Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
-4.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]

: ЧӐВАША ВӖРЕННӖ ҪЫНСЕМ ПӖТЕРЕҪҪӖ!!!

27.02.2011 23:2365034 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Ҫамрӑк чухне те мана ҫак ыйту канӑҫ паман: мӗншӗн ЭПИР, ХАМӐРА ХИСЕПЛЕКЕН МАТТУР ЧӐВАШСЕМ , вырӑсланса пыратпӑр??? Тен, эсир пӗлетӗр? Камран кӑна ыйтмарӑм, кампа кӑна кун пирки канашламарӑм, анчах та хуравӗ ҫук темелле. Ҫак ыйту ҫине хурав тупаймасан тӑван халӑхӑмӑрӑн пуласлӑхӗ пирки калаҫма йывӑр. Пирӗн халӑх ЧИРЛӖ. Чире юсама тӗрӗс диагноз лартас пулать. Унсӑррӑн сыватма хӗн. Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене ҫырӑр тархасшӑн. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать.

Ман шутпа, пӗтӗм айӑп – вӗреннӗ ҫынсенче. Вӗсем тӑрӑшнипе эпир пӗтетпӗр. Хамӑн шухӑша ҫирӗплетме историрен темиҫе тӗслӗх те илсе пама пултаратӑп: вырӑссем французланни, пуҫлӑхсем ашшӗ-амӑш тӗнне манса ют религие халӑх хушшинче сарни…

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Атнер // 8568.8.6851
2011.03.12 00:01
Аксар Чунтупай,вула тепĕр хут Ултияр çырнине. Ĕç тăвакансем пирки палăртнă. Мĕн тумаллине те. Халăх ячĕпе суйса витĕнсе хăраса-шикленсе ларать кашниех мар-ЧНКари Эрхип кăна тенĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.12 17:12
Ултияр питĕ конкретлă калать,маттур. Малтан палăртмалла наци юхăмĕнче ĕçпе кăтартнă сумлă лидерсене .Кам суймасть тата демагогипе пуçа минретместь. Вĕсем пур.Çĕнĕ президента Игнатьева пур çĕртете йĕрке тума пулăшмалла,уйрăмах халăх конгресĕнче. Çитеть хамăр халăхран култарса.
2011.03.12 20:38
Аксар Чунтупай
Власть "архиповсене" нихăçан та влаçран уйăрмасть. Мĕншĕн тесен вĕсемпе "ĕçлеме" çăмăл. Тилхепене парăнман çынсем вара влаçа нихăçан та кирлĕ мар. Çавăнпа та чăваш нацин çĕнĕ юхăмне уçса кăна пăрса кăларма пулать ун йышшисене. Халăха хирĕç влаç каяймĕ... Урăхла меслет çук. Чиновниксен тымарĕ тарăн.
2011.03.12 20:40
Аксар Чунтупай
Иртнĕ ЧНК съезчĕнче мĕн пулнине манса кайрăр-им?
2011.03.12 20:44
Аксар Чунтупай
М.В.Игнатьев элтеперĕмĕре пит шанмаллиех çук. Вăл ахаль те пит асăрханса ĕçлет. Мĕнлерех шав çĕклеççĕ русофобсем: Чăваш правительствинче вырăссем çук мĕн... Ăçта кунта наци политики пирки калаçмалли... Вăйсем çитмеççĕ. Çĕнĕ наци юхăмĕ пулни вăй пама пултаратех.
Атнер // 8568.8.6851
2011.03.13 11:25
Çÿлерех çырнă Ултияр сăмахĕсем питĕ тĕрĕс. "СУВАР" ,Çеçпĕл,ЧОКЦ,Еткер фондсене пурте ĕçпе пĕлеççĕ. Вĕсем патшалăхран пĕр пус имлмесĕрех таçта та çитеççĕ,питĕ нумай ĕç тăваççĕ. М.В.Игнатьев пирĕн элтепер-ялтан тухнăскер.Питĕ тăнлă çын.Чиновниксем те пурте ухмахсем мар:-ăнланаççĕ-халăхран култармалла мар кун пек конгресспа.Улшăну пулатех.
Ахтупай // 3204.98.6012
2011.03.14 10:05
Аксар Чунтупай,санăн Лукианов Микулапа ( ăна пур те итлеççĕ) тĕл пулса калаçмалла.Иксĕр,тен конгресс çуртне кĕрсе Эрхипе унтан тухса каймалли çинчен ăнлантарма пултарăр.Иксĕр те унталла-кунталла тытăнса тăракансем,ăна ÿкĕте кĕртсе,тен хăвăр та Микулапа тинех тĕрĕс çул çине тăрăр.Патриотсене вăрттăн пăлхатса,вĕсене чăрмантарма кирлех мар пуль тетĕп.Ку хăвăршăн та чăтма çук пысăк çылăх.Çулăрпа çитĕнсе пыратăр пулсан та,ăшри хăравçăлăха каларса пăрахмаллах сирĕн,пурпĕрех халăхшăн çунни сирĕнте курăнать. Хальхи ЛИДЕРСЕНЕ пулăшу пама лайăх консультант пулма пултаратăр эсир,çулран ан пăрăнăр çеç.Чăвашăн малашлăхĕ лайăх пултăр тесен сирĕн пурпĕрех лидерсемпе çумра пулмаллах.Унсăрăн хăвăра çак ĕçре çухатма пултарăр.
Елена // 2666.09.2156
2011.03.14 16:31
Аксар Чунтупай сăмахĕсемпе килĕшес килет. Шкул системине ăнланман çын, чĕлхе мĕншĕн пĕтсе пынине те вĕçне çити ăнкарса илеймест пулĕ.

Чĕлхене вĕреннĕ çынсем те мар, ютра вĕренсе ăс пухнисем пĕтереççĕ. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсене питĕ шеллетĕп. Вĕсем пирĕн чĕлхене кăштах та пулин тытса тăраканĕсем. Вырăсланакан ача-пăчана тăван халăх кун-çулĕпе кăткăслантараканĕсем, атте-анне чĕлхипе вăтанмасăр калаçма хавхвлантараканĕсем. Çĕре çити пуç таяс килет вĕсене. Темле йывăр пулсан та, сехетсем çитмесен те çав-çавах хăйсен сăваплă ĕçне туса пыраççĕ.

Ман шутпа, чĕлхене сыватма вĕсенчен пуçламалла. Вĕсене вăратмалла, чĕртсе ямалла!!! Вĕрентекенсене ХАЛĂХРАН ПУЛĂШУ КИРЛĔ! Атту чăваш хĕрарăмĕн 1-мĕш класра вĕренекен ачи тăван чĕлхепе вуласа яраймасть те(вырăслипе те пулсах каймасть тет-ха)министерствăна ачасене ял шкулĕсенче чăвашла вĕрентме чарччăр тесе çăхавпа каять.

Чăваш чĕлхине вĕрентекене пур енчен те хĕсеççĕ, пулăшу вара ниçтан та курăнмасть. Тен, сирĕн хушăра мĕнпе те пулин пулăшма пултаракансем пур!

Якур // 2888-9372
2011.03.15 19:55
Идеологи кирлех пире тăванăмăрсем: хамăр чăвашлăхпа-суварлăх мăнаçлăхне палăртма питĕ сумлă сăлтав кирлĕ. Аса илĕрха: ЧНК тата ЧАП партийĕ çумĕнче мĕн чухлĕ çын( арçын теме хăяймастăп) çапкаланса çÿрерĕ.Вăт вĕсен идеологи пулман-вĕсене обществăри шăв-шав кăна кирлĕ, кăсьене тултарас шухăшăн чурисем кăна вĕсем. Мĕскĕн элтепер, хăйне халăх ячĕпе калаçма ирĕк илнĕ( тĕрĕсрех каласан хĕсĕр ЧНК членĕсем панă ирĕкпе усă куракан) Архипов Г.Н. шăпта шай çав шутран. Çак çыннăн шăпине ( тата унăн патронăнне) тăван халăха хирĕçпе ĕçсем тунăшăн çÿлти турă татса паратех ĕнтĕ.
Тимер // 8568.8.6851
2011.03.15 21:41
Çапах-та шкул çине шаннипе чĕлхене упраса хăвараймăпăр. Паянхи политика тăрăх вак халăхсем кирлĕ мар. Каллех "россияне" тăваççĕ. Пире институтра вĕрентетчĕç:"формируется единый советский народ". Çемьесенче çине тăрса тăрăшмалла,никам çине те шанмалла мар. Хулара кун пек тĕслĕхсем пур.

Страницӑсем: 1, ... 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем