Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Темтепӗрлев

Литературара пӗр жанр пекки пур. Ӑна вырӑсла «приключение» теҫҫӗ. Европӑри чӗлхесенче «авантюра» пекрех. Хӑш чухне ҫавна хайлавӑн ятне те кӗртеҫҫӗ. Сӑмахран, Марк Твен ҫырнӑ The Adventures of Tom Sawyer. Вырӑсла вӑл «Приключе́ния То́ма Со́йера» пулать. Чӑвашла куҫару та пур — «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени». Чӑвашла куҫараканӗ — Феодосия Ишетер (пӗлменнисем валли: вӑл Хумма Ҫеменӗн мӑшӑрӗ пулнӑ).

Ҫав «приключение» тенине ытти куҫаруҫӑсем те ҫаплах калаҫҫӗ — темтепӗр курса ҫӳрени.

Пире ку темшӗн ҫырлахтарсах пӗтереймерӗ. Ҫавӑнпа та ак мӗнле сӗнӳ пур. Ахӑртнех ҫак жанра темтепӗрлев темелле пуль. Вӑл ак ӑҫтан сиксе тухнӑ, Темтепӗр мӗнне пурте чухлаҫҫӗ пуль-ха. Япала ячӗ вӑл. Ун ҫумне -ле аффикс хушсан глагол пулать — темтепӗрлев. Глаголтан вара, тепӗр аффикс хушса, япала ячӗ тума пулать. Темтепӗрле + ев = Темтепӗрлев.


Мӗншӗн-ха «темтепӗр курса ҫӳрени» ҫырлахтармасть?
«Приключение» вӑл — курса ҫӳрени мар. Ҫак пулӑма кӗрсе каякан ҫын мӗн пуласси-пулнине пӗтемпех хӑй чӑтса ирттерет. Хӑйӗн ӗнси ҫинче.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Agabazar тӳрлетнӗ, информацие 2022-10-18 19:27:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 401 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем