Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Янмурҫин

Янмурзино

Тутарсем вырӑссене хӑваланӑ чухне Красноармейски районне кӗрекен Четверти Упи (Янмурзино) ялӗ тӗлне ҫитсен тутарсен лайӑх воеводине, Янмурзана, хальхи ял вырӑнӗ питӗ кӑмӑла кайнӑ. Ял вырӑнӗ кӑмӑла кайнипе: «Вилсен-мӗн тусан мана ҫак вырӑна пытарӑр», – тесе каланӑ пулать хӑйӗн салтакӗнсене.

Хальхи ял вырӑнӗнчен нумай та иртсе малалла каяйман, ӑна амантнӑ. Аманнӑ Янмурза воеводана хӑй кӑтартнӑ, асӑннӑ вырана илсе пынӑ. «Эп кунтан пӗтӗм тӗнчене куратӑп», – тесе каланӑ пулать Янмурза ҫӗнӗ вырӑна пырса вырнаҫсан. «Кунта чаплӑ воевода Янмурза йӑхӗ ӗрчемелле», – тесе каланӑ тет Янмурза.

Хальхи ял вырӑнӗ вӑл вӑрҫӑ вӑхӑчӗшӗн питӗ лайӑх вырӑн пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Мускав енне хӑвса каякан войска-неприятельсене кайнине те, килнине те 20-25 ҫухрӑм таран курма пулать. Ял вырӑнӗ сӑрт хӗрринче, сартлӑ тӗмескеллӗ вырӑн. Тата неприятельсенчен те сыхланма лайӑх вырӑн пулса тӑнӑ, ялӑн кӑнтӑр енчен Мӑн Ҫавал шывӗ юхса выртнӑ, хӗвел анӑҫ, Мускав енчен – лачакаллӑ, ӑшӑх Хӗрлӗ ҫыр ҫырми, ҫурҫӗр енчен – Минчек ҫырми , хӗвел тухӑҫӗнчен – Вӑта ҫуна ҫырми. Ҫырмаҫатрасем пурте ӑшӑх, лачакаллӑ, ҫӑра, ӗмӗр ӳсекен вӑрманлӑ вырӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа вара: «Вӑйра вӑй, анчах вӑй ҫумне вӑй хушсан тата вӑй пулать», – тесе каланӑ тет Янмурза хӑй пурӑнма пуҫӑннӑ вырӑнпа тӗплӗн паллашса ҫитсен.

Янмурза тутурӗ вырассенчен хӑраса хӑй вырнаҫнӑ сӑрт хӗррисемпе крепость тума шухӑшласа хальхи ялӑн тӑватӑ енне чул юпасем ларттарнӑ. Халӗ те Вӑта ҫуна ҫырми хӗрринче чул юпан юлашки чул катӑкӗсем тупӑнаҫҫӗ. Вӑл вырӑна халӗ Чулпалӑк тесе калаҫҫӗ. Чулпалӑк вырӑнӗнче авалрах, ваттисем каланӑ тӑрӑх, тухса ҫӳремелли чул алӑк пулнӑ пулать.

Иван Грознӑй тутарсене хӑвса кайнӑ чух Янмурза воевода тунӑ крепость патӗнчен иртмен, Атӑл хӗррипе кайнӑ пулнӑ. Анчах тутар воеводи Янмурза ватӑлнипе вӑрҫа та кайман, хӑй вырӑнтан та тухман. Янмурза вырнаҫнӑ вырӑн ватӑ Янмурзана питӗ кӑмӑла кайнӑ, мӗншӗн тесен унӑн тавралла вӑрманӗ, шывӗ, улӑхӗ пӗтӗмпех ҫителӗклӗ пулнӑ. «Ман кунтах рай. Тырри тесен тырри пур, шывӗ тесен шывӗ пур, шапи вырӑнче пулли пур, улӑх тесен улӑх пур. Вилӗп те кайӑп, ку вырӑтан каймӑп», – тесе каланӑ тет Янмурза хӑйӗн ҫывӑх юлташне.

Тутарсен воеводи пулнӑ Янмурзан пилӗк ывӑл пулнӑ. Кӗҫӗн ывӑлӗ питӗ кахал, ӳркенчӗк ача пулнӑ. Вӑл ача тӑхӑр ҫулсӑр утман, сӑмахлама юратман. Унӑн юратнӑ ӗҫӗ ним ӗҫ тумасӑр пытанса ҫывӑрасси кӑна пулнӑ. Ача ҫамрӑклах пиччӗшӗсен, ашшӗ-амӑшӗсен япалисене вӑрласа сутнӑ пӗр-пӗр ҫынна панӑ. Ҫавӑншӑн вара кӗҫӗн ывӑлне ҫемьере нихӑшӗ те юратман, ятпа чӗнекен те пулмал, ӑна яланах «Яман» сӑмахпа ят вырӑнне хурса чӗннӗ. Тутарла «яман» тени чӑваш чӗлхи ҫине курҫарсан «кахал» тени пулать тет.

Янмурзан ывӑлӗсем ӳссе ҫитсен уйӑрса кӑларма тытӑннӑ. Ҫӗр, вӑрман хӑйсен ялӗнче нумайрах пултӑр тесе аслӑ ывӑл ачине хальхи Трак (Красноармейски) вырӑнне пӳрт лартса уйӑрса кӑларнӑ. Иккӗмӗш ывӑлне – Кушар ялӗ вырӑнне, виҫҫӗмӗш ывӑлне – Кив Йӗкӗт вырӑнне, тӑваттӑмӗшӗ ашшӗ Янмурза патне, тӗпне юлнӑ. Пиллӗкмӗш ывӑлне, Ямана, хисеплемен, юратман пирки пӗр хыткан, начар кӗсре ҫине утлантарса, кил карти алӑкне уҫса алӑкран кӑларсах янӑ пулать. Алӑк уҫса янӑ чух ашшӗ Ямана: «Ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи хурт, кайса пурӑн ҫут тӗнче хушшине», – сӑмахласа кӑларса янӑ пулать.

Янмурзан кӗҫӗн ывӑлӗ Яман ашшӗ килӗнчен тухсан лашине тытрӗ тет уй урлӑ, вӑрман урлӑ, ӑҫта вӑл каять хӑй те пӗлмест. Чылай кайсан хӑйхи Яманак Шетмӗ улӑхӗнче каҫма тӑрать, Шетмӗ улӑхӗ ӑшӑх та лачакаллӑ пулнипе ырхан кӗсри ҫур Яманак Шетмӗ улӑхне ҫитсен кӗрсе выртать. Яман кӗсрене турткалать, кӗсре тапранаймасть те. Кӗсре тухманнине кира Яман мӑн ҫӗҫҫине кӗсьерен кӑларать те кӗсрене пусса татӑкӑн-татӑкӑн туртса кӑларать. Лаша ашне йӑтса Шетмӗ урлӑ каҫса пӗр сӑрт хӗррине, (халӗ Теллей сӑртне) вырнаҫать. Яман мала кайма лаша ҫуккипе ҫав сӑртах вырнаҫса ҫӗр пӳрт чавса пурӑнма тытӑнать. «Аллах пулӑшсан эпир те аллай пулӑпӑр», – тесе каларӗ тет Яман.

Яман ҫӗнӗ вырӑнта ҫурт-йӗр ҫавӑрса пама ашшӗпе пиччӗшӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ҫамрӑк Яман хӑй тӗллӗн пӗччен ҫурт-йӗр ҫавӑрма пултарайман. Анчах Ямана нимӗнле пулӑшу та паман, вӑл ыйтнӑ ыйтусене сӑмах памасӑрах ашшӗ килӗнчен те, пиччӗшӗсен килӗнчен те хӑвса кӑларса янӑ, тӑван шутӗнчен кӑларса пӑрахнӑ пекех хисеплеми пулнӑ.

Яман темӗн тӗрлӗ те шухӑшланӑ. Аптранӑ енне вӑл ашшӗн лайӑх ӑйӑрне вӑрласа тухнӑ та кӗрешӗн вӑрӑсен ушкӑнне кайса пӗрлешнӗ. Кӗрешӗн вӑрӑсен ушкӑнӗнче часах хӑйӗн вӑрӑ пултарулӑхне, ӑсталӑхне кӑтартнӑ. Нумай та тӑман, хӑйӗн пултарулӑхне кура вӑрӑ ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ – атаманӗ – пулса тӑнӑ. Ямана кӗретӗн вӑрӑ ушкӑнӗн атаманӗ пулни часах пуйма май панӑ. Ҫаратса-вӑрласа килнӗ япаласене хӑй патне хурать, хӑй аллине илет. Ҫурт-йӗр тума ҫынсене, плотниксене тытса килсе ӗҫлеттерет. Хӑй патне тарҫӑна виҫӗ ҫын илсе усрать. Нумай та тӑмасть хӑйӗн шайккипе, малтан ларнӑ, ҫӗр пӳрт чавнӑ вырӑна куҫса пурӑнма пуҫлать. Яман пуянлӑхӗпе, вӑрӑ пултарулӑхӗпе хӑйӗн чапне таврана сарать.

Яман пуйса ҫитсен вӑйлӑ ӗҫкӗ тӑвать. Ӗҫке ашшӗне, пиччӗшӗсене чӗнет. Унӑн тӑванӗсем Яман чӑн пуянне курсан Яманран каҫару ыйтса туслашаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне каҫарса туслашнӑ хыҫҫӑн ватӑ ашше вилес умӗн Ямана ҫапла пилленӗ пулать: «Яман йӑхӗ хӑватлӑ та пуян пултӑр, ҫак вырӑнта хӑвӑрт ӗрчекен Яманах йӑхӗ ан пӗттӗр. Яман йӑхӗ ӗҫчен те телейлӗ пултӑр».

Яман пурӑннӑ вӑхӑтра хальхи Яманӑн ҫӗршывӗнчи ҫырмассенче, варсенче, вӑрман уҫланкисенче чӑвашсем пурӑннӑ. Анчах вӗсем пӗр-пӗрин тӗлне лайӑххӑн пӗлӗймен. Вӗсем хушшинче ӗмӗрхи вӑрман кашласа ӳснӗ, ҫырмасенче, айлӑмсенче шурлӑх-лачака пулнӑ.


1997 ҫ. ЧР Красноармейски р-чи Ҫӗнӗ Йӗкӗтри
Е.Г.ГригорьевпаА.Н.Самаринтан И.Патмар ҫырса илнӗ.
– ЧПГӐИ ӐА, II, 141, 312, 15-20 с.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Andrey_Algeshkin тӳрлетнӗ, информацие 2017-04-07 09:02:14 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2095 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем