Авруй (выр. Авруй) — Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи ял. Ершепуҫ ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.
Ял Чӑваш Ен варринче Шупашкартан — 107 км, район центрӗнчен, Вӑрнар поселокӗнчен, — 17 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 17 км аякра вырнаҫнӑ.
Яла 1921 ҫулта Упи ялӗн хресченӗсем «Цветок» («Чечек») коммунӑна йӗркелессипе пуҫарнипе никӗсленнӗ. Малтан кунта Улхаш ялӗнчен виҫӗ ҫемье (В. Кротков, В. Флегентов, И. Флегентов) куҫса килнӗ, кайран тата тӑватӑ ҫемье хушӑннӑ. Историри ячӗсем: Цветок, Авыруй.
1924 ҫулхи юпан 9-мӗшӗнчен пуҫласа «Авӑр Уй» ял хуҫалӑх артелӗ ӗҫленӗ. 1928 ҫулта «Авӑр Уй» колхоз йӗркеленнӗ. 1930 ҫулта яла Хирпуҫ ялӗнчен тата тӑватӑ ҫемье, ҫавӑн пекех Элӗк, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенчен ҫемьесем куҫса килнӗ — пурӗ 33 кил, 157 ҫын пулса тӑнӑ. 1934 ҫулта пуҫламӑш шкул уҫӑлнӑ, 1965 ҫултанпа яла электричество кӗртнӗ.
Ят вырӑнти «Авӑрлӑ уй» топонимран пулса кайнӑ (авӑр евӗрлӗ вырӑн, авӑрӗн вырӑнӗнче — ял).
Администраци енӗпе ял 1921–1927 ҫулсенче Етӗрне уесӗн Тусай вулӑсне, 1927 ҫултанпа Вӑрнар районне кӗнӗ.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн даннӑйӗпе ялта 5 ҫын пурӑннӑ (2 арҫын, 3 хӗрарӑм). 2012 ҫулхи даннӑйпе те 5 ҫын шутланнӑ. Ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе 100%).
Халӑх йышӗ ҫулсем тӑрӑх улшӑнни:
Экономикӑн никӗсӗ — ял хуҫалӑх производстви. «Агрохмель» тулли мар яваплӑ орбществр ӗҫлет (2010 ҫул тӗлне).
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 