Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрий Сементер

Юрий Семёнович Сементер (чӑн хушамачӗ — Семенов) — чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫӑ тата литературовед. Чӑваш халӑх поэчӗ (1999). СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1973). Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1988).

Пурнӑҫӗ

Юрий Семёнович Семёнов 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗри ҫичӗ ҫул вӗренмелли тата Красноармейски вӑтам шкулӗсенче вӗреннӗ. 1969 ҫулта Ҫӗрпӳри культура-ҫутӗҫ училищине пӗтернӗ, 1974 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

1964–1966 ҫулсенче ВЛКСМ Ҫӗрпӳ райкомӗнче ӗҫленӗ. 1966 ҫултан пуҫласа 1969 ҫулччен «Октябрь ҫулӗ» район хаҫачӗн редакцийӗнче вӑй хунӑ. 1971–1974 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература пайӗн редакторӗ пулнӑ. 1974 ҫултан пуҫласа 2005 ҫулччен «Ялав» журналӑн тӗп редакторӗнче ӗҫленӗ.

Совет Ҫарӗнче икӗ хут хӗсметре тӑнӑ: малтан салтак, кайран офицер пулнӑ. Ҫар теми унӑн пултарулӑхӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ.

Пултарулӑхӗ

Юрий Сементер литературӑна 1970-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «Тупа» (1972) тата «Ҫӗр ҫаврӑнать» (1974) сӑвӑ пуххисемпе кӗнӗ.

Ҫар теми «Ҫӗршывӑн хастар ачисем» (1976) тата «Аван-и, салтак» (1981) кӗнекесенче палӑрнӑ. «Аван-и, салтак» сӑвӑсен пуххи 1983 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премине тивӗҫнӗ.

Юрӑҫ-лирик пек Сементер «Шетмӗ шывӗ» (1977), «Ниме» (1979), «Пирӗн вӑйӑ карти» (1982), «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (1984) тата «Уҫланкӑри палан» (1987) сӑвӑсен пуххинче уҫӑлнӑ.

Композиторсемпе туслӑ ӗҫлесе Юрий Сементер 300 ытла юрӑ хайланӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ халӑх юрри пулса тӑнӑ. Вӗсен хушшинче — «Уҫланкӑри палан», «Ылтӑн ҫӗрӗ», «Малтанхи юратӑвӑм».


XX–XXI ӗмӗрсен чиккинче Сементер поэзийӗнче философи шухӑш-туйӑмӗсем вӑйланнӑ, ку «Хурапа шурӑ» (1998) тата «Хур кайӑк ҫулӗ» (2002) сӑвӑсен пуххинче палӑрать.

Юрий Сементер куҫаруҫӑ пек те паллӑ. Вӑл чӑваш чӗлхине авалхи вырӑс литературин палӑкне — «Игорь полкӗ ҫинчен каланӑ сӑмаха», А. С. Пушкинӑн, М. Ю. Лермонтовӑн, С. А. Есенинӑн, А. Т. Твардовскин, К. М. Симоновӑн сӑввисене, ҫавӑн пекех Раҫҫей халӑхӗсен тата СНГ ҫӗршывӗсенчи чылай ҫыравҫӑн хайлавӗсене куҫарнӑ. Чӑваш театрӗсем унӑн куҫарӑвӗсемпе 15 драма тата камит лартнӑ.

Юрий Сементерӗн сӑввисемпе поэмисене тӗнчери халӑхсен 20 ытла чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ (1999);
  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1988);
  • Туслӑх орденӗ (1996);
  • «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден тата орден медалӗ;
  • Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомолӗн премийӗн лауреачӗ (1983);
  • Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (1996);
  • Фатих Карим ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002);
  • Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ (2001).


 
Категорисем: Ҫыравҫӑсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-10-20 17:29:41 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем