Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫыравҫӑ мӗн кӗтет?.. Ҫынлӑх

Чӑваш литературинче хӗрарӑм-ҫыравҫӑсен хушшинче Валентина Элпи пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унӑн кӗнекисем хӑй вӑхӑтӗнче нумай ҫынна калаҫтарнӑ, вӗсене кашниех тупса вулама тӑрӑшнӑ. Хайлавсенчи сӑнарсемпе пӗрле хурланнӑ та, савӑннӑ та. Ара ун чухне халӑх литературӑпа ытларах кӑсӑкланнӑ. «Малтанхи савни», «Юратнӑ мӑшӑрсӑр», «Ҫӗршывӑн пулас хуралҫисем», «Пулас кинсем», «Эпӗ халь телейлӗ», «Тинӗс чечекӗ», «Качча кайсан» тата ытти кӗнеки вулавӑшри ҫӳлӗксем ҫинче тусанланса выртман. Валентина Элпин — 20 ытла кӗнеке, юлашки — «Пепке ҫуралсан» — 2006 ҫулта тухнӑ. Сӑмах май, вӑл 2008 ҫулта «Проза жанрӗнчи чи лайӑх вуланакан произведени» номинацире ҫӗнтернӗ.

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валентина Элпи 1913 ҫулхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Ҫӗнӗ Пуянкассинче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн Кавалта (Вӑрмар районӗ) сакӑр класс пӗтернӗ. Каярах хаҫатпа парти шкулӗнче, университетра ӑс пухнӑ. Медицина техникумӗнче вара нумаях вӗренеймен.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Валентина Андреевна ЧАССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиохыпарлавпа телекурав комитечӗн ача-пӑча кӑларӑмӗн редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ та тивӗҫлӗ канӑва тухичченех унта тӑрӑшнӑ. Литература анинче 1946 ҫулта пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. 1956 ҫулта пӗрремӗш кӗнеки — «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» — вулакан патне ҫитнӗ. Валентина Элпи телейлӗ ачалӑх, вӗренӳпе кану пирки ытларах ҫырнӑран ӑна ача-пӑча ҫыравҫи теме те пулать. Унӑн сӑнарӗсем пӗчӗккисемпе ҫамрӑксене ырӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен, хастар та паттӑр пулма вӗрентеҫҫӗ.

Ҫыравҫӑ пултарулӑхӗнче драматурги те хӑйне май пӗлтерӗшлӗ. Тӗслӗхрен, «Ҫак кунсен чапӗ каймӗ» драмӑна (1959) вӑл Геннадий Пласкинпа пӗрле ҫырнӑ. Унта ачасен те аслисемпе пӗр тан вӑрҫа хутшӑнма тивни пирки каласа кӑтартнӑ. Пьесӑна хӑй вӑхӑтӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ.

«Пулас кинсем» (1989) е ҫакӑн йышши тата ытти хайлава вара хӗрарӑм ҫеҫ ҫырма пултарать пулӗ. Тӗнчен черчен ҫуррийӗн кӑмӑл-туйӑмне, савӑнӑҫӗпе куҫҫульне урӑх никам та чӗре витӗр сӑрхӑнтарса хут ҫине куҫараймӗ, чунне уҫса параймӗ. Валентина Элпи, хӑй те вӑрҫӑ ҫулӗсене тӳссе ирттернӗскер, ҫепӗҫ те сӑпайлӑ чӑваш пикисем фронтра еплерех нуша курнине, йывӑрлӑха мӗнле ҫӗнтернине чуна тивмелле каласа кӑтартнӑ.

Ҫыравҫӑн тепӗр хӑйне евӗрлӗхӗ — вӑл чӑвашсен авалхи ячӗсемпе усӑ курни. Ҫакӑншӑн ӑна сӑмах та лекнӗ иккен. Сӑнарӗсене, калӑпӑр, Илтимӗр, Киляр, Эхтюк, Улти, Янаш, Шерпике («Пепке ҫуралсан») мар, «йӗркеллӗ» ятсем парсан кӑна кӗнекисем хӑвӑртрах тухма пултарасса шантарни те пулнӑ. Ҫакна ҫеҫ калас килет: илемлӗ те ҫӑмӑл, пуян чӗлхепе ҫырнӑ хайлавсене малашне те юратсах вулӗҫ.

Валентина Элпипе пӗр ҫулалли хӗрарӑм-ҫыравҫӑ урӑх ҫук пирӗн. Паян ҫыравҫӑ еплерех пурӑннине пӗлес килет-и санӑн, хисеплӗ вулаканӑм? Апла ун патне хӑнана каяр-ха.

Тӗп хуламӑрти ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ районӗнчи пӗр пӳлӗмлӗ хваттер. Чаплӑ теме ҫук ӑна, сӗтел-пуканӗ те ҫӗнниех мар. Ҫапах та ҫыравҫӑ килӗнче ҫутӑлӑхпа ӑшӑлӑх хуҫаланаҫҫӗ, кантӑкран пӑхсан йӗри-таврара йывӑҫ кашлать, кайӑксем юрлани илтӗнет.

— Вӑрман варринчи уҫланкӑра пурӑннӑ пекех туятӑп хама тепӗр чухне, — манӑн шухӑша «вуланӑн» сӑмах хушрӗ кил хуҫи.

Пысӑк пӗр шкапӗнче — туллиех кӗнеке, ҫав шутра хӑй ҫырнисем. Валентина Андреевна ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнчӗ. Эпир ун валли илнӗ чечек ҫыххишӗн хӗпӗртенӗскер пирӗн пирки тӗплӗнрех пӗлес терӗ ахӑр: камсем, ӑҫтан, мӗн тӗллевпе килнине тӗпчерӗ. «Хыпартан» иккенне пӗлсен вӑл та ҫак хаҫат редакцийӗнче (ун чухне «Чӑваш коммуни») Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӗҫленине хавасланса пӗлтерчӗ.

99 ҫула ҫитсе пыракан ҫыравҫӑ аванах ҫӳрет-ха. Анчах хӑйӗн кун-ҫулӗнчи хӑш-пӗр саманта ҫеҫ мар, ҫак самантра пулса иртнине те манни пӑшӑрхантарать ӑна. Ҫакӑ — ахаль те пӗчченлӗхре иртекен пурнӑҫра — самаях ура хурать.

— Йӑлтах аварие пула, юрать-ха чӗрӗ юлтӑм. Ватлӑх та хӑйӗннех тӑвать. Халь тин малалла мар ӗнтӗ, каялла. Пытармастӑп: татах та пурӑнасшӑн-ха, ҫак тӗнчепе камӑн сыв пуллашас килтӗр? Тӗлӗнтерӗп те-и сире: паян манӑн нимӗн те ыратмасть, сывлӑх енчен хама лайӑх туятӑп. Урама уҫӑлма тухатӑп, унта ман пек ватӑ пайтах, вӗсем пурте манран кӗҫӗнрех. Ларатпӑр ҫапла ҫамрӑклӑха, иртнине аса илсе. Таҫта айккинелле каймастӑп, ҫухалса каясран шикленетӗп, — тет Валентина Андреевна.

— Хӗрӗрсем килсе ҫӳреҫҫӗ-и? Кам пӑхать сире? — кӑсӑклантӑмӑр эпир.

— Аслине Динӑна ҫирӗмре ҫуратнӑ эпӗ. Вӑл сакӑр вунна ҫывхарса пырать. Шел, инсульт хыҫҫӑн вырӑн ҫинчен тӑраймасть. Кӗҫӗнни Аза Польшӑра пурӑнать. Кашни ҫулах курма килетчӗ, кӑҫал темле ӗнтӗ. Никамах та ҫӳремест ҫав ман патӑма. Юрать-ха Лидия Сарине ҫыравҫӑ манмасть, вӑл килсен кӑмӑл ҫӗкленет. Чейпе сӑйланатпӑр, чуна уҫса калаҫатпӑр. Тепӗр чухне Динӑн хӗрӗ Марина килсе каять. Хам тӗллӗн апат пӗҫерсе ҫиейместӗп-ҫке.

— Валентина Андреевна, нумай пурӑннин вӑрттӑнлӑхне уҫса параймӑр-и?

— Тем каламалла ӗнтӗ, шӑпа мӗн чухлӗ ҫырнине пурӑнса ирттерес пулать. Тепӗр тесен — ҫынпа вӑрҫӑнса курман эпӗ. Хам юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тен, пӗчӗккисемпе хутшӑнни те ачалӑха, ҫамрӑклӑха упраса хӑварма пулӑшнӑ-ши? 98 ҫулти пек туймастӑп хама. Нумаях пулмасть пӗр картишри мучисемпе тавлашрӑмӑр, темӗн пирки ӗнтӗ, ас тумастӑп. Ҫӗнтертӗм вӗт, эпӗ каланиех тӗрӗс пулчӗ. Ҫапла вӗсен мана чаплӑ туя ӑсталаса пама тиврӗ.

— Сирӗн шухӑшӑрпа — мӗн вӑл телей? Эсир телейлӗ-и?

— Кашни ҫын телее тивӗҫлӗ. Анчах вӑл таҫтан пӗлӗт ҫинчен татӑлса анмасть-ҫке. Хӑвӑн умна лартнӑ тӗллев пурнӑҫланса пырсан ӑраскаллӑ теме те юрать пулӗ. Телейлӗ-и эпӗ е ҫук-и, кун пирки темшӗн шухӑшламан. Ҫынсемпе хутшӑнса ӗҫлени, ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашни, ҫӗнӗ хайлав шӑрҫаланни, черетлӗ кӗнеке тухни - акӑ мӗн хавхалантарнӑ.

— Пултарулӑх пирки сӑмах тапратрӑр тӑк — хӑвӑрӑн хайлавӑрсенче эсир мӗншӗн ӗлӗкхи чӑваш ячӗсемпе усӑ курнине пӗлес килет...

— Халӑхӑмӑрӑн пуян аваллӑхӗ вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн манӑҫа тухса пыни канӑҫсӑрлантарнӑ пулӗ. Ун чухне чӑвашлӑха упраса хӑварасси пирки паянхи пек калаҫман, хамӑршӑн кӑштах та пулин усӑ кӳрес тенӗ-ши? Хайлавсене хӑйне евӗрлӗрех те тӑвать ҫакӑ.

— Хӗрӗрсене ят панӑ чухне ҫакна шута илес темерӗр-и?

— Дина — тутар, Аза — чикан ячӗ. Ӑҫтан шыраса тупнӑ-ши вӗсене? Хам та пӗлместӗп. Ҫӗнӗлӗх шыранӑ пулӗ, таҫта туртӑннӑ, темӗн курас тенӗ ахӑртнех. Ялтан та ҫавна пулах хулана тухса кайнӑ ӗнтӗ.

— Хайлавӑрсенчи сӑнарсем чӑн пурнӑҫранах-и? Е...

— Манӑн романсемпе повеҫсем, калавсем — хамран, юлташсенчен е ытти ҫынран пухӑннӑ «чӑмӑрккасем». Чӑн чӑваш хӗрарӑмӗн шӑпи, пурнӑҫӗ пирки хӗрарӑм ҫеҫ шӑрҫалама пултарать.

— Ҫапах та мӗнле майпа «пиҫсе» тухнӑ-ха вӗсем?
— Ӗҫре ҫырма вӑхӑт пулман. Килте каллех пушанма ҫук. Апла пулин те кунӗпех пуҫра ҫӳренӗ шухӑшсене хут ҫине куҫарас, кӑмӑла лӑплантарас тесе хама хам «кӑкарса» лартма хал ҫитернӗ.

— Тӗлӗке, тӗшмӗше ӗненетӗр-и?

— Вӗсем хыҫҫӑн кайман. Тӗлӗке ывӑнман чухне ҫеҫ кураҫҫӗ мар-и? Тӗшмӗше ӗненме вӑхӑт та пулман. Ачамсене ура ҫине тӑратассишӗн ӗҫленӗ. Иккӗшне те Мускаври институтсенче вӗрентнӗ. Ыттисенчен нимӗнпе те кая ан пулччӑр тенӗ.

— Хӑвӑрӑн пурнӑҫӑрпа паллаштарсамӑр.

— Ҫемьере Миша, Федя, Аркади шӑллӑмсем, Марье аппа тата эпӗ ӳснӗ. Пирӗнтен инҫех мар Эль шывӗ юхса иртет. Хушма ят суйланӑ чухне ҫавна шута илнӗ те эпӗ. Ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑччӗ пирӗн атте. Вӑл сӑвай ҫапнине пӑхма ҫӳренине лайӑх ас тӑватӑп. Эпир аппапа иксӗмӗр ытларах ун ҫумӗнче пулнӑ. Анне арки ҫинчен кӗҫӗннисем кайма пӗлместчӗҫ те-ха. Ҫакна лайӑх ӑнланнӑ, ӑна яланах пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Пытармастӑп: икӗ хутчен качча кайнӑ эпӗ. Динӑн ашшӗпе нумаях пурӑнман. Куҫма Турхан («Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман авторӗ. - Авт.) — манӑн иккӗмӗш упӑшка.

— Пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр пулман ӗнтӗ...

— Ыттисемпе пӗрлӗ вӑрҫӑ ҫулӗсене те тӳссе ирттернӗ. Ҫӑкӑр карточкӑпа паратчӗҫ. Ӑна илес тесе ҫӗрӗпе черет тӑраттӑмӑр. Чӗлле алла илсен: «Пӗчӗккӗн ҫимелле. Хырӑма астарма юрамасть», — теттӗм. Сирӗн тата малашнехи ӑрусен вӑрҫа е ытти нушана курмалла ан пултӑрччӗ.

— Мӗн туса ҫитермен пек туйӑнать?
— Икӗ хӗр ҫуратса ҫитӗнтернӗ. Халӑха хамӑн ӗҫӗмсемпе савӑнтарнӑ, паян та вулаҫҫӗ пулӗ тетӗп. Тата мӗн кирлӗ?

— Кӗҫех пӗр ӗмӗр тултаратӑр. Мӗн кӗтетӗр эсир унран? Мӗн пирки ӗмӗтленетӗр?

— Валери Туркай сӑвӑҫ ҫӗр ҫула ҫитсен хула урамӗсем тӑрӑх тӑрантаспа ярӑнтарса ҫӳреме шантарнӑччӗ. Кӗтетӗп-ха, — хавхаланса калаҫрӗ Валентина Андреевна.

Эпир тухса кайиччен кӑнтӑрла иртнӗччӗ ӗнтӗ. Валентина Андреевна пире кухньӑна чӗнсе илчӗ, сивӗтмӗшрен пельмень кӑларчӗ те ӑна пӗҫерме, чей вӗретме ыйтрӗ. «Апат ҫиме ӗлкӗреймерӗм-ха.. Паян эпӗ сирӗн хӑнӑр, пӑхӑр мана. Эсир те манпа пӗрле ларӑр. Ура ҫинче ан тӑрӑр, килти пек пулӑр», — тесе кӗштӗртетме пуҫларӗ. Сӗтел ҫине икерчӗ, канфет лартрӗ. Хут ҫине «Газ плити ҫине чейникпе шыв лартрӑн тӑк, ҫакӑнтах лар, ан ҫывӑр. Вӗреме кӗрсен чар. Газ килсе ан тӑтӑр тесе лайӑх пӑрса хур», - тесе ҫырни куҫ тӗлне пулчӗ. Ҫапла эпир ӑна апатлантарса, чей ӗҫтерсе хӑвартӑмӑр.

Часах ярасшӑн марччӗ пире Валентина Андреевна, калаҫтарчӗ те калаҫтарчӗ. Пирӗн пирки ыйтса пӗлчӗ. «Ӑнланатӑп, ҫамрӑксен вӑхӑт ҫук. Час-часах пулмасан та хӑш чухне кӗркелесе тухӑр. Тен, статья пичетленсен. Хаҫатран тесен хаваспах алӑка уҫӑп», — савӑнчӗ кинемей эпир килме шантарнине илтсен.

Сирӗнтен кашниех Валентина Элпин пӗр хайлавне те пулин вуланӑ-тӑр. Унти сӑнарсем хӑйсен телейне тупаҫҫӗ, произведени нумай чухне лайӑхпа вӗҫленет. Валентина Андреевна хӑйӗн «пепкисене», пин-пин вулакана савӑнӑҫ валеҫнӗ май, хӑй те телейлӗ пулма ӗмӗтленнех ӗнтӗ. Ватлӑх кунӗсенче пӗччен юлатӑп тесе шухӑшламан ахӑртнех. 98 ҫулти ҫыравҫӑн куллен чуна уҫса калаҫма никам та ҫук. Социаллӑ ӗҫчен кун сиктерсе килсе ҫӳрет-ха ун патне, лавккаран апат-ҫимӗҫ илсе килсе парать, апат пӗҫерет, ҫӑвӑнтарать. Ӑна Динӑн хӗрӗ Марина тупнӑ иккен. Хӗпӗртет ҫакӑншӑн Валентина Элпи. Ватӑ ҫынна нумай кирлӗ-им?

Лидия Сарине:

— Эпӗ ӑна пӗрремӗш хут «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ чухне курнӑ. Илемлӗ шӗлепке, шӑлавар тӑхӑннӑ, мӑйӗнчен ярӑм-ярӑм шӑрҫа ҫакнӑ. Аллинче — майра карҫинкки.

Каярах, 1988 ҫулта, «Кӑкшӑм» санаторие ача-пӑча ҫыравҫисен семинарне пухӑннӑччӗ. Ун чухне Ева Лисина, Петӗр Ҫӑлкуҫ, Юлия Силэм пурччӗ. Кашнин хӑйӗн кураторӗччӗ. Эпӗ тата Зоя Нестерова Валентина Андреевна «аллине» лекрӗмӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн туслашрӑмӑр та. Шел, куҫӗ курманран Зоя Алексеевна тухса ҫӳреймест паян. Сӑмах май, Элпи Георгий Ефимов поэтпа тата унӑн мӑшӑрӗпе Симӑпа, Мария Ухсайпа туслӑччӗ.

Валентина Элпин ачисем пирки ҫакна пӗлетӗп: Дина чӗрепе аптӑрать. Вӑл икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ: Марина тата Лена. Аза та тахҫанах асанне-кукамай ӗнтӗ. Кашни ҫулах килетчӗ, вӑл каялла кайнӑ чухне Валентина Андреевна питӗ кулянать. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫав кун ун патне каятӑп.

Нумай ҫул туслӑ пурӑннӑ, хама пулӑшнӑ ҫынна мӗнле манас-ха? Пурте ватӑлатпӑр-ҫке. Пырса кӗретӗп те унӑн хваттерне - тӑрс! тӑрс! сиксе илетӗп. Вӑл вара ача пекех хӗпӗртет, авкаланса илет. «Эпӗ паян хӑна. Тутлине пӗҫерсе ҫитер-ха», - йӑл! кулать Валентна Андреевна кашнинчех.

Ҫак кунсенче тепӗр хут ҫыхӑнтӑм эпӗ Лидия Саринепе. Нӳхреп улми пӗҫерсе ҫинӗ иккен вӗсем. «Ҫав-ҫавах пӗччен юласшӑн мар. Сире те кӗтет вӑл, май пулсан пырса кайма тӑрӑшӑр», — терӗ Лидия Михайловна.

«Хыпар», 2012, ҫӗртме, 15
Татьяна Кротова.


 
Категорисем: Валентина Элпи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-11-14 15:12:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 473 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем