманпа" ан пăтраштарăр... | |
| унтри // 2943.1.0889 2012.12.22 16:12 | |
| Тапаçланатăр, харкашатăр, Ыйтун вĕçĕ=хĕне çитсессĕн мĕн тăвасшăнха вара | |
| Владимир // 1577.79.0137 2012.12.22 19:46 | |
| Ыйтун вĕçне çитсен вара эпир маттур пулнине пĕлтереть. Анчах та мĕншĕн çĕтĕк çăваç? Çавă питĕ кăсăклă. Ман шутпа ĕлĕк "çăваç" тени хамăр çын тенине пĕлтернĕ пек туйăнать? Пирĕн çăваç-пирĕн çын, хамăр çын тени пулнă пуль. Пĕр çăвара(масарта), вильсен пĕрле пулни, ĕлĕк нумай пĕлтерĕшлĕ пулни паллă.Çĕтĕк тени, начартарах тени ĕнтĕ вăл, пурнăç йĕркипе пынинех пĕлтереть. "Бедный родственниксем" кашни халăхрах, кашни пысăк ушкăнрах пур.Унта ним япăххи те çук. | |
| Игорь Сайман // 1677.02.0449 2012.12.23 13:52 | |
| Ним тăхтаса тăмасăрах çав "Çĕтĕк Çăваç" ят ăçтан тухнине тĕпчеме пуçламалла. Пур-и халăх халапĕсем ку тĕлĕшпе? ...Тĕрĕс,ырă çыннăмăрсем, чăваш сăмахĕнчен, вăл хуть те мĕнле пулсан та, именме кирлĕ мар. | |
| Игорь Сайман // 4042.4.9752 2012.12.23 16:41 | |
| Agabazar:"Ара, ку "худые болгары" тенĕ пекех илтĕнет мар-и?"
 Çак "худые болгары" текенни ăнсăрт сăмах мар, вăл вырăс летопиçĕсенче тĕл пулать. | |
| Agabazar // 1818.00.7550 2013.01.01 14:42 | |
|  | http://www.irekle.org/articles/i31.html
 Чăн та, "Ирĕклĕ сăмах" ирттерекен ыйтăма пурин те хутшăнмалла пуль. Питĕ кирлĕ япала. Унта "Çулталăк çынни - 2012" плăртаççĕ. | 

Кунта "Чувашский энциклопединче" те "Çĕтĕк Çăваç" тесе çырнă. Тĕлĕнмелле, ял ячĕнчен.Трак ж/д станцийĕнчен 4 çухрăмра кăна ларать ку ял. 1927 çулчен официаллă ятпа Çĕтĕк Çăваç ятлă тесе çырнă энциклопединче. Ялĕнчисем мĕн тесе чĕнеççĕ хăйсен ялне пĕлмес, анчах та тавраллисем, точнă калама пултарап, Тракьенсем (Красноармейски районĕнчисем) питĕ лайăх пĕлеççĕ унти ялсене, халĕ те ялан Çĕтĕк Çăваç теççĕ вăл яла.