Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

VTimofeev усӑ курaкан дневникӗ

Русский язык не может объединить русских и украинцев

  22.09.2021 13:00 | 7268 хут пӑхнӑ

Не может русский язык объединить русский и украинский народы! Русский язык мешает развитию и распространению украинского языка! России нужна Украина без украинской мовы! Украина обеспокоена и встревожена тем, что только половина украинцев воспринимает украинскую мову родной и любимой! Украина желает обустроить свою страну такой, чтобы украинская мова стала важной, какой важной является польская мова в Польше! Заявление России об объединяющей роли русского языка является издевательским и провокационным! Это все равно, что тушить пожар с помощью горючего!

Малалла...

 

Чӑваш театрӗ йӑлтӑр-ялтӑр керменре вырнаҫни сӑпайлӑха пӗтерет

  12.09.2021 18:14 | 4122 хут пӑхнӑ

Гагарин урамӗнчи 14-мӗш ҫурт — чӑн-чӑн чӑваш сӑн-сӑпатлӑ кермен! 1997-мӗш ҫулта вӑл керментен Вырӑс драма театрне кӑларса яма пултарайман, ӗнтӗ, эпир! Чӑвашсем сӑпайлӑ халӑх! Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫирӗм ҫул ытла тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗлле театр харпӑр-хӑй ҫуртлӑ пулса тӑма тивӗҫлӗ пулчӗ!

«Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ керменне Вырӑс драма театрне куҫармалла пулнӑ ҫеҫ! Пирӗн ТЮЗ — хӑйӗн юратнӑ ҫуртӗнче ӗмӗрлӗхе тӗпленнӗ пулӗччӗ! Пирӗн мухтавлӑ В.

Малалла...

 

Академи драма театрӗн ҫуртӗнче филармони вырӑнлӑрах

  25.01.2021 21:50 | 4892 хут пӑхнӑ

Атӑл тӑрӑх Шупашкара хӑнасем килеҫҫӗ те: «Вот это здание с колоннами, видать, ваша филармония?», — тесе ыйтаҫҫӗ. «Ҫук ҫав», — хуравлатпӑр вырӑс чӗлхипе.

Хӗрлӗ лапамри 7-мӗш ҫуртра К.В. Иванов ячӗллӗ чӑваш драма театрӗ 1961-мӗш ҫултанпа ӗҫлет! Вӑл вырӑнтан ӑна 70-мӗш, 80-мӗш ҫулсенчех куҫармалла пулнӑ та ҫав!

Пирӗн энциклопединче театр керменӗ пирки «Хуламӑра пуҫарса яракан ҫуртӑмӑр» тесе ҫыраҫҫӗ (градообразующее)!!! Чӑннипех те, — мӗн тери мухтавлӑ-ҫке пирӗн театр!

90-мӗш ҫулсенче куҫарма майсем пурччӗ!

Малалла...

 

Вячеслав Оринова тӗп режиссёра лартсан Юхма Мишшишӗн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулӗ

  18.01.2021 11:40 | 5275 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Валерий Николаевич Яковлев чи чалтанах халӑхӑмӑр ҫинчен шухӑшлать пулӗ! Унӑн «Нарспи», «Кушар», «Кай-кай Ивана» спектакльсене ХХII-мӗш ӗмӗрте те ҫӑпатасемпех вылямалла пултӑр-ҫке!!!

Ку спектакльсене выляма пирӗн шӑпах Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пур мар-и? Ак хайхи, В.Н. Яковлев, Ю.М. Владимиров тата Н.А. Сергеева режиссер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне ӗҫлеме уттарӗҫ!

Малалла...

 

Шартлама сивӗре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

  11.01.2021 15:11 | 10648 хут пӑхнӑ

Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавтарни — ӑссӑрла ӗҫ!!! Шартлама сивӗре шӑннӑ ҫӗре кӗреҫесемпе чавтарни — чӗр мӑшкӑл!

Тата пӗртте кирлӗ пулман ку ирсӗр хӑтлану! И.В. Сталин вырӑс чӗлхине пӗлмен мӑкшӑ, ҫармӑс, чӑваш, тутар халӑхӗсем нимӗҫсене майлӑ пулса тӑрасран хӑраса ӳкнипеле ҫыхӑннӑ ку малтанах палӑртнӑ сӗмсӗр тӗллев! Нушалантармалла ку халӑхсене, вара вӗсем Совет Союзӗ майлӑ пулмаллине ӑнланӗҫ тенӗ, ӗнтӗ!

Сӑмах май, 1944 ҫулта ингуш, чечен, карачай тата балкар халӑхӗсене Казахстана тӑвӑр вагонсемпе хӑваласа янине те аса илер-ха.

Малалла...

 

Наци телекуравӗ чӑвашла кӑларӑмсем ытларах кӑтартмалла!

  05.01.2021 17:31 | 4494 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

Наци телекуравӗнче ирхи чӑвашла кӑларӑмсем пулмалла

Ирхине 5 сехетрен пуҫласа 6 сехетччен Наци Телевиденийӗпе чӑваш чӗлхиллӗ передачӑсем ҫеҫ пулччӑр! Рекламӑсем вырӑсла пулччӑр.

Чӑвашсем ура ҫинче. Ҫак вӑхӑтра вӗсен чӑваш чӗлхиллӗ кӑларӑмсене пӑхасчӗ! Чӑваш чӗлхине пӗлмен ҫынсем ку вӑхӑтра ҫывӑраҫҫӗ ҫавах! Ҫывӑрмасан та, асту, чӑваш наци телевиденийӗн передачисене пӑхаҫҫӗ пуль!

Малалла...

 

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр пысӑк хӑрушлӑхра!

  10.12.2020 12:24 | 5811 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Владимир Николаевич Тимофеев редакцине хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ (яланхи пекех, кнопкӑллӑ телефонпа усӑ курса, чӑвашла саспаллисене нушаланса пичетлесе...). Унта вӑл тӗп хулари театрсен ертӳҫӗ пуканӗсене кам-кам йышӑнма тивӗҫли пирки ҫырать, ҫамрӑксен театрне чӑвашлатмалли пирки. Эпир ӑна пичете хатӗрлерӗмӗр, кӑшт орфографи енчен юсарӑмӑр.

Унӑн чӗнӗвне пичетленӗ май, палӑртас килет. Ытти МИХсенчи пекех, пӗр-пӗр чӗнӗве пичетлени пирӗн редакци унпа килӗшнине е килӗшменнине пӗлтермест.

Малалла...

 

Вячеслав Оринова — Чӑваш академи драма театрӗн тӗп режиссёрне

  26.11.2020 20:24 | 4910 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ!

В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать!

Малалла...

 

Аталану партийӗн пайташӗсен демократиллӗ партисене кӗмелле!

  12.02.2018 17:26 | 6601 хут пӑхнӑ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем паллӑ пулӑмсемпе пуян. 1990-мӗш ҫулхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑ кун пулчӗ! СССР саланса кайнӑ кун — 1991-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗш кунӗ! Совет саманинчех, 1991-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче, Чӑваш Аталану партийӗ йӗркеленчӗ. Ӑна пуҫараканӗ тата никӗслевҫи пирӗн паллӑ юрист Николай Егорович Лукьянов. 1992-мӗш ҫулта Чӑваш Наци Конгресӗ пуҫтарӑнчӗ. Ҫав ҫулах юпа уйӑхӗнче Чӑваш Наци Конгресӗн I-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ. Аталану партийӗн тата Конгресӑн малтанхи утӑмӗсене тума питӗ тӑрӑшуллӑ та хастаррӑн Виталий Петрович Никитин-Станьял вӑй хучӗ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 17

1932
93
Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1932
93
Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ.
1936
89
Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ
1958
67
Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ.
2003
22
Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...