Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шешкенер

Шешкенер
Ӗлӗкех пирӗн яла Шешкенер темен, Мамалай тенӗ. Вӑл ларасса та ку вырӑнта ларман, урӑх вырӑнта ларнӑ. Халӗ вӑл Шемшер патӗнчен юхса каякан Йӗрӗх шывӗнчен кӑнтӑр еннелле икӗ ҫухрӑмра ларать. Ӗлӗкрех тата тепӗр ҫухрӑм инҫерех пулнӑ.
Ӗлӗк пӗр ҫын пурӑннӑ, унӑн виҫӗ ывӑл пулнӑ: Мамалай, Алмантай, Емпӗлтеш. Ҫав Мамалайӑн йӑхӗнчен Мамалай ялӗ пулса кайнӑ теҫҫӗ. Ӗлӗк пирӗн ял пысӑк ял пулнӑ. Вара ҫав ял варринчен ҫырма ҫурса кайнӑ тет те,ял куҫса лармалла пулнӑ тет. Куҫнӑ чух пӗтӗм ялех пӗр вырӑна куҫман: виҫӗ ҫӗрелле саланнӑ. Пирӗн ял шӗшкӗлӗх вӑрманӗ варне ларнӑ та, уна вара Шешкенер тенӗ. Тепӗр ушкӑнӗ Шемшер ялӗн хӗвел тухӑҫ енчи пуҫне кайса ларнӑ. Унта пирвай Васили ятлӑ ҫын ларнӑ та, уна Ваҫилкасси тенӗ. Юлашкисем кӑнтӑр еннелле икӗ ҫухрӑма ытларах кайса ларнӑ. Унта первай Отта ятлӑ ҫын ларнӑ та, уна Отакасси тенӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

nastasi@yandex.ru тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-03 09:09:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2837 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем