Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫинҫе

Ҫинҫе — чӑвашсен ҫуллахи уявӗ. Ӑна Ҫӗр амӑшӗн туррине халалланӑ. Ҫавӑн пекех «Уяв», «Питрав» уявсемпе пӗр вӑхӑталла килет.

Этимологийӗ

Ӑсчахсем «ҫийӗнче», «ҫие юлнӑ» сӑмах пӗлтерӗшӗсенчен пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл Ҫӗр-аннемӗр пӗтӗленнине, ҫӗр пулӑхне ӳстернине пӗлтернӗ. Тепӗр теори тӑрӑх уяв «ҫӗнӗ ҫулла» тенине пӗлтерет имӗш. Ҫавӑн пекех «ҫинҫе» (выр. тонкий) сӑмахпа арпаштаракансем те пур.

Ҫармӑссен ҫак уяв ячӗ синкса ятлӑ, китайсен sinze текенни пур. Славянсем вара ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тапхӑра «Духов день» тесе палӑртнӑ.

Уяв йӑли-йӗрки

Уяв ыраш пӗтӗленсен пуҫланнӑ. Вӑл 12 куна тӑсӑлнӑ.

Ҫинҫе пуҫлансан чылай ӗҫе тума юраман: ҫӗр чавма, сухалама, йӑрансене ҫумсенчен тасатма, ҫӗр ӑшне патак-юпа тавраш ҫапса лартма, ҫӗр ҫийӗн ҫара уран утма-ҫӳреме тата ыт.те. Кӑвайт чӗртме, мунча хутма юраман — маларах ҫӑвӑннӑ, ҫӑкӑрне те уяв умӗн ытларах пӗҫерсе хунӑ. Ҫинҫе уявӗнче шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, ула-чӑлипе ҫӳреме юраман.

Уяв вӑхӑтӗнче халӑх каннӑ. Вӑйӑ картине каҫалапа ҫеҫ тухнӑ, ирхи е кӑнтӑрла юрламан. Тума юранӑ ӗҫсем шутне ҫӑпата ҫыхассине, юмах юптарассине, тӗрӗ тӗрлессине кӗртме пулать. Ҫип арлама вара юраман.

Йӗркене пӑсакансене вӑрҫнӑ, ятланӑ. Ула-чӑла кӗпеллӗ ҫынна ӑна хывса илме пултарнӑ. Ҫӗре патакпа ҫапакан ачан патакне туртса илсе ятланӑ.

Ҫинҫере калакан мӑчавӑр сӑмахӗсем

Ыран ҫинҫе пултӑр, ҫинҫе калатпӑр. Шаккама юрамасть, курӑк татма юрамасть, ҫӗр чавма юрамасть, мунча хутма юрамасть, тыр типӗтме юрамасть, тырӑ ҫапма юрамасть, чул кӑларма юрамасть, арман авӑртма юрамасть, улача кӗпе тӑхӑнма юрамасть, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнма юрамасть, улача-хӗрлӗ ҫӗлеме юрамасть — пурте шур кӗпе тӑхӑнмалла, вунӑ куна сӑрук!

* * *

Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр. Ҫурхи ака та иртрӗ, ҫинҫе ҫитрӗ. Ҫине юлнӑ Ҫӗр-аннене суран ан тӑвӑр, шӑв-шав туса ан хускатӑр. Тӑлла-кӗҫҫе ан ҫапӑр, хура-мара ан тӑкӑр. Ҫӗр-аннемӗр тӑнӑҫланнӑ. Сыхлӑр унӑн канӑҫне. Ҫире-пуҫра шурӑ пултӑр, ӳтӗр-тирӗр таса пултӑр, уя-хире ешӗл тултӑр. Ҫинҫене кӗтӗмӗр. Тултӑрччӗ Аслӑ Ҫӗр-аннемӗр, ҫиттӗрччӗ ӗмӗтӗмӗр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Каҫӑсем

Вуламалли

  • Пилсемпе кӗлӗсем. Шупашкар, 2005 — 110-111 с.
  • Мир чувашский культуры. Шупашкар, 2007 — 206–208 с.
  • Ҫинҫе // Асамат & Шевле, 2014, №7, 2 с.


 
Категорисем: Ҫинҫе
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2015-07-07 22:01:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4856 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем