Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Казах чӗлхине пӗлмен кандидат экзамен тытайман

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 07.03.2015 19:02 | 1641 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Кирек мӗнле патшалӑхра пурӑнсан та ҫыннӑн тӑван чӗлхине пӗлмелле. Регион пуҫлӑхӗн уйрӑмах тӑван чӗлхепе калаҫмалла. Казахстанра вара акӑ мӗн сиксе тухнӑ: хӑйӗн кандидатурине президент постне сӗннӗ Канат Журман патшалӑх чӗлхипе ирӗклӗн калаҫаймасть-мӗн.

Тӗп суйлав комиссийӗн пресс-центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла экзамен комиссийӗ йышӑннӑ. Кандидат «Манӑн ҫӗршыв — манӑн ҫӗр» темӑна уҫса парайман. Унта вӑл пӗтӗмпе 31 стилистика тата пунктуаци йӑнӑшӗ тунӑ.

Абай Кунанбаев поэзине вуланӑ чухне Жуман орфоэпика йӑнӑшӗсем тунӑ. Вӑл казахла пӗр сӑвӑ та пӑхмасӑр калайман. Халӑх умне тухса калаҫнӑ чухне вӑл 15 минут вырӑнне 5 ҫеҫ калаҫнӑ. Литература калаҫӑвӗпе словарь саппасӗ начар пулни тӳрех сисӗннӗ.

Лингвистика комиссийӗн пӗр саслӑн йышӑну тунӑ: кандидат патшалӑх казах чӗлхипе лайӑх калаҫма пӗлмест. Президент постне йышӑнас пулсан вара казах чӗлхине пӗлмелле. Унччен те кун пек тӗслӗх пулнӑ-мӗн. Хӑйӗн кандидатурине тӑратнӑ Аскар Сыргабаев патшалӑх чӗлхипе экзамен тытайман-мӗн.

Сӑмах май, пирӗн республикӑра та тӳре-шара пуканне йышӑниччен ҫакнашкал экзамен тыттарсан аванччӗ. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, министерствӑра, чӑвашла калаҫмасть кӑна мар, ӑнланмасть те.

#тӗнчере, #суйлав, #Казахстан, #политика, #казах чӗлхи

 

Комментари:

Agabazar // 1633.25.7532
2015.03.07 20:18
Agabazar
Софья Савнеш, ырӑ ҫыннӑмӑр, эсӗр кунта

патшалӑх чӗлхи

тата

тӑван чӗлхе

ӑнлавсене пӑтраштарнӑ
Agabazar // 1633.25.7532
2015.03.07 20:25
Agabazar
Казах чӗлхи Казахстанра патшалӑх чӗлхи. "Тӑван чӗлхе" е "тӑван мар чӗлхе" тенисем кунта пит нимех те пӗлтермеҫҫӗ.
Пирӗн республикӑра кунашкал экзаменсем ирттерессисем тахҫанах пӑчланнӑ ӗнтӗ. Тен, самана апла-капла ҫаврӑннӑ май, хӑҫан та пулсан тепре килсе тухӗ. Кӗтетпӗр-с.... :-)
Акапасар // 4118.75.2631
2015.03.09 20:47
Цитата:"Кирек мӗнле патшалӑхра пурӑнсан та ҫыннӑн тӑван чӗлхине пӗлмелле."
Ку статьяра чӑннипе тӑван чӗлхене мар, патшалӑх чӗлхине пӗлесси пирки сӑмах пырать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем