Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2365038 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Atner // 8568.8.6851
2011.03.19 13:56
Наци юхăмне йĕркелекенни халăх хушшинче питĕ хисеплĕ Станьял пур. Вăл ыттисем пек унталла-кунталла сулăнман. Тепĕр тесен, пĕтĕмпех мускавсенчен килеть. Ельцин ирĕк пачĕте республикăра наци юхăмĕ аталанса кайрĕ. Кайран,Федоров "каленным железом буду выжигать национализм."-терĕ те таçта тарса пытанчĕç патриотсем. Халĕ пирĕн президент чăн чăваш . Апла пулсан,каллех,пуçлăпăр идеологи,программа-демагоги. Тăрук Федоров каялла килеть? Хăрамастăр-и? Ултияр çÿлерех питĕ тĕрĕс çырнă наци политики пирки. Вулăр.
2011.03.20 18:52
Аксар Чунтупай
"Идеологи пĕрре: упрамалла тăван чĕлхене." Килĕшетĕп. Анчах та чĕлхе япала мар, ăна упрас тесе консервăласа хума çук. Вăл е пурăнать-аталанать, е хăй функцине çухатса пурнăçран тухса ÿкет. Çапла ан пултăр тесе мĕн тумалли çинчен сăмах пырать-çке.
2011.03.20 19:13
Аксар Чунтупай
Вăт, çавăн пек эпир, чăвашсем. Сапаланчăк халăх. Çак калаçуранах пит аван курăнать вăл. Нимĕнле этнопсихолог та кирлĕ мар. Хальхи чăвашсен пĕр идеологи: Мускава кайса Мускав пуянĕсемшĕн ĕçлесе пĕр пачка укçа ĕçлесе илес те - ытти хăть йăтăнса антăр.
2011.03.20 19:14
Аксар Чунтупай
Çапла пĕтетпĕр те...
Пер херарам // 8684.3.8804
2011.03.20 21:57
Ун пекех мар та-ха. Елчĕк районĕнче вырăсла перкелешме тăрăшакан чăвашсене тытса паркаласа илеççĕ, конкретлă ĕç тăваççĕ, вăй çитсен хам та тытса хĕнĕттĕм!
elbi-21 // 2666.09.2156
2011.03.21 08:55
Чăвашла хулара та калаçкалама пуçларĕç-ха. Нумаях пулмасть Шупашкарта пултăм. Те 7, те 4-мĕш трол-ра кондукторпа пассажир тупăшса чăвашла чăн чăваш ячĕсем пирки савăнса калаçни килĕшрĕ.
Тайр // 4124.11.7990
2011.03.21 10:00
Аксар тĕрĕс калать.Чăвашла троллейбусра кăна калаçаççĕ.Банкра налоговăйĕнче тата ытти нумай кантурта чăваш сăмахĕ çук.Эпĕ кăна ухмах пек чăвашла калаçса вăрçăнса çÿреп.Çапăçни те пулнă чĕлхене пула.Анчах та нихçан та никама та курман ун пек чухне çумри чăвашах мана майлă пулнине.Кун пирки нумайĕшĕ хăйсемех пĕлеççĕ.Арçынсем кун пек намăса çарта кураççĕ.Çавăнпа пире чуваши тенĕ пулмалла.
Atner // 8568.8.6851
2011.03.21 22:55
Çар пирки ан аса илтер-ха,тархасшăн. Чăвашсене пĕр май хÿтĕлеме тăрăшаттăм. Анчах дагестанецсем хам çине сиксе ÿксен пĕр чăваш та тухмарĕ.Нумай чăвашсем чăвашла калаçма та хăратчĕç. Ма вăл çавăн пек?
К.Са.К. // 4347.8.4487
2011.03.22 16:26
Эпир-эсир кунта нумайăшĕ çемье çавăрнă çынсем. Пирĕн ачасем пур. Вĕсем паллах чăвашла калаçаççĕ? , иккеленместĕп. Пирĕн мăнуксем пулĕç, вĕсем те чăвашлах калаçĕç? , шанатăп.
К.Са.К. // 4347.8.4487
2011.03.22 22:19
Чăвашра халь пурăнма интереслĕ. Сайтсем, телевидени, радио, кино АТАЛАНАТЬ. Час-часах эстрада литература конкурсĕсем иртеççĕ. Театр. Хаçат-журнал. Сми. Аваллăхпа интересленни. Пирĕн юратнă факультетсем, вĕренÿ институчĕ тата ыт. Чăвашлăхшăн тăрăшакан çынсем. Пирĕн юратнă халăх çеç ăнланса илеймен, ăнкарса илеймен. Мĕнле хăвăртлăхпа вырăсланма пуçланă çавăн пекех йăнăш çулпа пырать.

Страницӑсем: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем