Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Саватер

СаватерҪӗмӗрле районӗнчи ял.

Яла газ кӗртнӗ, виҫӗ лавкка ӗҫлет.

Ял кун-ҫулӗ

Яла XVIII ӗмӗр варринче никӗсленӗ. Пӗрремӗш куҫса килекенсем Савантипе Михетер ятлӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсем ҫурчӗсем валли паянхи кун Ленин ячӗллӗ колхозӑн ферми вырнаҫнӑ лаптӑка суйланӑ пулнӑ. Анчах айлӑра пулнӑран часах вӗсене шыв ҫиеле тухни чӑрмантарма пуҫланӑ — анӑҫ енне вара куҫнӑ.

XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пӗр урам кӑна пулнӑ — хальхи Фроловсемпе Козловсен ҫурчӗ хушши ҫеҫ.

Ялта пурӗ 4 ҫил арманӗ ӗҫленӗ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫӳлӗсенче ялта «Авангард» колхоз йӗркеленнӗ. Пӗрремӗш председателӗ Зологин Василий Тимофеевич пулнӑ. 1954 ҫулта ялти колхоз Якуртушкӑньри «Большевик» колхозпа пӗрлешнӗ.

Халӑх йышӗ

Паллӑ ҫыннисем

Культура


 
Категорисем: Саватер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-03-07 20:03:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3622 хут пӑхнӑ.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем