| Аксар Чунтупай // 2889.1.9024 2012.12.13 21:13 | |
|  | "Çăваç(ă)" сăмахăн этимологийĕ "çăва" сăмахпа çыхăнман ĕнтĕ... | 
| Игорь Сайман // 4162.09.1845 2012.12.14 06:13 | |
| Тĕрлĕ версисене танлаштарса пăхмалла та шутламалла: Хăшĕ ăнăçлăрах? | |
| оленька // 3967.24.4402 2012.12.16 21:51 | |
| Студент чухне Республика тулашĕнчи чăвашсем патĕнче пулнăччĕ, вĕсен çăвине кайса курма май килнĕччĕ. Унта çăва икĕ тĕрлĕ: пĕрне (юпасем лартнине)  çăва теççĕ, теприне (хĕрессем лартнине) пачах урăх сăмахпа палăртаççĕ. Унта пурăнакансем каланă тăрăх çăва çине тĕне кĕмен чăн чăвашсене çеç пытараççĕ. Çавăн чухнех шута кайнăччĕ: апла çăва тата чăваш сăмахсем пĕр тымартан... | |
| Игорь Сайман // 3520.44.0313 2012.12.18 08:11 | |
| А.П.Ковалевский версийĕ мана ма килĕшмест-ха?Вăт Х ĕмĕрте "сувар-сувас-суван" сăмах тупнă та çавна "предтеча" тесе хунă. XI,XII,XIII,XIV,XV ĕмĕрсене ăçта хумалла? ШЫРЛАН вĕт ку! Сăвасран мĕнле чăваш пулса тăнине палăртаймасть у верси. | |
| Игорь Сайман // 3520.44.0313 2012.12.18 08:24 | |
| Çакна палăртмалла:Сăвар - пăлхарлăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ çеç.Вĕсем исламран пăрăнса юлнă тени те, çемçен каласан, тĕрĕсех мар."Сăвар-Пăлхар çывăхĕнчи хула, унта та,Пăлхарти пекех,тĕншĕн(исламшăн-И.С.)кĕрешекенсем пурăнаççĕ"("Худуд ал-Алем"). | |
| Владимир // 2199.12.8952 2012.12.19 01:35 | |
| Çĕрпÿ районĕнче "çĕтĕк çăваç" ятлă ял пур. Вăл ят çын ячĕ пулни,  пĕлтерни паллă ĕнтĕ. Калăпăр , хăшĕ-пĕри çĕтĕк сăмах ĕлĕкрех лайăх тенине пĕлтернĕ тесе шутласа тупăйĕ-и тен?  | |
| Agabazar // 3895.84.6158 2012.12.19 09:15 | |
|  | Кубрат:"Çĕрпÿ районĕнче "çĕтĕк çăваç" ятлă ял пур..." Тен ку официаллă ят мар, халăхра çÿрекенни? Ялăн чăн ячĕ мĕнле-ши? Вырăсла ят мĕнле? | 
| Александр // 3647.00.9975 2012.12.20 12:25 | |
| Ун пек ял ятне илтмен. | |
| Сайман // 1029.46.0167 2012.12.20 13:54 | |
| Мĕнле пĕр пĕчĕк пайĕ пирки калаçан.Кĕрсе пăх сувары р.ф.сайта.Урта лайăх ăнланăн суварсем пирки.Е есĕ СУБАРТУ пирки те илтмен-и. | |
| Владимир // 4112.95.9038 2012.12.20 20:15 | |
| Пур, Медикасси çумĕнче. Вырăсла темлеччĕ, астумастăп, те Вторые Тюрары,те Анчиккассы. Йăнăшма та пултарап, вырăсла ячĕпе. Анчах та чăвашла вăл яла тавраллипех "Çĕтĕк çăваç" теççĕ. | |
