Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вускасси

ВускассиМуркаш районӗн ялӗ, Ярапайкасси ял тӑрӑхне кӗрет. Шупашкартан 38 ҫухрӑмра, Муркашран 23 ҫухрӑмра ларать.

Ҫутҫанталӑк

М7 автоҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнсем кунта ҫырмаллӑ-ҫатраллӑ. Ялта темиҫе пӗве пур.

Юнашар ялсем

Ял кун-ҫулӗ

XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче Первое Байряшево ялтан икӗ ял туса — Иштерекпе Вускассине — йӗркеленӗ. Ячӗ «ӑвӑс»+«касси» сӑмахсенчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

1920 ҫулхи утӑн 24-мешӗнчен Чикме уесне, каярах Шупашкар уесне кӗнӗ. Ку пӗтӗм тапхӑрта ял Сӗнтӗр вулӑсӗнче шутланнӑ.

1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Тутаркас районне кӗнӗ. 1935 ҫулхи пушӑнн 1-мӗшӗнчен Ишлей районне, 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнчен Сӗнтӗр районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкар районне кӗнӗ. 1964 ҫулхи пушӑн 11-мешӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтччен Муркаш районӗнче шутланать.

1930 ҫулта «Трактор» колхоза йӗркеленӗ.

Халӑх йышӗ

Ялта чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ, 1866 ҫулччен патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ.

1859(8?) ҫулхи ҫыравра пурӗ 141 кил шутланӑ (хальхи Иштерек те кӗнӗ пулас). 1906 ҫулта ялта 42 кил пулнӑ, 89 арҫын, 98 хӗрарӑм пурӑннӑ. 1926 ҫулхи кӑтартусем: 39 кил, 77 арҫын, 85 хӗрарӑм. 1939 ҫулта — 72 арҫын, 102 хӗрарӑм. 1979 ҫулхи ҫырав ялта 55 арҫын тата 78 херарӑм пурӑннине палӑртнӑ.

2002 ҫулхи кӑтартусем: 37 кил, 36 арҫын, 48 хӗрарӑм. Ӗмӗр иртнӗ пулин те ялти кӑтартусем пӗтӗмешле илсен пӗрре те пысӑкланман, чакнӑ кӑна теме пулать.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Ҫул-йӗр

Культура

Каҫӑсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Вуламалли

  • Чувашская энциклопедия. 1 том. Чебоксары, 2006. — 379 с.
  • Моргаушский район. Краткая энциклопедия. Чебоксары, 2002. 50-51 с.


 
Категорисем: Вускасси
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-08-30 14:14:45 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6283 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем