Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2365039 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Тимер // 8568.8.6851
2011.04.16 17:20
Çак халăхсем ĕнтĕ хăйсене питĕ хисеплеçĕ.Такамсем çырнă ятпа çÿрес килместь.Хамăр халăхăн авалхи ячĕ СУВАР.Паянхи кун çĕршер çын хăйне сувар тет.
Атл // 3600.22.4888
2011.04.16 17:32
Из Википедии:"Основную массу кочевого населения Золотой Орды составляли кыпчаки. Оседлое население — волжские булгары, мордва..."
2011.04.16 21:16
Атл.Ăçтан шутласа кăлартăн тата тутара тухассине.Тутара качча каякан та,качча илекен те, пин çын çинче пĕрре кăна.Кун пирки калаçса вăхăта ан иль. Мĕн каласшăн пултăн, кĕтетĕп.
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.17 11:24
Атл,сана ăнланатăп. Паянхи тутарсенчен çурри малтан чăваш пулнă т.е. ислам йышăнса тутарланса кайнă. Паян вара хăрушла вырăсланса пыратпăр. Чĕлхене,йăла-йĕркене упраса хăварма вăй-хăват илме хамăрăн чăн ята СУВАР ятне илтĕмĕр. Эсĕ пулăшнипе нумай юпа лартрăмăр. Хамăр турăсене,несĕлсене асăнтăмăр. Пурăнатпăр-ха!
Сантр // 7991.9.0543
2011.04.18 18:54
Тен,чăвашла интереслĕ мультфильмсем кăларма пуçлас пулать.Эпĕ кун пирки Микулай патне çырнăчĕ.Чăваш историйĕпе çыхăннă шÿтлĕ пулăмсем,юмахсем пурах ĕнтĕ.Ачасене çакăнпа интереслентерме пулĕ тетĕп.ăрă
Тимер // 8568.8.6851
2011.04.18 23:48
Мультики пирки Аксар кăна пулăшма пултарать чăвашсене. Туянас текеннисем сахал пуласси паллă-пурте ачисене вырăслантарасшăн. Çавăнпа никам та халиччен кăларман. Патшалăха та кирлех мар ĕнтĕ ачасене тăван чĕлхене вĕрентесси.
Атл // 1937.51.8407
2011.04.19 13:47
Чăвашсен çĕршĕн вырăсланма лекнĕ - ачисем нумай пулнă, çитермелле.Араб исламĕнчен тарса çак çĕре вырнаçнă, пĕр-пĕрне кăшламасăр мирлĕ куçса кайнă..Çĕр сахал пулнă -халăх айăплă мар.Çăмăл -им Сура леш енне кайса утă тума? Хальте унта çĕр нумай - вырнаçмалла.Ст.Перевоз -районта 350 чăваш,начар -им, çĕр нумай.Мускава аш-пыл сутма инçе мар.
inzet // 2067.60.2448
2011.04.20 00:07
Чăваша пакăлтисем пĕтереççĕ.
Елена // 2666.09.2156
2011.04.20 15:10
Пирĕн чăвашсен тĕлĕнмелле пысăк çитменлĕх пур: ЭПИР ПУÇЛĂХСЕМ МĔН КАЛАССИНЧЕН ХĂРТПĂР. Пире ытла та хĕснĕ, ытла та çын вырăнне хуман хăйĕн вăхăтĕнче. Халĕ вара ĕмĕрсем иртсен те, пуç чиксе çÿреме хăнăхнă çынсем, хăйсене хÿтĕлесе пĕр сăмах та калаймаççĕ.
Елена // 2666.09.2156
2011.04.20 15:14
Эпĕ мĕн пĕчĕкрен хамăн тăвансене çичĕ сыпăкчен пĕлнĕ. Çавăнпа та хăть те хăш ялта пулсан та тăван-хурăнташ тупма пултарнă. ТĂВАНА ТĂВАН КŸРЕНТЕРМĔ! Ман пур çĕрте те е тус-юлташ, е тăван пулнă. Хăрама, мĕскĕнленме пĕлмен.

Страницӑсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем