Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Арамази

Чӑваш халӑх юмахӗсенче чӑвашсем Улӑпран пуҫланса кайнӑ тесе каланӑ. Улӑп аслати Турӑ ывӑлӗ иккен. Вӑл ҫӗр ҫине Кавказри Арамази сӑрчӗ тӗлне аннӑ. Ҫӗр ҫинчи ҫынсенчен темиҫе хут пысӑк вӑйлӑ пулнӑ.
Кунти хӗрарӑмпа пӗрлешсен Улӑпран икӗ ывӑл ҫуралнӑ. Юмахра Улӑпӑн амӑшӗ те пур. Ӑҫтан вӑл? Паллӑ мар. Улӑп ун патне ҫӗр ӗҫӗ тӑвакана лаши-сухипе пӗрле кӗсйине чиксе пырать. Амӑшӗ: "Ку ҫынсем пирӗн хыҫран пурӑнаканӗсем пулӗҫ", — тет. Ҫакскерсене каялла кайса яма хушать. Улӑп тӗрлӗ паттӑр ӗҫ тӑвать. Усаллисене те. Турӑ ӑна ҫавӑншӑн ту ҫумне сӑнчӑрласа лартать. Ывӑлӗсем тем пек йӑлӑнсан та хӑтармасть.
Улӑп ывӑлӗсене Атӑл ҫине куҫса кайма хушать.
Арамази сӑрчӗпе Атӑл хушшине хывнӑ асамлӑ асамат кӗперӗ тӑрӑх Улӑп ывӑлӗсем, халӑхӗ тата выльӑх чӗрлӗхӗ пурте пӗрле Атӑл тӑрӑхне куҫса килеҫҫӗ. Кунта чӑваш халӑхне хунаттарса яраҫҫӗ.
Пире Арамази вырӑнӗ, сӑрчӗ, ячӗ интереслентерет.
Кавказра, Тбилиси хулинчен 20 ҫухрӑмра, Арагва шывӗ Кура шывне юхса кӗнӗ ҫӗрте, Армази ятлӑ ту, Армазисхвели ту хушӑкӗ пур. Ку вырӑн Мцхета хулинчен ҫичӗ ҫухрӑм анатарах. Авал унта чӳк вырӑнӗ /капища/ пулнӑ. Кӗмӗл палӑксем, юпасем ларнӑ. "Мифы народов мира" кӗнеке тӑрӑх Армази Уйӑх туррине пӗлтерет.
Пиллӗкмӗш ӗмӗр хыҫҫӑн картвелсем /грузинсем/ Христос тӗнне йышӑнсан ку вырӑна "Ҫветтуй Нино" часавай лартнӑ.
XI ӗмӗрте Мцхета хулинче /картвелсен тӗп хулинче/ "Светицховелли" чиркӳ лартнӑ. Ӑна тутар монголсем ватнӑ хыҫҫӑн ХV-ХVII ӗмӗрсенче ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ. Унта тӑватӑ енлӗ юпа "светицховелли" — ларать. Ана Армази сӑрчӗ ҫинчен илсе килнӗ тесе калаҫҫӗ. Халӗ кунта — заповедник.
Чӑвашсен юмахри Арамази сӑрчӗпе Грузири Армази тӑвӗ хушшинче ҫыхӑну пурах тесе шутлатӑп.

Якуркка Микихверӗ
Статьяна «Хыпарӑн» 113-114-мӗш номерӗсенче пичетленнӗ статьяран илнӗ материалсенчен хатӗрленӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑвашсен халапӗсемпе ҫыхӑннӑ историри паллӑ вырӑнсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-11 13:35:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3981 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем