Турра шӗкӗр темелле-ши е телее тесен те ҫитет-ши, анчах ку вӑл пирӗн пеккисене пырса тивмест. Питӗр хулин Саккун кӑларакан пухӑвӗн депутачӗ Андрей Анохин Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗсене тата Федераци Канашӗн пайташӗсене сахалтарах кантарасси пирки саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна Раҫҫей шайӗнчи «халӑх тарҫисем» ырласан ҫӗршыв шайӗнчи депутатсемпе Федераци Канашӗн пайташӗсен канӑвӗ хальхи пек 42 куна тӑсӑлмӗ, 28 кунпах вӗҫленӗ.
Андрей Анохин депутат хӑйӗн пуҫарӑвне федераци хыснин тӑкакӗсене чакарас шухӑшпа та сӑлтавланӑ. Парламентарисем хӑйсем те отпуск вӑхӑтне чакарма хирӗҫ мар-мӗн. Питӗ ӗҫлине кура вӗсем 42 кун таран ахаль те канса лараймаҫҫӗ имӗш, отпуска пӑхмасӑрах ӗҫе иртерех пуҫӑнаҫҫӗ пулать.