Сӑмахӗ кунта Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш ялӗ» комитечӗ сӑнӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравне Патшалӑх Канашӗнче вырнаҫтарни пирки пырать-ха. «Ку куравра — Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсем йӗркеленипе ирттернӗ Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти ял уявне сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем, ял халӑхӗ тӑван тавралӑха илем кӳрессишӗн тӑрӑшнӑ самантсем», — тесе пӗлтерет ЧНКн пресс-служби.
«Патшалӑх ӗҫне парӑнса ӗҫлекенсем коридорпа иртнӗ май чӑваш ялӗсем хальхи вӑхӑтра мӗнлерех аталанма пуҫланине курса ӗненччӗр», — курав тӗллевне ҫапларах уҫӑмлатать конгресӑн пресс-служби.
Курава уҫма «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, Шупашкар районӗнчи Атӑлъялти Сергейпа Елена Сорокинсем, асӑннӑ районти Леонид Фадеев таврапӗлӳҫӗ, Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Хорасев хутшӑннӑ.
Курава уҫма Патшалӑх Канашӗнче вӑй хуракансем те пуҫтарӑннӑ паллах. Ҫав йышра асӑннӑ органӑн Аппарат ертӳҫине Анатолий Ухтиярова, ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумне Игорь Кушева асӑннӑ.
Республикӑн саккун кӑларакан органӗнче тӗрлӗ курав унччен те иртнине унта ӗҫлекенсемпе пырса ҫӳрекенсем пӗлеҫҫӗ-ха. Хальхин расналӑхӗ — халиччен унта художниксен ӗҫӗсене кӑтартнӑ пулсан, ку хутӗнче сӑнӳкерчӗксем сумлӑ выhӑн йышӑнни.